Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

«Хӗрарӑмсем ӑслӑлӑхра тата вӗрентӳре» регионсем хушшинчи обществӑлла организацин чӑваш уйрӑмӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ тата Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви чӑваш чӗлхипе Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӗвӗлти чӗкеҫ — чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ-ӑмӑрту йӗркелерӗ.

Чӗлхе пӗлӗвӗ чылай шкул ачишӗн кичем те тунсӑх йӗрке пек туйӑнать. Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ — вӗренекенсен чылай йышне __чăваш чĕлхипе|чӑваш чӗлхипе__ интереслентересси, «кичем те йывӑр» ӑслӑлӑх умӗнхи йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме вӗрентесси, ачасене чӗлхе ӑслӑлӑхӗн илемне, чӗлхе техӗмне туйса илме хӑнӑхтарасси. Вӑйӑ-конкурс шкулсенче иртет, вӗренекене нимӗнле йывӑрлӑх та кӳмест, ыйтусемпе ӗҫсем пӗтӗмӗшле кӑсӑклӑ, вӗсене «ӑслӑ» ачасем ҫеҫ мар, чылай шкул ачи шӗкӗлчеме пултарать.

Сирӗн вӗренекенӗрсене эпир «Чӗвӗлти чӗкеҫ—2011» вӑйӑ-ӑмӑртӑва хутшӑнма йыхравлатпӑр. Вӑл 2011 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, иртет. Ку вӑййа 2-11 классенче вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ (2-3, 4-5, 6-7, 8-9, 10-11 классенчи вӗренекенсем уйрӑмшарӑн тупӑшаҫҫӗ).

Шкулсенче вӑйӑ-конкурс ирттерес тӗллевпе шкул директорӗсен комисси туни ҫинчен ятарлӑ хушу кӑлармалла. Вӑйӑ-ӑмарту материалӗсене чикнӗ пакета комисси членӗсен вӑйӑ пуҫланас умӗн ҫеҫ ачасем умӗнче уҫмалла, унччен уҫма юрамасть! Вӑйӑ вӑхӑтӗнче нимӗнле справочниксемпе, словарьсемпе, кӗнекесемпе тата ытти хушма материалсемпе усӑ курма юрамасть!

Вӗренекенсене чӑваш чӗлхипе пурӗ 30 тӗрлӗ ыйтусемпе ӗҫсем сӗнетпӗр, вӗсене кашни шкул ачиех пурнӑҫлама пултарать. Хуравӗсене ҫырмалла мар: сӗннӗ 5 хуравран тӗрӗссине (1 тӗрӗс хурава) суйласа илсе ятарлӑ бланк ҫинче хура гель ручкӑпа паллӑ тумалла ҫеҫ. Ӗҫе пурнӑҫлама 1 сехет те 15 минут уйӑрнӑ, ҫак вӑхӑт ывӑнмалӑх та ҫук. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем кашни класпа уйрӑммӑн пулаҫҫӗ. Ака уйӑхӗнче, бланксене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, кашни вӑййа хутшӑнакан шкул пӗтӗмлетӗвӗсемпе тата вӗренекенсен Раҫҫей шайӗнче хӑйсен ушкӑнӗнчи вырӑнӗсене палӑртнин протокол ведомоҫӗсене илеҫҫӗ, вӑййа хутшӑнакан кашни вӗрентекен тивӗҫлӗ сертификат илет.

Ытти ҫулхи конкурссемпе танлаштарсан кӑҫал мӗнпур парне фондне вӑййа хутшӑнакан кашни ача валли сувенирсем илнӗ ҫӗре усӑ куратпӑр (ку вӑл е логотиплӑ ручка е тата ытти парне пулма пултарать). Ҫавӑнпа та ҫӗнтерӳҫӗн тата тӗрлӗ шайра мала тухнисен ҫакна пӗлме тивӗҫ: ҫӗнтернӗшӗн вӗсене диплом ҫеҫ параҫҫӗ. Раҫҫей шайӗнче хӑйсен ушкӑнӗнче 100 ытла балл пухнисенчен чи маттуррисене палӑртма куҫӑм тура __Шупашкара__ чӗнсе илетпӗр.

Вӑййа хутшӑнма 1 ачан 43 тенкӗ (3 тенки шкула юлать) тӳлемелле.

Вӑййа хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансен, раштавӑн 25-мӗшӗччен регионти йӗркелӳ комитетне 9.00 пуҫласа 16.00 сехетчен (ӗҫ вӑхӑтӗнче) ҫак телефонсемпе шӑнкӑравламалла: (8352) 45-03-01 (35-56), 37-32-27, федераллӑ номер 8-927-667-32-27 (е __merlina@chuvsu.ru__ электрон адреспа вӑййа хутшӑнакансен шутне (кашни класпа уйрӑммӑн), шкулӑн адресӗпе телефонне, шкул директорӗн тата вӑйӑшӑн яваплин хушамачӗпе, ятне тата ашшӗ ятне кӑтартмалла. Ҫавӑн пекех ку хыпара ҫак адреспа ярса памалла: ~~428015, Шупашкар хули, Университет урамӗ, 38 ҫурт, физикӑпа математика факультечӗ, математикӑна вӗрентес меслет кафедри (I-327 ауд.)~~ (ку заявкӑна вӑййӑн ыйтӑвӗсемпе ӗҫӗсене илме пынӑ чухне те парса хӑварма юрать). Ҫавӑн пекех заявкӑсене http://www.schoolgames.ru/ сайтра та пама пулать.

«Чӗвӗлти чӗкеҫ» вӑйӑ конкурс ҫинчен тӗплӗнрех http://chuvlast.ucoz.ru сайтра тупма пулать. «Вӑййа хутшӑнакансем валли» страницӑра вӑйӑшӑн банк е почта урлӑ тӳлемелли бланк вырнаҫтарнӑ. Ҫав бланка уҫласа илмелле те кашни шкулӑн хӑйӗн реквизичӗсене алӑпа ҫырса тултармалла. Тӳлени ҫинчен ӗнентерекен квитанцисене вӑйӑ материалӗсем патне килнӗ чух пӗрле илсе пымалла.

Вӑйӑ ирттермелли материалсене (ыйтусемпе ӗҫсен варианчӗсене, хурав бланкӗсене, ятарлӑ инструкцие) шкулсене вӑйӑ пуҫланиччен 2-3 кун малтан регионӑн Тӗп комитетӗнче ҫак адреспа паратпӑр: ~~428015, Шупашкар хули, Университет урамӗ, 38 ҫурт, физикӑпа математика факультечӗ, МПМ кафедри (I-327 ауд.).~~

Вӑйӑ ирттернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳсене 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗччен ҫак адреспа пырса илмелле: ~~428015, Шупашкар хули, Университет урамӗ, 38 ҫурт, физикӑпа математика факультечӗ, МПМ кафедри (I-327 ауд.)~~. Вӑйӑ пӗтӗмлетӗвӗсем йӗркелӳ комитетӗнче 1 ҫул упранаҫҫӗ.

2011 ҫулхи вӑйӑ конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе (ыйтусемпе ӗҫсен хуравӗсемпе ӑнлантарӑвӗ, ҫӗнтерӳҫӗсен списокӗ тата вӗрентекенсен сӗнӗвӗсем) кӗнеке тухнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере хӑйне евер энергетика пулӗ. Ҫынсем сирӗнпе юнашар пуласшӑн, тимлӗх ӑшӗнче пулма хатӗрленӗр. Лайӑх кӑмӑл-туйӑм шырӑр, ӑна темиҫе хут ӳстерӗр. Тахҫанах проект пуҫарма ӗмӗтленнӗ тӗк — тархасшӑн! Эрне варринче хӑвӑр ҫине ҫӗнӗ тивӗҫсем ан илӗр, сӑмах ан парӑр.

Кӑрлач, 05

1931
95
Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1947
79
Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
2016
10
Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