Тархаслатӑп сире, ыр ҫынсем
Тархаслатӑп сире, чӑвашсем
Ентешпе туслӑха упрама
Кил-йышри пурлӑха сыхлама
Ӗмӗтсем, шухӑшсем
Пурнӑҫланӗҫ-ши вӗсем?
Кам пӗлет?
Ырлӑхпа хурлӑха ҫӗнтерсессӗн
Пурпӗрех ҫӗнеен
ҫынран ҫын уйрӑлсассӑн
Вӑл ҫавах тус-юлташсӑр юлмасть
ҫак илемлӗ тӗнче юратусӑр
нимле пулаймасть
Чӗремри чи хитре пурлӑха
Никама та памастӑп нихҫан
Кам пӗлет, кам калать чӑннине?
Пурнӑҫра мӗн кӗтет этеме?
Ӗмӗтсем, шухӑшсем
Пурнӑҫланӗҫ-ши вӗсем?
Кам пӗлет?
Ырлӑхпа хурлӑха ҫӗнтерсессӗн
Пурпӗрех ҫӗнекен
ҫынран ҫын уйрӑлсассӑн
Вӑл ҫавах тус-юлташсӑр юлмасть
ҫак илемлӗ тӗнче юратусӑр
нимле пулаймасть
Ӗлӗкрен тарават халӑха
Кӑмӑл, уҫӑ, ӗҫчен чӑваша
Эп сунатӑп вӑй-хал та телей
ҫут хӗвел, йӑлтӑр кулӑ питре
Ӗмӗтсем, шухӑшсем
Пурнӑҫланӗҫ-ши вӗсем?
Кам пӗлет?
Ырлӑхпа хурлӑха ҫӗнтерсессӗн
Пурпӗрех ҫӗнекен
ҫынран ҫын уйрӑлсассӑн
Вӑл ҫавах тус-юлташсӑр юлмасть
ҫак илемлӗ тӗнче юратусӑр
нимле пулаймасть