Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Мексикӑра «Baluarte» (чӑв. «бастион, тӗревлӗх») ятлӑ кӗпере уҫнӑ. Мексика никама та пӑхӑнма пӑрахни 200 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплӑ та савӑнӑҫлӑ мероприятие патшалӑх президенчӗ Фелипе Кальдерон та хутшӑннӑ. Ҫапла май Америка континентӗнчи чи ҫӳллӗ кӗпере хута ячӗҫ. «Ку проект Мексикӑн ҫурҫӗр енчи халӑха пӗрлештерӗ», — тенӗ хӑй сӑмахӗнче Мексика президенчӗ.

«Baluarte» Ҫиналупа (выр. ~~Синалоа~~) Туранкӑ (выр. ~~Дуранго~~) штачӗсене ҫыхӑнтарӗ, ун ҫӳллӗшӗ 403 метрпа, тӑршшӗ 1124 метрпа танлашӗ. Танлаштарас тесен, ун айӗнче Эйхвӗл турулӗ те ним мар вырнаҫайрать. Малашне ку кӗпер Атлантикӑпа Лӑпкӑ океансене ҫыхӑнтарма пултарӗ, унашкал ҫула тума планласа та хунӑ. Хальхи вӑхӑтра вара, вырӑнти влаҫ ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпере хута яни Лӑпкӑ океан хӗрринче вырнаҫнӑ Маcатлан (Mazatlan) хулинчен Туранкӑ штатӑн тӗп хулине ҫитес вӑхӑта 6 сехете таран чакарать. Ҫапла май хӑвартрах ҫитме май пур.

Чи ҫӳллӗ кӗперсене илес пулсан ҫаксене асӑнса хӑварас пулать: Китайри Si Du River Bridge (ҫӳллӗшӗ 472 м.), Францири Милло (Мийо) виадук (ҫӳллӗшӗ 343 м.), Колорадо штатӗнче Royal Gorge Bridge (ҫӳллӗшӗ 321 м., машинсем ҫӳремеҫҫӗ). Ытти паллӑ кӗперсен ҫӳллӗшӗ: Сан-Францискӑри «Ылтӑн хапха» — 67 м. (тӗревсен ҫӳллӗшӗ 230 м.), Европӑпа Азине ҫыхӑнтаракан Босфор кӗперӗ — 64 м. __Шупашкарти__ чи ҫӳллӗ кӗпер — Трусиха шывӗ урлӑ хывнӑ Гагарин кӗперӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 18

1972
54
Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1987
39
Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ.
1990
36
Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть