Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: автономи

Культура

Пирӗн республикӑра «Чӑваш киновӗн эрни» акци иртӗ. Кун пирки «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацин архивӗ пӗлтернӗ.

Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалланӑ ҫак мероприяти кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 24-мӗшӗччен пырӗ. Акци Улатӑрта паян уҫӑлнӑ. Вӑл ҫулла Хӗрлӗ Чутайӗнче хупӑнӗ.

Чӑваш киновӗн эрни вӑхӑтӗнче ҫутта кӑларакан фильмсене кӑтартма палӑртнӑ. Программӑра тулли метрлисем те, кӗске метрлисем те, документлисем те пулӗҫ. Кинона культура тата вӗренӳ учрежденийӗсенче кӑтартма палӑртнӑ.

Акцие пуҫараканӗсем — республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацин архивӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен хӑйӗн пӗр ӗмӗрхине сумлӑн уявлама хатӗрленет. Ҫавна май юбилей медальне те хатӗрленӗ ӗнтӗ. Медале тивӗҫҫисене палӑртас тесе халӑх сасӑлавне ирттереҫҫӗ. Медаль парас текенсен списокне «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) порталта пичетленӗ. Пултаруллӑ та медале тивӗҫ тесе шухӑшлакансене министерствӑсемпе ведомствӑсен шайӗнче тишкерсе ырланӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерствинче пӗлтернӗ.

Списокра, ҫак йӗркесен авторӗ тишкернӗ тӑрӑх, тӗрлӗ отрасльти ҫынсем пур. Ҫавсен хушшинче — комбайнерсемпе журналистсем таранах. Пурӗ 70 номинаци унта.

Сасӑлав паян, раштавӑн 23-мӗшӗнче, пуҫланнӑ. Вӑл 2020-мӗш ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри ачасем Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен конкурса хутшӑнаҫҫӗ. Ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсне хутшӑннисен юбилей логотипӗн эскизне те хатӗрлемелле пулнӑ. Ӗҫӗн хӑйне евӗрлӗхпе уйрӑлса тӑнипе пӗрлех регионӑн ҫутҫанталӑк, истори, культура тайӑнне палӑртмалла.

Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне темиҫе ҫӗр ӗҫ ҫитнӗ. Вӗсен авторӗсем — 3 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхисем. Конкурс комиссийӗ 20 ӗлкене суйласа илнӗ. Халӗ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче сасӑлав пырать. Вӑл раштавӑн 26-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Чи лайӑх ӗҫӗн авторӗ хаклӑ парнене тивӗҫӗ, унӑн логотипӗпе Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине уявланӑ чух халӑх элемӗ евӗр усӑ курӗҫ.

 

Культура
«Раҫҫей 24» телеканалтан илнӗ скриншот
«Раҫҫей 24» телеканалтан илнӗ скриншот

Чӑваш Енри влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсемпе Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен ирттерекен ӗнерхи планеркӑра Чӑваш патшалӑх автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявланӑ чух усӑ курмалли логотипа тишкернӗ.

Концепцие хатӗрлекенсем логотипра наци тӗсӗсемпе, тӗррисемпе тата ерешӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫавракапа та пур. Татти-сыпписӗр йӗр вӑхӑтпа инҫӗше пӗрлештерет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Логотипри ҫаврака хӗвеле палӑртать тесе ӑнлантарнӑ. Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май вӑл тата «ҫавра» датӑна пӗлтерет тенӗ. Логотипра Чӑваш Енри паллӑ вырӑнсене, сӑнсене, производствӑри кадрсене усӑ курнӑ.

Логотиппа полиграфи продукцине кӑларнӑ, ытти ҫавӑн пек ҫӗрте усӑ курасшӑн.

Логотип концепцине уява хатӗрленсе ирттерессипе ҫыхӑннӑ йӗркелӳ ушкӑнӗн ларӑвӗнче сӳтсе явӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне пур сферӑра та ӑнӑҫлӑ пулма тивӗҫ. Ансат мар ӗҫлӗ ыйтусене татса пама май килӗ, ӗҫлӗ тӗлпулусем те ӑнӑҫлӑ иртӗҫ. Ҫуркунне ҫитнӗ май хӑвӑра та пӑхмалла: сывлӑха тимлӗ, сисчӗвлентерекен симптомсене курмӑш ан пулӑр.

Пуш, 10

1939
87
Матвеев Тимофей Матвеевич, чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи вилнӗ.
1956
70
Рыбакова Светлана Николаевна, Чӑваш оперӑпа балет театрӗн юрӑҫи ҫуралнӑ.
1987
39
Петров Анатолий Алексеевич, чӑваш композиторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та