Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ Ҫул

Ял пурнӑҫӗ
Николай Иванов тунӑ сӑн
Николай Иванов тунӑ сӑн

Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан Ивановсен ҫемйи Ҫӗнӗ ҫула тӗплӗн хатӗрленнӗ. Вӗсем пӳрте шалтан кӑна мар, тулаш енчен те капӑрлатнӑ.

Николайпа Ирина Ивановсем ҫак илеме тӑвас тесе пӗр каҫ кӑна тӑрӑшман. Малтанах вӗсем ачасем валли ҫутатакан тӑвайкки ӑсталанӑ, юр кӗлеткене тата сысна кӗлеткине юртан тунӑ. Юнашарах елка лартса ӑна илемлетнӗ. Кунсӑр пуҫне пӳрт, карта-сарай таврашне йӑлтӑртатакан гирляндӑсем ҫакнӑ.

«Ҫынсене килӗшет, ҫакӑ савӑнтарать. Пурте пырса сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ. Ачасем вара пӗрмай выляҫҫӗ, тӑвайккинчен ярӑнаҫҫӗ. Ӑна чылай вӑхӑт турӑмӑр, юра кӳршӗсенчен те вӑрлама тиврӗ», - йӑл кулса пӗлтернӗ Николай «Про Город» хаҫата.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54305
 

Сывлӑх

Кӑрлач уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсенче Чӑваш Енри пульницӑсем ятарлӑ режимпа ӗҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви вӗсем валли график хатӗрленӗ.

Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче – канмалли кун.

Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче – шӑматкунхи график.

2019 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче – канмалли уяв кунӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче – шӑматкунхи график.

Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче – канмалли уяв кунӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗ – канмалли уяв кунӗ.

Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче тата Хулари 1-мӗш клиника пульницинче приемнӑй покойра кӑрлачӑн 1-8-мӗшӗсенче талӑкӗпех медпулӑшу парӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54279
 

Хулара

Шупашкарта сахал тупӑшлӑ ҫемьесенче ӳсекен ачасене елкӑна чӗнӗҫ. Куншӑн ашшӗ-амӑшӗн укҫа тӳлемелле мар, мӗншӗн тесен ку – ыркӑмӑллӑх акцийӗ.

Тӗрӗссипе, Шупашкарта социаллӑ елкӑсене вуннӑмӗш ҫул ирттереҫҫӗ. Кӑҫал Ленин районӗнче начар пурӑнакан ҫемьесенчи 200 ачана уява чӗнӗҫ. Мероприятие «Росток» пултарулӑх центрӗнче йӗркелӗҫ.

Уява Пороскунсен ҫемйине те чӗнӗҫ, вӗсем 9 ачана воспитани параҫҫӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр вӗсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ.

Социаллӑ елкӑра ачасене парнесемпе савӑнтарӗҫ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ представлени пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/afisha/54218
 

Хулара

Ҫӗнӗ ҫул елкине лартма ӗлкӗртӗр-и? Ҫук тӑк туянма васкӑр. Кӑҫал Шупашарта чӑрӑш пасарӗсем 14 адреспа ӗҫлӗҫ. Чӗрӗ чӑрӑшсене Ҫӗнӗ ҫул умӗн икӗ эрне сутӗҫ.

Елка туянас тесен ҫак адрессемпе ҫитмелле: Гагарин урамӗ 29, Калинин урамӗ 100, Трактор тӑвакансен проспекчӗ 71, «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ, Ильбеков урамӗ 7/2, Эгер бульварӗ 47, Хусанкай урамӗ 22, Афанасьев урамӗнчи суту-илӳ картишӗ, «Салют» культура керменӗ, Энтузиастсен урамӗ 31, Эльгер урамӗнчи суту-илӳ комплексӗ, Мускав проспекчӗ 40, «Ахазов урамӗ» чарӑну, «Европа» лавкка умӗнчи лапам.

Палӑртмалла: пӗлтӗр чӑрӑшсене Шупашкарта 13 адреспа сутнӑ.

 

Хулара

Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Элара» савут ӗҫченесем Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисем валли парне тума шухӑшланӑ. Ҫак кунсенче савут умӗнчен иртсе кайма та кӑмӑллӑ – ташлакан Юр кӗлетке кӑмӑла ҫӗклет. Сӑмах май, пӗлтӗр унта упа кӳлепине вырнаҫтарнӑччӗ. Юр кӗлетке унран инҫех мар ларать.

Кӳлепене тимӗр каркасран хатӗрленӗ, мишурапа тата гирляндӑпа илемлетнӗ. Пӗтӗмпе 120 метр гирлянда тата 370 метр мишура тӑкакланӑ. Кӳлепен сӑмсипе куҫне полимер тӑмран ӑсталанӑ.

Савут ӗҫченӗсем Юр кӳлепене 2 уйӑх ытла тунӑ. Вӑл аллине самолет тытнӑ. Ахальтен мар, ара, предприяти шӑпах ҫак енпе ытларах ӗҫлет вӗт.

 

Республикӑра

Ҫӗнӗ ҫулта кашни ачах асамлӑх, парне кӗтет. ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем шӑпӑрлансене савӑнтарас тесе парнесем пухнӑ. Вӗсене Украинӑна – Донецк тата Луганск облаҫӗсене – ӑсатӗҫ.

Чӑннипе, ведомство кунашкал акцие пӗрремӗш хут кӑна хутшӑнмасть. Пӗлтӗр те Чӑваш Енре Украинӑри ачасем валли парнесем пухнӑ. Ун чухне ку акцие патшалӑх влаҫӗсен органӗсенче ӗҫлекенсем хутшӑннӑ. Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ шӑпӑрлансемшӗн пӑшӑрханакан ахаль ҫынсем те айккинче юлман.

