Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Раштавӑн 17-мӗшӗнче __Сĕнтĕрвăрри районĕн|Сӗнтӗрвӑрри районӗн__ культура ҫуртӗнче «Туссем тӗл пулнӑ чух чун савӑнӑҫпа тулать» уяв каҫӗ иртнӗ. Ӑна __Григорий Хирпӳ__ композитор 100 ҫул тултарнине халалланӑ.

Гриша Хирбиков 1911 ҫулхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче __Сĕнтĕрвăрри районĕнчи|Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ __Чикмеçин|Чикмеҫин__ ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Сакӑр ҫул тултарсан пулас композитор ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫемье йывӑр лару-тӑрӑва ҫакланнӑ. Григорий амӑшне пулӑшас тесе ҫӑвӗпе кӗтӳ кӗтнӗ. «Иртен пуҫласа каҫчен вӑрманта таса сывлӑшпа киленсе ҫӳреттӗм. Кайӑк-кӗшӗк юррипе киленеттӗм. Вӑхӑт хӑвӑртрах ирттӗр тесе шӑхлич ӑсталаттӑм та кӗвӗ калаттӑм», — аса илнӗ Григорий Хирпӳ ачалӑхне. Композитор тӑванӗсем те юрӑ-кӗвӗ тӗнчипе туслӑ пулнине палӑртмалла. Аслашшӗн пиччӗшӗ кӗсле каланӑ, ашшӗн шӑллӗ сӗрме купӑсҫӑ пулнӑ, инструмента хӑй тӗллӗн ӑсталанӑ.

Уяв каҫне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Геннадий Раков йӗркеленӗ. Вӑл паллӑ композиторӑн тӗрлӗ жанрти пултарулӑхне кӑтартма тӑрӑшнӑ. Хор Георгий Яковлевич хайланӑ юрӑсене шӑрантарнӑ. «Юратнӑ Шупашкарӑм», «Ҫамрӑксен вальсӗ» тата ыттисем те янӑранӑ. Хӗрӳ туйӑм ҫинчен Л.Гусаров, Л.Николаева, Л.Титов, Е.Афанасьева «Ши, ши, ши вара», «Ах, пӗлесчӗ» тата ыттисене шӑрантарнӑ. Николайпа Анна Семеновсем «Чӗре юррипе» савӑнтарнӑ. Композитор ачасем валли те сахал мар юрӑ хывнӑ. Шӑпӑрлансем вӗсене кӑмӑллаҫҫӗ.

— Григорий Яковлевич халӑх юррисене кӑмӑлланӑ, тӑван чӗлхене юратнӑ. Унӑн произведенийӗсем — чӑваш халӑхӗн чун уҫҫи. Вӗсем ҫӗр ҫултан та пӗлтерӗшне ҫухатмӗҫ, — тенӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Клавдия Федорова. Шел те ҫакна сӑмахпа кӑна пӗлтернӗ, уява йӗркеленӗ май паллӑ композитор чӑваш чӗлхине юратнине пӗрре те хисепе хуман вара — куравӗ те вырӑсла, сцена ҫинчи плакат та вырӑсла.

Аслӑ ҫулти куракансем концертра янӑранӑ юрӑ-кӗвве итлесе ҫамрӑклӑха аса илнине пытарман.

//«Хыпарти» статьяна усӑ курнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та