2010 ҫулта Чӑваш Республикин культура объекчӗсене тума тата ҫӗнетме уйӑрнӑ республика укҫа-тенкине пӗтӗмпех усӑ курнӑ тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министерстви. Пӗтӗмӗшле илсен пурӗ пӗлтӗр культура объекчӗсене 31 млн тенкӗ укҫа хывнӑ.
Бюджет укҫи Наци вулавӑшӗн тата Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн ҫурчӗсене ҫӗнетме кайнӑ. Наци вулавӑшӗн ҫуртне аслӑлатма та укҫана ҫавӑнтанах илнӗ.
Кӑҫалхи плансем тӑрӑх республика укҫи-тенкине Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗн ҫуртне ҫӗнетме шутлаҫҫӗ, ун валли 21,1 млн тенкӗ уйӑрнӑ.
Чӳкӗн 10-мӗшӗнче, юнкун, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫисен аслӑ пухӑвӗ иртрӗ. Пуху ларӑвне ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи С.Л. Павлов уҫрӗ. Пушкӑртри ҫыравҫӑсем, пухӑва килеймен ҫыравҫӑсем каланӑ салам сӑмахӗсемпе, ӗҫ йӗркипе паллаштарчӗ. Юлашки 5 ҫул хушшинче чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗ пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ, хак пачӗ. Ҫыравҫӑсен ӗҫӗсене хакласа пирӗн факультетра ӗҫлекен преподавательсем те сӑмах каларӗҫ: В.Г. Родионов профессор паянхи критикӑпа литература пӗлӗвӗн аталанӑвӗ пирки, В.А. Абрамов доцент прозӑпа ӗҫлекен авторсен пултаруллӑхӗ, хальтерех тухнӑ илемлӗ хайлавсен пахалӑхӗ пирки, И.В. Софронова доцент паянхи ача-пӑча литературин аталанӑвӗ пирки.
Самани ҫӑмӑлах мар пулин те йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах литературӑмӑр аталаннине, ҫӗнӗ авторсем пичетленнине ырласа палӑртрӗҫ вӗсем. Паллӑрах хайлавӗсене туллин хак пама тӑрӑшрӗҫ.
АВН | 28 |
Авӑнӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 20-мӗшччен Чӑваш наци вулавӑшӗ «Кӗнеке парнеле» ятлӑ ыркӑмӑллӑх мероприятине ирттерет. Ку вӑхӑтра вулавӑш Раҫҫейри е тӗнчери хуть те мӗнле чӗлхеллӗ кӗнеке парнелесен те сире тав пулӗччӗ.
Кӗнекесене (сирӗн вуламан кӗнекесен пурах ӗнтӗ килте) ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар, Ленин пр., 15 ҫ. (325 пӳлӗм шӑматкунпа вурсарникун пуҫсӑр 8-17 сехетччен ӗҫлет, 212 пӳлӗм — 17-20 сехетччен /вырсарникун — 18 сехетччен/).
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗн, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Комсомол премийӗн лауреачӗн Юрий Семенович Сементерӗн «Ӗмӗрсем параҫҫӗ алӑ» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекин презентацийӗ иртрӗ. Унта чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн IV курс студенчӗсемпе преподавателӗсем те пулчӗҫ. Малтанах Юрий Сементер сӑвӑ кӗнекине кӑларма пулӑшнӑшӑн Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗсене, килнӗ хӑнасене тав турӗ. Хӑйӗн тӑватйӗркелӗхӗсенче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулне ҫутатма тӑрӑшнине палӑртрӗ. Кӗнекене чӑваш халӑхӗн сумлӑ ҫыннисем хакларӗҫ. Университет студенчӗсем вара хӑйсене интереслентерекен тӗрлӗ ыйтусем пачӗҫ. Галина Шадрина вара поэтӑмӑр сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсем шӑрантарчӗ, пухӑннӑ халӑха савӑнтарчӗ. Уяв каҫӗнче Сементер сӑввисене вуланине илтме те май пулчӗ, пире вара, чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсемпе студенчӗсене, ҫав сӑвӑсене хамӑр патра ӑс пухнӑ, халӗ «Чӑваш кӗнеки» центрӑн сотрудникӗ пулса ӗҫлекен Елена Толмасова вулани уйрӑмах савӑнтарчӗ.
Паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӑваш халӑх академикӗсен черетлӗ пухӑвӗ иртрӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланчӗ.
Виталий Петрович Станьял пуху йӗркине пӗлтернӗ хыҫҫӑн академиксем кӑларнӑ ҫӗнӗ кӗнекесен презентациӗ иртрӗ. Кашни кӗнекене тенӗ пекех дипломпа чысларӗҫ. Хӑш-пӗр автор ҫулталӑк хушшинче пӗр кӗнеке ҫеҫ мар, иккӗ-виҫҫӗ те кӑларма ӗлкӗрнӗ иккен. Чи малтан Герман Николаевич Ксенофонтов кӑларнӑ «Долгожители Чувашии» кӗнекепе паллашрӗҫ. Автор хӑйӗн кӗнеки ҫинчен каласа пачӗ. Ку кӗнеке валли материал пухнӑ чухне йывӑрлӑхсем сахал пулман иккен — ӑна, материала, пухма ЗАГСсемпе районсенчи социаллӑ хӳтӗлӳ пайӗсене кӗрсе тухмалла пулнӑ. Ку учрежденисем хупӑ шутланаҫҫӗ, ахаль ҫынсене материал унта ттырса ямаҫҫӗ. Герман Николаевич ҫавах та унта ҫул тупма май тупнӑ-тупнах. Кӑна кӗнеке хулӑнӑшӗ те ҫирӗплетет — унта пурӗ 300 патнелле статья е очерк. Вӗҫӗнче халӗ пурӑнакан 100 ҫултан иртнӗ ҫынсен списокне илсе кӑтартнӑ.
