Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

«Асран кайми» ятпа вулакан аллине ҫӗнӗ кӗнеке ҫитрӗ. Авторӗсем — Г. Е. Дубровпа Ю. А. Перепелкин 60 ытларах страницӑллӑ ку ӗҫе __Патăрьел районĕнчи|Патӑрьел районӗнчи__ Туҫа ял ӗҫченӗсене сума суса хатӗрленӗ. Ум сӑмахра (ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен перлӗхӗн пайташӗ Гурий Дубров хатӗрленӗ) шӑпах унӑн историне кӗрсе юлнӑ паллӑ вырӑнсем, йӑх-тымарсем пирки ҫырса кӑтартнӑ.

Асӑннӑ кӗнеке виҫӗ тӗп пайран тӑрать. Пӗрремӗшӗ «Туҫара — хӑнара» ятлӑ. Унта 2002 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче __Красноармейскинчи__ «Трак ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи — Н. Янкас премийӗн лауреачӗ Н. М. Никоноров) __Анат Туçана|Анат Туҫана__ пысӑк концерт программипе ҫитсе килни ҫинчен туллин каласа панӑ. Ку ял — кӗнеке авторӗсенчен пӗрин, Юрий Анатольевич Перепелкинӑн — тӑван ялӗ. Унӑн аслашшӗ, Илларион Евдокимович — Социализмла Ӗҫ Геройӗ, ашшӗ, Анатолий Илларионович — Ленин орденне тивӗҫнӗ. Курав залӗнче халӑх лӑк тулли пулнӑ, красноармейскисен концертне ҫынсем пысӑк хак панӑ.

Иккӗмӗш пайӗ — «Аслисене асра тытса» ятлӑ. Вӑл хӑй тата пӗчӗкрех виҫӗ сыпӑкран тӑрать: «Шкул музейӗнче», «Асӑну хӑми уҫни» тата «Палӑк лартни». Кунта сӑмах 2003 ҫулта шкулӑн пысӑк залӗнче Путенесен йӑх уявӗ хыҫҫӑн Социализмла Ӗҫ Геройне И. Е. Перепелкина халалласа __Красноармейскинчи__ Н. А. Иванов скульптор ӑсталанӑ бюста шкул музейне парнелени, Паттӑр ячӗпе Асӑну хӑми уҫни, ӑна сума суса палӑк лартни ҫинчен пырать.

Виҫҫӗмӗш пайӗ — «Ирхи тӗпел» телекӑларӑм» ятпа вулакан патне ҫитнӗ. __Марина Карягина__ тележурналист хатӗрлекен «Ирхи тӗпел» телекӑларӑма 2010 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче Юрий Анатольевичпа Николай Алексеевич Перепелкинсене чӗннӗ. Унта Патӑрьел тӑрӑхӗнчи паттӑр та мухтавлӑ ҫынсем пиркиех калаҫу пырать. Анат Туҫара Паттӑр йӑхсем чӑннипех те йышлӑ: Перепелкинсем, Кузнецовсем, Барановсем, Заплаткинсем, Плешковсем, Долговсем, Маршевсем тата ыттисем те.

Кӗнекене кунсӑр пуҫне тӗрлӗ тӗслӗ чылай сӑнӳкерчӗкпе пуянлатнӑ. Красноармейски районӗнчи «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн тӗп редакторӗ И. А. Прокопьев редакцилесе кӑларнӑскере, __Шупашкарти__ «Ҫӗнӗ Вӑхӑт» типографире 200 экземпляр тиражпа пичетленӗ. Ҫапла вара ҫак кунсенче таврапӗлӳҫӗсем валли питӗ кирлӗ те усӑллӑ кӗнеке «пиҫсе тухнӑ».

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 21

1933
91
Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын