Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫемен Элкер тата Ҫеҫпӗл Мишши

Пӗрремӗш калаҫу

ИРТНӖ ӗмӗрте те, халӗ те — темиҫе теҫетке ҫул ӗнтӗ! — Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен калаҫатпӑр. Вӗҫсӗр-хӗрсӗр калаҫу, пухусем, тӗл пулусем ирттеретпӗр. Унӑн шухӑш-кӑмӑлне мӗн тӗрлӗ вутлӑ сӑмахсемпе танлаштаратпӑр тата! «Вут чӗре», «кӑвар чӗре», «ҫулӑмлӑ сӑвӑҫ», «шӗл-кӑварлӑ сӑвӑсен авторӗ», «вут-хӗм тӑкакан вут чӗреллӗ Ҫеҫпӗл», «кӑра сӑвӑҫ» тата ыттисем те. Пушарник чирлӗ мар-ши кунта? — тесе, шалт! аптраса ӳкетӗн тепӗр чухне. Ан тив, Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхӗ хавхалантартӑр, ҫунатлантартӑр чӑваш чӗлхин вӑрттӑнлӑхне пӗлмесӗрех «сӑвӑ калӑплакан» авторсене. Ҫапах та... Революци хыҫҫӑн тӑван литературӑна ӑшӑ хум илсе килнӗ ҫынсенчен пӗртен-пӗр Ҫеҫпӗл Мишши ҫеҫ пулман-ҫке! Акӑ, сӑмахран, хӑйӗн пултарулӑхӗпе тата хӑйне евӗрлӗхӗпе Ҫеҫпӗл Мишширен пачах та аякра тӑман Ҫемен Элкере аса илер-ха:

Пирӗн ӑшра вут ҫунать,
ҫулӑм тухни курӑнмасть.

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫлансан Семен Васильевич Элкере патша ҫарне илеҫҫӗ. Ҫамрӑк чӑваш салтакӗ пӗр ҫапӑҫура тыткӑна лекет. Нимӗҫсен «дум-дум» тесе ят панӑ пуля /лексенех ҫурӑлса каяканскер/ ҫамрӑк салтака йывӑр амантать. Ҫемен Элкер тыткӑнри тамӑкра асапланать. Вӑрҫӑн хӑрушӑ сӑн-сӑпатне сӑвӑҫ «Карпатра» /1917/ сӑвӑра ҫакнашкал шухӑш ӳкерчӗкӗсем урлӑ сӑнласа парать.
Пултӑм эпӗ Карпатра
Тӗнче ҫуннӑ самантра.
Ӗмсе юлчӗ ҫав Карпат
Манӑн хӗрӳ юнӑма, -
Ҫамрӑк вӑйӑм-халӑма,

— тет хӑйӗн пилсӗр вӑхӑтне сӑнарласа ҫамрӑк Элкер. Ҫакнашкал йывӑр вӑхӑт ӳкерчӗкне сӑнласа пама витӗмлӗ йӗркесем шырать.
Ҫӳллӗ тусен хушшинче,
Ҫав хуйхӑллӑ кунсенче
Ӗмӗрлӗхе асӑнма
Юнлӑ ҫӑлсем тухатчӗҫ,
Хӗрлӗ шывсем юхатчӗҫ.

Вӑрҫӑн шелсӗр чӑнлӑхне ҫакнашкал йӗркесем те лайӑх уҫса параҫҫӗ:
Сӗвек тӑвайккисенче
Айлӑм-тайлӑм ҫӗрсенче
Курӑнатчӗҫ тӑтӑшах -
Тарӑн, вӑрӑм окопсем,
Ҫӗн тӑпраллӑ масарсем.

Ку вӑхӑтӑн юнлӑ тапхӑрне Ҫеҫпӗл Мишши ҫапла сӑнласа кӑтартать. «Час» сӑввинчи /1916/ йӗркесем патша вӑрҫине питлеҫҫӗ, шухӑш-кӑмӑла ҫӗнетеҫҫӗ:
Йӳҫӗ ӑвӑс, шавласа,
Ҫилпеле сулланчӗ.
Чӑвашсемшӗн пит асап
Самана пуҫланчӗ.

Мӗн чул хурлӑх вӗсене
Кӳчӗ вӑрҫӑ-харҫӑ:
Ывӑль леҫрӗ ашшӗне
Кӗҫ — хӑйне ыйтаҫҫӗ.

Мӗншӗн тесен «Питӗрте патша тронне сырса илнӗ вӑрӑ» — ҫавӑнпа «ачасем те хӑрӑк». Ҫеҫпӗл Мишши ҫакнашкал танмарлӑхпа килӗшмест. Вӑл, ҫамрӑк романтик, темӗнле ҫутӑ ӗненӳ шырать, кӑмӑлне тивӗҫтерет:
Халӑх хум пек ҫӗкленет,
Тӑвӑллӑн, хаяррӑн:
Таса мар патша йӑхне
Час юхтарса ярӗ.

Час хӗвелӗмӗр ҫӳлте
Ҫурхилле вутланӗ.
Тырӑ-пулӑ уй-хирте
Савӑнса хумханӗ.

Ку йӗркесем, паллах, революци сывлӑшӗпе ҫуралнӑ. Ӗненӳ, киленӳллӗ ӳкерчӗк ҫамрӑк поэта ҫӑтмах тӗнчинех илсе кӗрет. Анчах Ҫемен Элкер шухӑш-кӑмӑлне — аманнӑ ҫамрӑк салтака — этемлӗхре час-часах вутланса иртекен вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ мӗн тери килпетсӗр пулни шутлаттарать.

Хӑйӗн анлӑ хайлавне Ҫемен Элкер 1918 ҫулта ҫырнӑ. Анчах Семен Васильевич хӑйӗн тӗп шухӑшне ҫакнашкал йӗркесемпе пӗтӗмлетсе калама тӑрӑшать.

Тӗнчере нумай
Юнлӑ кӗтессем,
Салтак шӑммипе
Акӑннӑ ҫӗрсем.
Ҫаврака ҫӗре
Ҫаврӑнса пӑхсан,
Ун пек кӗтессем
Пинӗпех тупан.
Ҫав шур шӑмӑсем,
Тӗнче курасран,
Ҫӗр ӑшне кӗрсе
Витӗннӗ куҫран*
Тӑмпа, хӑйӑрпа
Ларнӑ шӑлӑнса.
Е тинӗс тӗпне
Выртнӑ пытанса.

Автор салтаксен шӑмми-шакки «ҫӗр-пин кӗтесрен» паян кунчченех «Вӑрҫӑ туррине усал Молоха ҫапса сирпӗтме» чӗннӗ пек туйса ҫырать.
Хушаҫҫӗ — часрах
Ҫутӑ тӗнчене
Мирлӗ пурнӑҫпа
Килӗшӳ кӳме.

Семен Васильевич ку йӗркесен витӗмӗпе этемлӗх хӑйӗн пурнӑҫне хӑех йӗркелесе ярассине шанать. Юнлӑ ҫапӑҫусенче пулнӑ ҫамрӑк чӑваш салтакӗ пӗр-пӗрин хушшинчи вӑрҫӑ мӗнешкел инкеклӗ ӗҫсем патне илсе ҫитерессине те лайӑх ӑнланать. Акӑ 1918 ҫулта ҫырнӑ «Тӗрлӗ йывӑҫ-курӑксем» ятлӑ сакӑр йӗркеллӗ сӑвӑ:
Тӗрлӗ йывӑҫ-курӑксем
Ҫӗр питӗнче ӳсеҫҫӗ,
Хӗвел ҫутине вӗсем
Пурте пӗр тан илеҫҫӗ.
Ҫӗр чӗлхеллӗ халӑх та
Ҫут тӗнчере тан пултӑр.
Вӗсен пуҫне никам та
- Пӗттӗр! — тесе ан пустӑр.

