Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ивник Иван Николаевич

Ивник Иван Николаевич (псевдоним; чӑн хушамачӗ Николаев) — чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, фольклорисчӗ. СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1938).

Пурнӑҫӗ

Иван Николаевич Ивник 1914 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи Мӑрат Ҫавалкасси ялӗнче (хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районне кӗрекен Ҫавалкасси ялӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш шкула вӗренсе пӗтернӗ, унтан Кӗҫӗн Явӑшри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта пӗлӳ пухнӑ. 1928–1931 ҫулсенче Шупашкарти педагогика техникумӗнче вӗреннӗ.

1931–1932 ҫулсенче Сарапул тата Самар хулисенчи (Вӑтам Атӑлҫи крайӗнчи чӑвашла тухакан «Колхозник» хаҫат) хаҫатсен редакцийӗсенче литература ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. 1932–1933 ҫулсенче Хусанти совет правин институтӗнче вӗреннӗ, анчах сывлӑхӗ хавшак пулнипе ӑна вӗренсе пӗтереймен.

1933 ҫултанпа Шупашкарта пурӑннӑ. РОСТа чӑваш уйрӑмӗн заведующийӗн ҫумӗнче, «Колхозник ялавӗ» хаҫат редакцийӗнче литература ӗҫченӗнче, «Илемлӗ литература» альманахӑн яваплӑ секретарӗнче ӗҫленӗ. 1937–1940 ҫулсенче «Пионер сасси» хаҫатӑн тата Чӑваш чӗлхи, литература тата истори ӑслӑлӑх тӗпчев институчӗн (хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ) ӗҫченӗ пулнӑ. Кайрантарах Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче вӑй хунӑ. 1940 ҫулта К. В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн пӗрремӗш директорӗ пулса тӑнӑ.

1942 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗнче нумай вӑхӑт йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн Шупашкарта вилнӗ. Хулари мемориал масарӗнче пытарнӑ.

Пултарулӑхӗ

Литература ӗҫне 1920-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче пуҫланӑ. Пӗрремӗш сӑввисемпе калавӗсене 1929 ҫулта «Капкӑн» журналта (пӗр пайне Ив. Николаев тата Ив. Пӑчӑр псевдонимсемпе) пичетлесе кӑларнӑ. Малтанхи хайлавӗсем «Пионер сасси» тата «Ҫамрӑк колхозник» хаҫатсенче пичетленнӗ.

Нумай сӑвӑ, поэма, сӑвӑлла юмах авторӗ. Унӑн поэзийӗн тӗп темисем — тӑван ен илемӗ, колхоз ӗҫӗ, ҫамрӑклӑхпа юрату; вӗсене лиризм, чун ӑшши тата юрӑ евӗр янӑрасси уйӑрса тӑрать. Унӑн нумай сӑвви ҫине Г. С. Лисков, В. Воробьёв, Г. Воробьёв, Ф. Лукин, Г. С. Лебедев, Г. Хирбю, А. Асламас, А. Тогаев композиторсем тата ыттисем те юрӑсем хывнӑ. Паллӑ юрӑсен шутӗнче: «Пире лайӑх вӗренме», «Тул ҫутӑлать», «Пурӑнмашкӑн пурнӑҫ тулӑх», «Я оседлаю бурого коня», «Утро на Волге», «Ровесники», «Гнётся яблоня», «Песня о Чебоксарах».

«Павлик Морозов» (1934), «Кирка Иленӗ» поэмӑсем, сӑвӑлла ҫырнӑ «Телей ҫулӗ», «Хура ҫӑрха» юмахсем тата ыттисене те хайланӑ.

Тӑлмач пек паллӑ. Чӑваш чӗлхине «Слово о полку Игореве» (И. С. Тукташпа пӗрле), «Давид Сасунский» эпоса, А. С. Пушкинӑн («Бахчисарайский фонтан», «Каменный гость» ҫав шутра), М. Ю. Лермонтовӑн («Мцыри»), Т. Г. Шевченко, В. В. Маяковский, С. А. Есенин, М. В. Исаковский, Р. Тагор, Г. Лонгфелло, Омар Хайям, Р. Бернс тата ытти авторсен хайлавӗсене куҫарнӑ.

Тӗп кӗнекисем:

  • «Ҫуркунне» (Весна, 1937);
  • «Сӑвӑсемпе поэмӑсем» (Стихи и поэмы, 1937, 1984);
  • «Телей ҫулӗ» (Путь к счастью, 1938);
  • «Ӑшӑ ҫил» (Тёплый ветер, 1939);
  • «Лирика» (1939);
  • «Сӑвӑ кӗнеки» (Книга стихов, 1940);
  • «Пирӗн телей» (Наше счастье, 1939).

Поэзипе ҫыхӑннӑ 10 ытла кӗнеке пичетленсе тухнӑ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп хучӗ (1940).

Астӑвӑм

Шупашкарти пӗр урама Иван Ивник ятне панӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫепӗҫ лирик (Ирина Оленкина)


 
Категорисем: Иван Ивник
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-04 20:48:51 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 25 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем