Нумаях пулмасть Кремль керменӗнче паллӑ поэт Расул Гамзатов 90 ҫул тултарнине тата Дагестан Раҫҫей йышне кӗнӗренпе 200 ҫул ҫитнине халалласа уяв иртнӗ.
Икӗ юбилее халалланӑ мероприятие Дагестан Республикин Президенчӗ Рамазан Абдулатипов, Раҫҫей тата Дагестан правительствин пайташӗсем, вырӑс ҫыравҫисемпе поэчӗсем, общество деятелӗсем, Мускавра пурӑнакан дагестанецсем, Расул Гамзатов пултарулӑхне килӗштерекенсем пухӑннӑ.
Ҫак уява Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Леонид Волков та хутшӑннӑ. Вӑл унта пушӑ алӑпа килмен: Расул Гамзатовӑн сӑвӑсен пуххине чӑвашла куҫарнӑ «Вучах умӗнче» кӗнекепе пынӑ. Ӑна Дагестан поэчӗ 90 ҫул тултарнӑ тӗле ятарласа Валерий Туркай куҫарнӑ. Кӗнекене Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ общество фончӗ чӑваш меценачӗ Петр Исли пулӑшнипе кӑларнӑ.
Хаклӑ парнене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Леонид Волков Расул Гамзатовӑн «Наверно, таков мой удел» сӑввине чӑвашла вуланӑ. Дагестан ҫынни ҫав сӑввах авар чӗлхипе, уява ертсе пыракан вырӑсла вуланӑ.
Леонид Волков «Дагестан» ПТРКна интервью панӑ, чӑваш тата Дагестан халӑхӗсен туслӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ.

Авар поэчӗ Расул Гамзатов ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитет, ҫак паллӑ куна халалласа республикӑра пултаруллӑ сӑвӑҫӑн сӑввисен чӑвашла куҫарӑвне пичетлесе кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн культураминӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх Валерий Туркайӑн куҫарусен пуххине «Вучах умӗнче» ят панӑ. Кӗнекен тиражӗ — пин экземпляр.
Чӑваш поэчӗ Валерий Туркай ҫак эрнере Дагестанра Гамзатов ячӗпе йӗркеленӗ пултаруллӑ каҫсене хутшӑннӑ. «Шурӑ тӑрисем» Гамзатов кунӗсене хӑнасене Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионсенчен, ҫавӑн пекех Турцирен, Египетран, Алжиртан, Болгарирен, Беларуҫрен чӗннӗ пулнӑ.
Ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем тата мероприятийӗн ытти хӑнисем Расул Гамзатов вил тӑпри ҫине чечексем хунӑ, куравсене кӗрсе тухнӑ, Поэзи театрӗнче поэтсен конкурсӗнче хутшӑннӑ, Гамзатовӑн пӳрт-музейӗнче тата поэт ҫуралса ӳснӗ Хунзахс районӗнчи Цада ялӗнче пулса курнӑ.
