Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫӗнӗ Пӑва улӑп тӑприсем

Ҫӗнӗ Пӑвари улӑп тӑприсем, — пирӗн эрӑчченхи 2-мӗш пинҫуллӑхӑн 3-мӗш чӗрӗк датипе палӑртнӑ срубнӑй культура (Пура культури) палӑкӗ. Пӑва шывӗн сылтӑм ҫыранӗнче Ҫӗнӗ Пӑва ялӗн варринче вырнаҫнӑ. Икӗ тӗмескине П.П. Ефименкопа П.Н. Третьяков чавнӑ. Пӗрремӗш тӗми 18-20 метр сарлакӑш, 1,5 метр ҫӳлӗш пулнӑ. Тӑпра айӗнче 13 масар шыраса тупнӑ. Ӑшӑхрах тата вӑтам шӑтӑксенче сулахай аякки ҫине вырттарнӑ, урине хуҫлатнӑ шӑмшаксем вырнаҫнӑ. Пысӑкраххисенче шӑмшак капламӗсем тупӑннӑ. Тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, ҫавсем вилесене каснӑ йывӑҫ ҫинче е хӑйне евӗр ятарлӑ пура айӗнче пытарнӑ пирки ҫемҫе ӳт ҫӗрсе кайнӑ хыҫҫӑн купаланнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вилепе пӗрле тӗрлӗ банка йышши тата хысаклӑ савӑт-сапа пытарнӑ. Ҫавӑнтах 1,5 хут авса ҫавӑрнӑ ылтӑнпа ҫинҫен витнӗ пӑхӑр хӑлха ҫакки тата пӑхӑр йӗп тупнӑ. В.Ф. Каховский тӗпченӗ виҫҫӗмӗш тӗме 20 м сарлакӑш, 1,2 м ҫӳллӗш пулнӑ. Масар шӑтӑкӗнче (6,2х5,5 м, 1,45 м тарӑнӑш) йывӑҫ юпасемпе сыпӑсенчен туса лартнӑ конструкци пулнӑ. Шӑтӑк тӗпӗнче такан юлашкийӗсем выртнӑ. Юпа формиллӗ хуралтӑ та пулнӑ. Вилене авалхи йӑлапа пайласа пытарнӑ. Масарта чӑм кӳлепиллӗ, алӑпа йӑваланӑ савӑт та тупӑннӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ытти археологи палӑкӗсем ҫинчен


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

reflejo тӳрлетнӗ, информацие 2006-05-22 07:14:07 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7361 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем