GBoard — Google ӑсталанӑ нумай чӗлхеллӗ сарӑм. Вӑл пӗлекен чӗлхесен йышӗнче чӑваш чӗлхи те пур.
GBoard-а эсир чылай смартфонсенче тупма пултаратӑр. Ҫапла май ку сарӑм усӑ курма чи меллисен йышне кӗрет.
GBoard-ӑн лайӑх енӗсем:
GBoard-ӑн япӑх енӗсем:
Енчен те эсир усӑ куракан смартфонра ку сарӑм ҫук пулсан ӑна ҫак адреспа уҫласа илме пулать: play.google.com/store/apps/details?id=com.google.android.inputmethod.latin
Уҫласа илме йывӑр мар. Google Play Market-а кӗретпӗр те GBoard сарӑма тупатпӑр (е ҫӳлерех асӑннӑ каҫӑпа усӑ курма май пур). Тупнӑ хыҫҫӑн «Установить» пускӑч ҫине пусатпӑр та сирӗн смартфон ӑна хӑвӑрт кӑна вырнаҫтарать.
Чи малтанах, енчен те ку вӑл сирӗн пулман пулсан, ӑна сарӑмсен йышне кӗртес пулать. Кун валли «Языки и ввод» пайра унпа усӑ курма юранине кӑтартас пулать. Кайран ӑна яланхи сарӑм (выр. по-умолчанию) пек кӑтартма пултаратӑр.
Ҫакӑн хыҫҫӑн GBoarda чӑваш чӗлхине кӗртмелле. Кун валли сарӑмӑн ӗнерлевенче «Языки» пая уҫмалла, «Добавить клавиатуру» ҫине пусмалла та чӑвашлине суйласа илсе палӑртмалла.
Ку сарӑм ҫӗнӗ пулнине пула вал чӑваш сӑмахӗсене ытлашшиех пӗлсе каймасть. Ҫавӑнпа та ӑна лайӑхлатма пулӑшсан аван пулӗ. Кун валли «Дополнительно» пая кӗрӗр те «Отправлять фрагменты» текен куҫаркӑча (выр. переключатель) пусса ӑна ӗҫлеттерсе ярӑр.
AnySoftKeyboard (ӑна мӗнле вырнаҫтармаллине кунта кӑтартнӑ: Android-лӑ смартфонсем ҫине чӑвашла сарӑм лартасси) сарӑмпа танлаштарсан GBoard ҫырассине ҫӑмӑллатать. Унсӑр пуҫне «Х» саспаллине пусма кунта самай меллӗрех. Саспаллисен хушши пысӑкрах пулни ҫырма чӑрмантармасть. Анчах кунта хӑш-пӗр саспаллисем ҫук — вӗсене ҫырас тесен вырӑсла сарӑм ҫине куҫма тивет.