Философ куҫӗпе пӑхса ҫакнашкал шухӑш пӗтӗмлетӗвне тупма пултарнӑ 24 ҫулти ҫамрӑк поэт Семен Васильевич Элкер. Ӳсӗмӗ чӑнласах нумай пӗлтерӗшлӗ. Паянхи саманара час-часах сиксе тухакан вӑрҫӑсен /вӗсене час-часах тӗрлӗ хӗҫ-пӑшалпа хӑратса тӑракан ҫӗршывсем пуҫлаҫҫӗ/ тискерлӗхӗ мӗнешкел тип-шар илсе килет пӗчӗк ҫӗршывсене. Ҫӗр тупри тӗлӗшӗпе нумай ҫӗршыв тан мар. Нумайӑшӗн патшалӑх бюджечӗ хӗсӗк. Ҫавна пула хӗсӗнсе, йӳнеҫтерсе пурӑнаҫҫӗ. Анчах ӑнӑҫсӑр политиксем вӗскӗртсе тӑнипе /пысӑк влаҫ хӳттипе мӑн кӑмӑлланса тейӗпӗр/ ҫакнашкал ҫӗршывсем ҫине тӗрлӗ йышши ракетӑсем, бомбӑсем шӑхӑрса ӳкме тытӑнсан кам ытларах инкек тӳсет? Хура халӑх.
Ҫӗр чӗлхеллӗ халӑх та
Ҫут тӗнчере тан пултӑр,
Вӗсен пуҫне никам та

- Пӗттӗр! — тесе ан пустӑр, — тесе калас килет Семен Васильевичпа пӗрле. Ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хут пӗлмен чӑвашлӑхра ҫакнашкал чӑнлӑха витӗмлӗ уҫса панӑ пулас Чӑваш халӑх поэтне Семен Элкере чӑннипех те пысӑк тавра курӑмлӑ ҫыравҫӑ тесе калас килет.

Ҫеҫпӗл Мишши те, Ҫемен Элкер те хӑйсен пултарулӑхне тӑван ҫырулӑхра пӗр вӑхӑтра никӗсленӗ. Анчах икӗ поэт тавҫӑрулӑхӗ, ӑсталӑхӗ пӗрешкел мар.

Ҫемен Элкер сӑвӑ кӗвӗлӗхне час-часах халӑх сӑмахлӑхӗпе шырать пулсан, Ҫеҫпӗл Мишши ытларах ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вырӑс поэзийӗн ҫӗнӗ корифейӗсен — тӗрлӗ футуристсен, акмеистсен, символистсен — юхӑмӗпе паллашать. Ҫеҫпӗл Мишшин малтанхи ҫул юпписем — Надсон тата Горький. Кун пирки Руф Ишутов та хӑйӗн темиҫе ҫул каялла пичетленнӗ статйисенче тӗрӗс палӑртать.

Ҫемен Элкер хайлавӗсенче ытларах хресчен психологийӗ пуҫ пулса тӑрать. Ҫӗр ӗҫӗ ӑна ытларах тӑван тавралӑх илемӗпе пурӑнма хистет. Ҫут тӗнчене килнӗ ҫыннӑн хӑйне сума суса тата ыттисене те хисеплесе пурӑнмалла, тӑнӑҫлӑ ҫӗр ҫинче пӗр-пӗринпе килӗшӳ шырамалла. Ахальтен мар ӗнтӗ ӑна аслӑ Пушкин пехилӗпе хавхаланса ҫухалми йӗр хӑварнӑ Кольцов тата Ив.Никитин сӑвви-юрри ҫав тери хавхалантарать. Ку ӗҫ, паллах, аслӑ Пушкин хайлавӗсемпе паллашмасӑр пулман. Кольцов та, Иван Никитин та — ял халӑхӗн терт-нушипе сасӑ тупнӑ сӑвӑҫсем. Хӑйӗн анлӑ тавра курӑмӗпе тӗнче культурине тӗлӗнмелле паха ӗҫсем хӑварнӑ улӑп пек Пушкин ҫырулӑхӗ те ҫамрӑк Элкере чӑннипех ӳсӗмлӗ ҫул ҫине тухма пулӑшнӑ теме пулать. Унӑн хӑш-пӗр сӑввине ҫамрӑк Элкер чӑвашла та куҫарать. Литературӑра суя илем шыракан йыш пултаруллисене час-часах таптама тӑрӑшнӑ. Акӑ мӗнле сӑвӑласа ҫырнӑ Ревтрибунал председателӗ пулнӑ Ҫеҫпӗл Мишши-Кузьмин:

Тӗнчене тасатрӗ 
ирӗк вут-кӑварӗ,
Ҫут тӗнче ҫуталчӗ, 
иртрӗ авалхи.

Пусмӑрӗ тӗп пулчӗ, 
мӑшкӑл иртсе кайрӗ,
Тин ирӗке тухрӗ тӗп 
чӑваш чӗлхи.

«Ирӗке тухнӑ тӗп чӑваш чӗлхи» малашӗ мӗнле пулнӑ-ха? Ҫакнашкал сӑмах ҫаврӑмӗ те пур: «Ҫуклӑхпа ҫуралнӑ революци ҫуклӑх ҫеҫ тупать». Истори страницисене уҫкаласа пӑхсан ҫак сӑмах ҫаврӑмӗ ҫав тери тӗрӗс иккенне куратпӑр. Ахальтен мар Шекспир хӑйӗн 123-мӗш сонетӗнче ку чӑнлӑха ҫапла уҫса парать:
Эс, Вӑхӑт, ан мухтан! 
Тем тӗрлӗ пирамида
кал-кал купаласа 
хӑвартӑн кӑлӑхах.

Эс каҫӑр сӑнпала шыратӑн ҫирӗп тытӑм
каллех кив меслетпе — кам парӗ ҫӗнӗ хак?

Кӗске ҫын ӗмӗрне ӗлӗкхиллех тӑсатпӑр -
ахаль-им авалхи кашни япаланах.
Тепре улӑштарма ҫӗн меслетсем шыратпӑр -
ҫак тахҫанхи йӑла ма илӗртмест мана?

Ан ҫап суя халап эс, Вӑхӑт, шелсӗр ватӑ!
Сан кив ҫырулӑхна эп вулӑп шӑл йӗрсе.
Ҫав кивӗ юмахпа татах та илӗртсе
Эс ҫамрӑк пуҫсенче арпа ҫеҫ тустаратӑн.

Эс Вилӗм ҫавипе юнан пулсассӑн та,
ман ӗненӳ — эсех, шӑван эс пӗр сӑнпах.
/Н.Теветкел куҫарнӑ/.

Ҫакнашкал шухӑш патне кас-кас Ҫемен Элкер те ҫитсе тухать. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче йывӑр аманса тыткӑн тамӑкӗнчен ҫунса тухнӑ чӑваш салтакӗ хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне тӑван ҫырулӑх урлӑ каласа пама ӗмӗтленет, вӑрҫӑпа тӑнӑҫ пурнӑҫ икӗ енлӗхӗ ҫинчен шухӑшлама пуҫлать. Ҫеҫпӗл Мишши «ҫут тӗнче ҫуталчӗ, иртрӗ авалхи» тет пулсан, Ҫемен Элкершӗн «авалхи» вӑл — чӑвашӑн ас тӑвӑмӗ, тӗрлӗ йывӑр ӗмӗрсем витӗр утса тухнӑ ҫул-йӗрӗ. Ҫак ҫаврӑмра Ҫеҫпӗл Мишшипе Ҫемен Элкер пултарулӑхне танлаштарса пӑхнӑ май тата ҫак икӗ автор сӑввисене пӗр вӑхӑтрах ҫырса пынине шута илсе виҫӗ шухӑш патне ҫитсе тухрӑм: енчен те Шекспир:
Эс, Вӑхӑт, ан мухтан! Тем тӗрлӗ пирамида
кал-кал купаласа хӑвартӑн кӑлӑхах.
Эс каҫӑр сӑнпала шыратӑн ҫирӗп тытӑм
каллех ҫӗн меслетпе — кам парӗ ҫирӗп хак?

— тет пулсан, Ҫемен Элкер те самана тытӑмӗ ҫинчен шухӑшлать: акӑ 1921 ҫулта ҫырнӑ «Ҫынпа хӑйӑр» сӑвӑ йӗркисем:
Хӑйӑр пӗрчине уйӑрса пӑхсан, -
пӗчӗкҫӗ пӗрчӗ, пӗччен вӑл ним мар.
Ҫав пӗрчӗсемех купипе выртсан,
Вӗсенӗн йышне май ҫук шутлама.
Хирте ҫил-тӑвӑл тухса ҫавӑрсан,
Хӑйӑр хирӗнче йывӑр ун пек чух:
Пӗчӗк пӗрчӗсем вӗҫме тытӑнсан
Куҫа уҫма та, сывлама та ҫук!..
Ҫил-тӑвӑл иртсе сывлӑш лӑплансан,
Ҫав хӑйӑр хирех йӑлтах урӑхла:
Пӗрчӗсем — ҫӗрте, ҫанталӑк — аван*
Хӑйӑр хирӗпех утса пымалла.
Ҫынпа хӑйӑрлӑх хушшинче пӗр пеклӗхсем пур:
Пӗр ҫын вӑйлӑ мар, халӑх кӳл тӑвать!
Пӑлхав-вӑрҫӑ чух — ӑна пӑхса кур:
Халӑх хӗвӗшет, — ватать, ҫавӑрать.
Лӑплантӑр халӑх — пурнӑҫ тӑп-тӑпах:
Кашни уйрӑм ҫын, хӑйӑр пек шӑпах.

Акӑ вӑл 27 ҫула ҫитнӗ ҫамрӑк Элкер философийӗ! Вӑрҫине те, пӑлхаварне те курнӑ ҫамрӑк сӑвӑҫ тӑван литература анинче тарӑн суха тума тытӑнать. «Хаваслӑ самант» сӑввинче те /кӗскетсе кӑтартатӑп/ акӑлчансен аслӑ поэчӗн сонетне ҫывӑх шухӑшсем ҫук мар:
Хӗрӳ хӗвел — ыр пехил
Ҫӗре савса халаллать.
Хир-уй тӑрӑх варкӑшать...
... Савӑнӑҫ-и!.. Талккишпе
Пурте чӗрӗ, ешӗркке!
Чатӑр евӗрлӗ тӳпе
Аслӑ-ҫке пит, шенкеркке!
* * *
Шел, анчах та ҫак илем,
Нумая мар, саманта*
Тӗрлӗ лӗпӗш, чечексем -
пурте кӗске вӑхӑта.
Ҫапла пирӗн ҫут тӗнче -
вӗҫсӗр вылянать ялан*
Миллион ҫул тӑршшӗнче
Миҫе хут вӑл улшӑнман!
/1922/.

Шекспир хӑйӗн 123-мӗш сонетӗнче:
«Кӗске ҫын ӗмӗрне ӗлӗкхиллех тӑсатпӑр -
ахаль-им авалхи кашни япаланах
тепре улӑштарма ҫӗн меслетсем шыратпӑр -
ҫак тахҫанхи йӑла ма илӗртмест мана?»

— тет. Ҫемен Элкер те вутланса-улшӑнса кайнӑ саманара ҫын шӑпи мӗн хак тӑнине туйса илет. «Ҫамрӑк ҫулсене» /1920/ сӑввинче ҫапла ҫырать вӑл:
Вӑрҫӑ вутӗнчен ӗнӗхсе тухсан,
Революцире хӗрсе шӑрансан
Эп пултӑм йӑлтах урӑхла этем:
Пит лайӑх пӗлтӗм пурнӑҫ тыткине,
Ӑнлантӑм этем мӗн хак тӑнине.

Чӑнах та, мӗн хак тӑнӑ-ши этем хирӗҫ тӑруллӑ урмӑш саманара?

Кун пирки Ҫемен Элкер — тыткӑн тамӑкӗнче ҫунса тухнӑ чӑваш салтакӗ — ҫапла ҫырать хӑйӗн «Вӑрҫӑ хирӗсенче» ятлӑ сӑввинче:

Тӗнчере нумай
Юнлӑ кӗтессем,
Этем шӑммипе
Акӑннӑ ҫӗрсем.
Ҫаврака ҫӗре
Ҫаврӑнса пӑхсан,
Ун пек кӗтессем
Шутсӑрах тупан.
Ҫав кӗтессенче
Вӑрҫӑ пулнипе
«Салтак» тенисем
Пӗтнӗ йӗркипе.
/1918/.

Ку ӳкерчӗк паянхи куншӑн кивелнӗ-и вара? Пӗрре те кивелмен. Ҫын хакӗ паянхи кун та ҫав тери йӳнӗ, хисепсӗр.

Хӑйӗн «Пуласси» сӑввинче Ҫеҫпӗл Мишши — Революци Романтикӗ — малтанлӑха ҫапла савӑнса ҫырать:

Пусмӑрӗ тӗп пулчӗ, мӑшкӑл иртсе кайрӗ,
Тин ирӗке тухрӗ тӗп чӑваш чӗлхи.

Ҫемен Элкер те «Ҫӗршыв чӗрӗлет» сӑввинче /1925/ хӑйне евӗрлӗ сӑнарлӑ шухӑш шырать, патша империйӗ ишӗлсе аннӑ хыҫҫӑн чӑваш малашлӑхӗ ирӗклӗн ҫуталса каяссине шанать:
Тӳсми йывӑра тек чӑтса тӑраймасӑр
Кисренчӗ Россия ҫӗршывӗн чӗрҫи.
Ҫак тапхӑр, нимрен тытса чарӑнаймасӑр,
Кӑкланчӗ те ӳкрӗ «монарх йывӑҫҫи».

Ним уссӑр, тирпейсӗр «монарх йывӑҫҫи» ку -
Ик-виҫ ӗмӗр ӳснӗ тӳремлӗ ҫӗрте*
Сӗм тӗттӗм туратлӑ, кармаклӑ тӑрри ун
Ҫултан-ҫул кармашнӑ кӑвак пӗлӗте.

Лапсак тӑррипе вӑл пурне те хупланӑ,
Хӗвел ҫуттине те ҫӗр ҫине яман*
Пит йышлӑ тымарӗ нӳрре сӑрхӑнтарнӑ,
Нимле хунава та ҫитӗнме паман.

Хура ҫӑхансем ҫеҫ савса, ытармасӑр, 
Нумай йӑва хывнӑ ҫак хӳтлӗх ӑшне,
Е выҫкӑн хурчка та караппӑл, тӑрлавсӑр
Лара-лара каннӑ ун ҫӳллӗ вӗҫне...

Анчах, — ырса ҫитнӗ ҫӗре тӳсме йывӑр, -
Капмар йывӑҫ айӗ каять кисренсе:
Нихӑҫан та ӳкмес пек ҫӗкленнӗ ват йывӑҫ
Тӗппех, шӑлтӑр-шалтӑр анать ишӗлсе.

Пушанчӗ ҫут сывлӑш... хусканчӗ хунавсӑр, -
Вӗт-шак йывӑҫсемшӗн хӗвел ҫутатать...
Пуриншӗн те ирӗк, пурин те хаваслӑх, -
Хунав йывӑҫ-курӑк ӳсет, сарӑлать.

Ҫеҫпӗл Мишши те, Ҫемен Элкер те хӑйсен сӑввисене малашлӑх ҫутипе хавхаланса ҫырнӑ тесе калама пулать. Анчах «ирӗке тухнӑ тӗп чӑваш чӗлхи» халӑх ӑсчахӗсен шухӑш-кӑмӑлне Сталин саманинче ирӗклӗн уҫса пама «ирӗклӗ» пулнӑ-ши? Ку «ирӗк» читлӗхе хупса хунӑ кайӑк «ирӗкӗ» пулнӑ тесен те йӑнӑш мар. Ҫак тапхӑра вӑрҫӑ умӗн ҫуралнӑ пирӗн ӳсӗм лайӑх ас тӑвать. Ҫемен Элкер те «вӗт-шак йывӑҫсемшӗн хӗвел ҫутатать» тесе хӗпӗртет. «Вӗт-шак йывӑҫсем» патша культурине йӗркелесе-тытса пыракансен ушкӑнӗ шутласа кӑларнӑ сӑмах ҫаврӑмӗ теме те пулать. Ҫак ушкӑншӑн чӑваш халӑхӗ «вак халӑхсен» шутне ҫеҫ кӗнӗ. Унӑн аваллӑхне те, историне те шута илмен ҫавнашкал мӑн кӑмӑллӑ ушкӑн. «Совет империйӗнче» вара Китай халӑхне те «вырӑс халӑхӗн кӗҫӗн шӑллӗ» теме тытӑнчӗҫ. Кулӑшла! Семен Васильевич та «Монархи йывӑҫӗ» каярахпа пӗтӗм халӑхсен ҫул пуҫӗ тепӗр хут пӑхса ҫитӗнтернӗ «совет империйӗн» армак-чармак тимӗр туратлӑ йывӑҫӗ пулса тӑрассине сисмӗше перет.

Хальхи куҫпа пӑхсан Ҫемен Элкерӗн сӑввине «Монархи йывӑҫӗ» тесен те йӑнӑш мар.

Ҫапах та революци хыҫҫӑн чӑваш культури, унӑн ҫырулӑхӗ, театрӗ, юрри-кӗвви анлӑн аталанни ҫинчен ҫӑвар хупса ларма ниепле те май ҫук. Ҫырулӑхра хӑш-пӗр чӑваш интеллигенчӗ Чеховӑн «Хупӑлчари Этем» калавӗнчи Беликов пек пурне те сӑнаса, элек-челек пуҫтарса ҫӳренӗ пулин те арӑслан сассиллӗ улӑпӗсем те йышлӑ пулнӑ. Чее те ӑслӑ, шиксӗр те пултаруллӑ ӑсчахсен хушшинче И.Максимов-Кошкинский, Ф.Павлов, Н.Шупуҫҫынни, Ухсай Яккӑвӗ, Петӗр Хусанкай, Митта Ваҫлейӗ, Ҫемен Элкер, Александр Алка, Александр Артемьев кӗлеткисем паян кунччен те ӗмӗлкеленсе тӑраҫҫӗ пирӗн ас тӑвӑмра. Вӗсен ретне ытти ӑстасен нумай-нумай хушаматне, ҫурма ятне ҫырса хума пулать. Хальлӗхе манӑн сӑмах Ҫеҫпӗл Мишшипе Ҫемен Элкерӗн ыттисенчен иртерех ҫӗкленнӗ ҫырулӑхӗ епле аталанни ҫинчен пырать. Ку ҫеҫ те мар. Ҫӳлерех асӑннӑ аслӑ ӑру ҫыннисем Ҫемен Элкере хытӑ хисепленӗ, унӑн пултарулӑхне пысӑк хак панӑ.

Николай ТЕВЕТКЕЛ,
ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ.
«Хыпар», 2006, авӑн, 22


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-04-14 15:41:49 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9390 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем