Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.1 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кӗлӗмкасси

Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассине Мускаври Михаил Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн студенчӗсем Дмитрий Опарин этнологпа килсе ҫитнӗ. Вӗсем «Йӑлтӑм» тата «Фольклор» ушкӑнӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланнӑ. «Йӑлтӑм» хӑнасене туй юррисем шӑрантарса панӑ, вырӑнти такмаксене. «Шӑнкӑрма» вӑййа тухнине тата ача-пӑча вӑййи-куллине кӑтартса панӑ.

Хӑнасем тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗрки, пурнӑҫӗ тата наци ҫи-пуҫӗпе те кӑмӑлтан паллашнӑ. Кӗлӗмкассисемпе вӗсем ӑш пиллӗн кӗтсе илнишӗн тав туса сыв пуллашнӑ.

 

Кӗлӗмкасси
Кӗлӗмкасси

Ял пӗтет тени пирки чылай илтме пулать. Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинче вара пачах урӑхла — вӑл аталанать, ҫӗнӗлет. Халӑх та хушӑнса пырать — ҫамрӑксем хулана тармаҫҫӗ, вырантах юлаҫҫӗ, кунтах ҫӗнӗ йӑва ҫавӑраҫҫӗ. Пилӗк ҫул хушши вӑхӑта илес пулсанах — Канаш урамӗ анӑҫ еннелле самай вӑрӑмланнӑ — кунта 16 ҫӗнӗ ҫурт ҫитӗнсе ларнӑ. Хуҫисем электричество кӗртессе кӑна кӗтеҫҫӗ. Мӗн калас, вӑл та ҫитес вӑхӑтра пулӗ — юпасем лартнӑ, пралук караҫҫӗ. Электричество ҫитерсенех ҫитес вӑхӑтра хуҫисем ҫӗнӗ кил пӑттине пӗҫерӗҫ, хӑнана чӗнӗҫ.

Кӗлӗмкасси ялне 18 ӗмӗрте никӗсленӗ. 1795 ҫулхи ҫырав ку ялта 119 арҫын тата 122 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ. Пурӗ вӑл вӑхӑтра 50 хуҫалӑх пулнӑ. 1858 ҫулта — 373 арҫын, 410 хӗрарӑм. 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх Кӗлӗмкассинче 1058 ҫын пурӑннӑ: 508 арҫын, 550 хӗрарӑм. Ялта ача сачӗ, шкул, клуб, вулавӑш, музей пур.

Ку ялтан тухнӑ: Ильин Виктор Алексеевич — паллӑ адвокат; Чернова Галина Петровна — тинтерех вӗренӳ министрӗ вырӑнне йышӑнакан; Маркиянов Орест Александрович — педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ; Маркиянов Геннадий Александрович — кӗвӗҫӗ, журналист; Тимофеев Никита Тимофеевич — 1938 ҫулта Йӗрпеҫ районӗн пуҫлӑхӗ пулнӑскер тата ыттисем.

Малалла...

 

Сцена ҫинче — Типшӗм Сашук
Сцена ҫинче — Типшӗм Сашук

Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси култура ҫуртӗнче иртнӗ шӑматкун, раштавӑн 11-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ самант пулчӗ — кунта Шупашкартан чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем ҫитрӗҫ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе халӑха Типшӑм Сашук, Сергей Кувшинов, тата Алёна Выйгетова савӑнтарчӗҫ.

Типшӗм Сашук куракансене ялан юрлакан юрӑсемпе ҫеҫ мар, ҫӗннисемпе те паллаштарчӗ.

Кӗлӗмкассисене ку концерт шутсӑр килӗшрӗ.

 

<p>«Театр верснисажӗ» — раштавӑн 15-мӗшӗнче ҫак ятпа Йӗпреҫ районӗнче драма ушкӑнӗсен курав-ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Пучинкери, Чӑрӑшкассинчи, Хурамалти, Хирти Выҫлинчи культура ҫурчӗсенчи тата Хумри Юнтапари ял клубӗн ушкӑнсем Хурамал культура ҫуртӗнче хайсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Районти драма ушкӑнӗсенчи артистсем ҫулран ҫул сӑнарсене лайӑхрах кӑтартма вӗренни куҫа курӑнчӗ.</p>

<p>Пучинке театр ушкӑнӗ Николай Сидоровӑн «Пушмак пӑру мыскари» комедие (режиссёрӗ — Н. Шибаева) кӑтартрӗ. Хурамалти ушкӑн вара куракансене «Ҫӗн Ҫул умӗнхи тӗлӗнтермӗш» юмахпа савӑнтарчӗ. Чӑрӑшкассисем «Упӑшки канаканни, арӑмӗ — ӗҫлекенни» постановка (ертӳҫи — И.Данилова) кӑтартрӗҫ. Хирти Выҫлинчи культура ҫуртӗнче вырнаҫнӑ театр ушкӑнӗ куракансем умне А. Никитинӑн «Ҫӗн ӗмерти хуняҫа» комедипе (режиссёрӗ — О. Никитина) тухрӗ. Хумри Юнтапа артисчӗсем вара З.

Малалла...

 

Кӗлӗмкассинчи вӑтам шкула пырса кӗрсенех, куҫ умне тӗрлӗ ӳкерчӗксем тухса тӑраҫҫӗ. Ӳкерчӗксен куравне 8 класра вӗренекен Татьяна Белова йӗркеленӗ.

Таня тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ хӑйӗн ӑсталӑхне Йӗпреҫри ӳнер шкулӗнче аталантарать. Графика, натюрморт, тӗрлӗ тӗслӗ композици - тӗрлӗ жанрпа ӑсталанӑ ӗҫсем куракансене чӑннипех те илӗртеҫҫӗ. Унӑн ӳкерчӗкӗсене ачасем кӑна мар, вӗрентекенсем те пысӑк хак пачӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ҫӗнтерӳшӗн, 2008, 10-11 №

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ сирӗн унччен ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе савӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Юлашки уйӑхсенче тӗллев патне талпӑннӑ тӑк халӗ кӑтарту курӑнӗ, Анчах эрне пуҫламӑшӗнче таврарисене сӑнӑр — тен, такам хӑй те пӗлмесӗр сирӗн ӗҫе чарса пырать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вӑя тӑкакламалла: спорт пулӑшӗ.

Утӑ, 12

1907
119
Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
108
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ.
1920
106
Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
1928
98
Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