Кӑҫал Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем Украинӑри кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче тухнӑ вӑрҫӑра шар курнӑ ачасем валли 5 пин парне пухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54023
 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме тытӑнтӑр-и? Республикӑра вара уявра мӗнле мероприятисем ирттересси пирки шутлама тытӑннӑ ӗнтӗ. Тӗп чӑрӑша та вырнаҫтарнӑ. Аса илтерер: вӑл Республика лапамӗнче ларать.

Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта Мускав ҫыранӗ хӗрринче Хӗл Мучисем кайтпа ярӑнса ӑмӑртӗҫ. Мероприяти 12 сехетре пуҫланӗ.

Кайт – мӗн вӑл тетӗр-и? Вӑл – парӑс евӗр сывлӑш ҫӗленӗ, ӑна ятарлӑ планкӑпа стропсем ҫумне ҫирӗплетнӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, кайт-парада 20 ытла Хӗл Мучи тухӗ.

Старт вӗҫленсен чӑрӑш патӗнче чей те ӗҫтерӗҫ.

 

Раҫҫейре

Ҫӗнӗ ҫулччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Кӑҫал раштавӑн 31-мӗшӗ тунтикуна лекет, ҫавна май эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсем валли пӗчӗк улшӑнусем пулӗҫ.

Ҫулталӑкӑн юлашки эрнинче ӗҫе ултӑ кун тухма тивӗ. Шӑматкун, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ, ӗҫлемелли кун пулӗ. Анчах ҫынсене кӑшт иртерех киле ярӗҫ: ӗҫ кунӗ 1 сехет маларах вӗҫленӗ. Канмалли куна вара тунтикуна, раштавӑн 31-мӗшӗ ҫине, куҫарӗҫ.

Ҫапла майпа эрнере пилӗк кун вӑй хуракансен каникулӗ раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, вырсарникун, пуҫланӗ. Ӗҫе кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухмалла.

 

Хулара
Фейерверк ямалли вырӑнсем. Никӗсӗ: Яндекс.Картта
Фейерверк ямалли вырӑнсем. Никӗсӗ: Яндекс.Картта

Шупашкар хулин Ленин районӗ Ҫӗнӗ ҫул уявӗн каҫхине фейерверксене ямалли ятарлӑ вырӑнсене палӑртнӑ — вӗсене ҫав лаптӑксенче ҫеҫ яма хушаҫҫӗ. Капла май фейерверк янӑ чухнехи хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнма май пулӗ тесе пӗлтереҫҫӗ, унсӑр пуҫне район лаптӑкӗнчи ҫурт-йӗр те сиенленмӗ.

Ҫак вырӑнсене палӑртнӑ:

1) Б. Хмельницкий урамӗнчи 80-мӗш ҫурт патӗнчи лаптӑк;

2) Комуналлӑ Слапата урамӗ патӗнчи ҫул унки патӗнчи вырӑн;

3) Эгер бульварӗнчи 43-мешпе 45-мӗш ҫуртсем хушшинчи лаптӑк;

4) Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнчи парк;

5) И. Яковлев урамӗнчи 16-мӗш ҫуртпа Кӑкшӑм урамӗнчи 5-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗпе 7-мӗш ҫурт хушшинчи вырӑн;

6) 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 2-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗ умӗнчи вырӑн;

7) Чапаев скверӗ;

8) «Дорисс-парк»;

9) 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 30-мӗш ҫуртпа транспорт унки хушшинчи лаптӑк;

10) Наци вулавӑшӗ умӗнчи И.Яковлев палӑкӗн тавралӑхӗ;

11) «ТрансСтройТех» техникумпа катастрофа медицинин республика центрӗн тата 149-меш ача пахчи хушшинчи лаптӑк;

12) Мир проспектӗнчи 98-меш ҫурт умӗнчи лаптӑк;

13) Садовӑй микрорайонпа Сӑкӑт кӗперӗ хушшинчи пуш вырӑн.

Ленин район администрацийӗ фейерверк янӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнма сӗнет.

Малалла...

 

Хулара
Сасӑлавра мала тухнӑ макет
Сасӑлавра мала тухнӑ макет

«Уҫӑ хула» порталта ҫитес ҫулӑн паллине – сысна ҫурине – сасӑлав мелӗпе суйлани пирки хыпарланӑччӗ. Мала тухнӑ кӳлепене Шупашкарта Ростелекома хирӗҫ вырнаҫтарӗҫ.

Сасӑлав вӗҫленнӗ. Унта 475 ҫын хутшӑннӑ, вӗсем виҫӗ эскизран пӗрне суйланӑ. Чылайӑшӗ, сасӑлава хутшӑннисен 42,11 проценчӗ, Пятачока килӗштернӗ.

Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Пятачок макетне Александр Жигарев шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑлах скульптурӑна хатӗрлӗ. Палӑртмалла: Александр Жигарев Ростелеком умӗнче ларнӑ чылай кӳлепе авторӗ пулнӑ: Аҫтаха, Качака, Простоквашинӑри Шарик, Автан тата ыттисем те. Кӑҫал Пятачока раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн вырнаҫтарӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 22
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2020 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кирек мĕнле ĕçре те ăнăçу кĕтет. Ку эрне пурнăçа улăштармашкăн лайăх вăхăт. Эрне пуçламăшĕнче ĕçлес кăмăл кĕртме тивĕ, кайран йăлтах йĕркеллĕ пулĕ. Канмалли кунсенче çемьене пырса тивекен лайăх хыпар илтетĕр.

Чӳк, 26

1911
109
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org