Ыран, кӑнтӑрла, 13 сехетре «Чӑваш Ен» наци радиовӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ скверта, наци вулавӑшӗ умӗнче, ятарлӑ митинг иртӗ — пухӑннӑ халӑх ҫӗнӗ радиостанцине итлеме пултарӗ.
Эфира радиостанци Йӗпреҫри (УКХ 72,41 МГц) тата Ҫӗрпӳри (FM 105,0 МГц) передатчиксем урлӑ тухӗ. Пралук тӑрӑх ӑна Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере тата Канашра виҫҫӗмӗш кнопка урла итлеме пулӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти чӑваш филармони ҫуртӗнче ("Кӗмӗл ӗмӗр" галерейинче) "Атӑл чӳречисем" ятлӑ курав уҫӑлчӗ. Курава 2005 ҫулта Эстонирен Чӑваша экспедицине килнӗ, чӑвашсен пурнӑҫне тӗпченӗ материалӗ тӑрӑх йӗркеленӗ. Экспедици хыҫҫӑн ҫак курава чи малтан 2005 ҫулта Эстонири ӳнер академийӗн галерейинче кӑтартнӑ. Иккӗмӗш курава Эстонири наци вулавӑшӗнче вырнаҫтарнӑ, виҫҫӗмӗш хутӗнче ӑна 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Эстонири наци музейӗнче ирттернӗ. Куравсене йӗркелекенсенчен пӗри - 2005 ҫулхи экспедицине хутшӑннӑ Мадис Туудер магистр. Чӑвашра ку курав пӗрремеш хут уҫӑлчӗ, ӑна кунта Эстонири чӑваш культура обществин председателӗ Ираида Захарова илсе килчӗ. Курава хатӗрлеме Чӑваш наци вулавӑшӗпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хутшӑннӑ. Курава уҫма Мадис Туудер та килсе ҫитрӗ.
Ку курав икӗ уйӑх хушши ӗҫлӗ - курас килсен кайса пӑхма пултаратӑр.
Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем» ятлӑ библиографи тӗслӗ кӗнеке кӑларчӗ. Хатӗрлекенӗ — Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем.
Ку кӗнекере эсир XIX-XX ӗмӗрте пурӑннӑ, тата халӗ те вӑл ӗҫпе тӑрмашакан 80 тӗпчевҫӗпе паллашма пултаратӑр. Материалсене вулавӑшӑн, Чӑваш Енӗн патшалӑх кӗнеке палатин, Раҫҫей патшалӑх вулавӑшӗн диссертаци пӳлӗмӗн фончӗсемпе тата каталогӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫавӑн текех тӗпчевҫӗсен хӑйсен архивӗсене те усӑ курнӑ.
Кӗнекене тулаш тӗпчевҫӗсене те кӗртнӗ.
Вулавӑш кӗнекене хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн уйрӑмах ҫак ҫынсене пысӑк тав каласшӑн: Г.А. Дегтярёва, Л.П. Сергеева, А.П. Хусанкая, Э. Фомина.
Кӗнекене Чӑваш наци вулавӑшӗн маркетинг пайӗнче туянма пулать. Е (8352) 62-38-12 телефонпа ыйтса пӗлме пулать.
Ака уйӑхӗн 23-пе 29-мӗшӗ хушшинче Чӑваш чӗлхин кунне тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑ кунне халалласа Чӑваш наци музейӗнче Чӑваш ҫырулӑхӗн эрни иртӗ.
Программа тӑрӑх «Асанне сунтӑхне уҫатпӑр» вӑйӑ, «Чӑваш халӑх тумтирӗ» ятлӑ куҫса ҫӳрекен лекци, тата X - XIII ӗмӗрти чӑваш ҫырулӑхӗ ҫинчен каласа паракан ытти лекцисемпе калаҫусем ирттерме палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех чӑваш тӗррипе, пир тӗртмелли мелсемпе паллашма май пулӗ. Рунӑллӑ ҫырулӑх ҫинчен те нумай каласа парӗҫ.
Ҫавӑн пекех 8-11 классенче вӗренекенсем хушшинче ирттернӗ «Пӗр чӗлхе лайӑх, иккӗ вара лайӑхрах» конкурс ҫӗнтерӳҫисене парне парӗҫ. Пӗрремӗш турти ыйтусене прессӑра пичетленӗ, ытти мелсемпе сарнӑ. Конкурса 200 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ: хуравламашкӑн тӗрлӗ сӑнӳкерчӗк усӑ курнӑ, ӗҫӗсене илемлетсе ярса панӑ. Иккӗмӗш турӗ ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн канашлу пӳлӗмӗнче иртӗ. Унта 18 ача хутшӑнӗ. Вӑл кунах финала тухнисене парне тата тӗрлӗ пичет продукцийӗ парса чыслӗҫ. Мероприятине Чӑваш наци вулавӑшӗпе пӗрле ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |