Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ ҫул

Хулара
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти 184-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем ҫурт тӑрринчен анакан Хӗл мучисене курсан савӑннӑ кӑна мар, тӗлӗннӗ те. ВСКСӑн тата Ресурс центрӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗсен хӑй ирӗкҫисем «Хӗл мучисен десанчӗ» акци ирттереҫҫӗ.

Вӗсем хӗллехи асамҫӑ тумне тӑхӑнса, ятарлӑ снаряжени ҫаклатса ҫурт тӑрринчен анса ачасене Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ. Шӑпӑрлансем Хӗл мучипе Юр пикене сӑвӑсем каласа парса парнеллӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-218442233_103
 

Хулара
fotoxcom.ru сайтри сӑн
fotoxcom.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ ҫул каҫхин Шупашкарти троллейбуссемпе автобуссем ахаль чухнехинчен ытларах вӑхӑт ҫӳрӗҫ. Тӗп ҫулсемпе маршрута тухакан общество транспорчӗ ҫур ҫӗр иртсен тин, 1 сехетре, ӗҫлеме чарӑнӗ. Уяв кунӗсенче расписанире кӑштах улшӑнусем пулӗҫ.

Коммуналлӑ службӑсем те вӑйлӑрах режимпа ӗҫлӗҫ. Раштавӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен ҫулсемпе тротуарсене юртан тасатакан ятарлӑ техника талӑкӗпех дежурствӑра пулӗ. Авариллӗ бригадӑсем те хатӗр тӑрӗҫ.

Ҫӗнӗ ҫул каҫхине урамсене ҫӳп-ҫапран тасатакансем мероприятисем иртекен вырӑнсенче виҫӗ сменӑпа ӗҫлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/92382
 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ эрнекун Шупашкарти Иван Франко урамӗнчи скверта Ҫӗнӗ ҫул уявӗ пулнӑ. Унта Хӗл мучипе Юр пике килсе ҫынсене савӑнтарнӑ. Ачасем тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене пӗлнӗ, ташӑ батлне хутшӑннӑ. Спорт конкурсӗсем те иртнӗ.

Ҫитес уяв ыран, раштавӑн 25-мӗшӗнче, пулӗ. Хальхинче - Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 58-мӗш ҫурт патӗнче. Вӑл 18 сехетре пуҫланӗ. Унта та Хӗл мучипе Юр пике килӗҫ. Чӑваш эстрада артисчӗсем вара юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/92341
 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул троллейбусӗ икӗ кун ҫӳрӗ. Салонра пассажирсене Хӗл мучипе Юр пике кӗтсе илӗҫ.

Акцин пӗрремӗш кунӗ паян иртет. Уяв троллейбусӗ 54-мӗш маршрутпа ҫӳрет. Троллейбус номерӗ - 1091.

Троллейбус паян 11 сехет те 14 минутра «Иваново» чарӑнуран ӗҫлеме пуҫланӑ.

Ҫӗнӗ ҫул троллейбусӗ тепрехинче ҫитес ҫул кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче ҫула тухӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrans21
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ ҫулта ачасем кӑна мар, ваттисем те асамлӑх кӗтеҫҫӗ. ЧР Ӗҫлев министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене уяв хаваслӑхӗ парнелес тесе акци пуҫарнӑ.

Улатӑрти социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центра ҫӳрекенсем Хӗл мучипе Юр пикерен парнесене тивӗҫеҫҫӗ. Ӗнер асамҫӑсем Улатӑрти Агния Васильевна патне ҫитнӗ. Кинемей Хӗл мучипе Юр пике килнӗшӗн питӗ савӑннӑ.

«Кун пек парне кӗтменччӗ. Хама ача пекех туятӑп. Саламланӑшӑн тата канфетсемшӗн пысӑк тав!» - тенӗ Агния Васильевна.

 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Шупашкарта пурӑнакан Алексей Потапов 8 ҫул ӗнтӗ ҫынсене Ҫӗнӗ ҫул умӗн хаваслӑ кӑмӑл парнелет. Вӑл кӑҫал та Хӗл Мучи пек тӑхӑнса таксипе ӗҫлеме тухнӑ.

Алексей Потапов унччен хуралҫӑра тӑрӑшнӑ. Халӗ хӑйӗн машинипе такси пек ҫӳрет. Машинине тултан та, шалтан та илемлетнӗ вӑл. Кун валли 5 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫынсене савӑнтарас тесе укҫине хӗрхенмест. Вӑл Хӗл мучи пек ҫӳренӗшӗн арӑмӗ кӑмӑлсӑрланмасть, хӗрӗ те хӗпӗртет.

Ҫак таксие лексен сӑвӑ каласа памалла кӑна - вара пылак парнене тивӗҫме пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/91922
 

Хулара
"Чебмедиа" архивӗнчи сӑн
"Чебмедиа" архивӗнчи сӑн

Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарни сисӗнет. Республика лапамӗнче тӗп чӑрӑша лартма пуҫланӑ. Пӗлтӗр те ӑна ҫак тапхӑрта вырнаҫтарма тытӑннӑ.

Хальхи вӑхӑтра специалистсем 25 метр ҫӳллӗш каркаса лартаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн турачӗсене вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем вара пӗтӗмпе – 3 пин ытла. Юлашкинчен гирляндӑсемпе илемлетӗҫ.

Аса илтерер: Шупашкарти тӗп чӑрӑша 2016 ҫулта 6,6 миллион тенкӗпе туяннӑ. Хак шутне капӑрлатмалли теттесем те кӗнӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ ҫул – асамлӑха ӗненмелли вӑхӑт. Ун чухне ачасем уйрӑмах асамлӑха ӗненеҫҫӗ. Аня Чижова ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фончӗ «Хӗл мучин асамлӑ алси» акцие кӑҫал та ирттерет. Унта кашниех хутшӑнма пултарать.

Ачасем мӗн пирки ӗмӗтленеҫҫӗ? Вӗсем мӗн сунаҫҫӗ? Ҫаксем пирки фонд сайтӗнче пӗлме пулать. Раштав вӗҫӗнче сипленми чирпе нушаланакан ачасем Ҫӗнӗ ҫул елкине пухӑнӗҫ, унта вӗсене парнесемпе савӑнтарӗҫ. Хӑшӗ-пӗри унта сывлӑхне пула ҫитеймӗ, вӗсем патне Хӗл мучипе Юр пике киле ҫитӗҫ.

Акцие мӗнле хутшӑнмалла? Парне туянмалла е укҫа куҫармалла.

 

Ҫутҫанталӑк

Раштав уйӑхӗн ӑшӑ килӗ-и е сивӗ пулӗ-и? «Погода21» портал вӑл мӗнле пулассине тишкернӗ.

Шупашкарта вӑтам температура 10 градуса яхӑн сивӗ пулмалла. Норма – 8 градус. Нормӑпа килӗшӳллӗн 36 мм юр ҫумалла тӑк 40 мм пулӗ.

Уйӑхӑн пӗрремӗш декадинче тата юлашки эрнинче, Ҫӗнӗ ҫул умӗн, ӑшӑ пулӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне юр нумай ҫӑвӗ. Раштав вӗҫнелле Шупашкарта юр хулӑнӑшӗ 23 сантиметр таран ҫитмелле.

Пӗрремӗш декадӑра икӗ хутчен ӑшӑтӗ, кайран – уйӑх варринче. Раштавӑн 20-22-мӗшӗсенче типӗ те сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ун чухне 15 градусран сивӗрех пулмалла. Ҫӗрлесерен 22-27 градус таран сиветӗ.

 

Хулара
"Чӑваш Ен" ПТРК сайтӗнчи сӑн
"Чӑваш Ен" ПТРК сайтӗнчи сӑн

Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленет. Хулара 100 ытла чӑрӑш капӑрлатма палӑрнӑ. 88-шӗ ҫуртсен картишӗнче пулӗ, ҫул ҫаврӑнӑшӗсенче 39 чӑрӑш лартӗҫ.

Кӗҫех «Салют» культура керменӗ умӗнче, Максим Горький скверӗнче, Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче, Константин Иванов скверӗнче, «Амазони» этнокомплексра, Студентсен скверӗнче капӑр чӑрӑшсем ҫуталӗҫ. Шкул бульварӗнче те уяв сӗмӗ кӗрӗ, унта аркӑсем вырнаҫтарӗҫ.

«Овас» скверӗнче, «Шупашкар» суту илӳ комплексӗ умӗнче, Кадетсен скверӗнче ҫутӑ конструкцийӗсене ҫутӗҫ.

Шупашкар хулине раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен капӑрлатса пӗтерме палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 30
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пурнӑҫри ыйтусене ытти чухнехинчен урӑхларах татса парсан ӑнӑҫу кӗтӗ. Ӗҫри кӑткӑс лару-тӑруран хӑтӑлма пултаратӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла, унсӑрӑн хирӗҫӳ тухӗ. Тахҫан ҫухалнӑ хутшӑну ҫӗнелме пултарӗ.

Раштав, 27

1937
88
Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ.
1951
74
Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1991
34
Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та