Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Яковлев Михаил Яковлевич (КТЯСҪ)

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин пӗрремӗш кунӗнчен пуҫласа мӗн Ҫӗнтерӳ кунӗччен фронтра ҫапӑҫнӑ, каярахпа та пурнӑҫне Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсене ҫирӗплетме халалланӑ ентешӗмӗрсенчен пӗри — Михаил Яковлевич Яковлев генерал-лейтенант.

М.Я. Яковлев 1921 ҫулхи июнӗн 5-мӗшӗнче Сив Ҫырма ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Амӑшӗ, Варвара Алексеевна, 1928 ҫул-та ҫӗре кӗнӗ.

Тӑван ялӗнче пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Миша Вӑрӑмпуҫӗнчи тулли мар вӑтам шкула ҫӳреме пуҫлать. Хӗлле вӑл кунта кукамӑшӗ патӗнче пурӑнать, ытти чухне киле куллен 12 километр утать. Ун хыҫҫӑн хӑйсемпе кӳршӗллӗ Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти вӑтам шкулта пӗлӗве ӳстерет. 1938 ҫулта алла аттестат илсен Хусанти медицина институтне вӗренме кӗмешкӗн экзаменсем тытма тухса каять, анчах кирлӗ чухлӗ балл пухаймасть. Шупашкара таврӑнать, ял хуҫалӑх институтне вӗренме кӗрет. 1939 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫар ретне илеҫҫӗ, пехота училищине вӗренме яраҫҫӗ. Ӑна Львов хулинче йӗркеленӗ пулнӑ, кайран Житомир облаҫне куҫарнӑ, Киров хулинче 1941 ҫулхи июнӗн 6-мӗшӗнче вӗренсе пӗтернӗ. Июнӗн 17-мӗшӗнче вӑл служба вырӑнне — Каменец-Подольский хулине пырса ҫитет. М.Я.Яковлев — пулемет взвочӗн командирӗ.

Тӑван ҫӗршывӑмӑр ҫине гитлерла Германи вӑрӑ-хурахла тапӑнса кӗрсен Яковлевсен подразделенийӗ пӗр эрне хушши Прут юханшывӗ хӗрринче румынсен атакисене сире-сире ярать. Унтан, нумай вӑхӑтлӑха тунӑ сооруженисем фашистсем талпӑнса пынине чарса лартмашкӑн пулӑшасса шанса, тӑтӑшах контратакӑласа каялла чакать.

Июль варринче М.Я.Яковлева стрелковӑй рота командирӗ, каярахпа батальон штабӗн начальникӗ пулма уйӑрса лартаҫҫӗ. Августӑн 18-мӗшӗнче хӗрӳ ҫапӑҫусенчен пӗринче ӑна кӑкӑртан, хулран тата пӗҫӗрен амантаҫҫӗ, 1941 ҫулхи сентябрь пуҫламӑшӗнче Красный Лиманри эвакогоспитале илсе ҫитереҫҫӗ.

М.Я.Яковлев автобиографийӗнчен: «1941 ҫулхи октябрь ҫурринче мана ҫине тӑрса ыйтнӑран госпитальрен кӑларчӗҫ. 21-мӗш армин запасри полкӗ ҫумӗнчи сывалакансен батальонне ҫитрӗм. Унтан мана штаб начальникӗсен разведка енӗпе ӗҫлекен помощникӗсен виҫӗ уйӑхлӑх курсне вӗренме ячӗҫ. 1942 ҫулхи март уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑна манӑн малти рете таврӑнма май килчӗ, мана НКВДӑн чикӗри ҫарӗсен механизациленӗ дивизийӗн полкӗнчи разведчиксен ротин командирне лартрӗҫ. 21-мӗш арми малтан Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ, унтан Воронеж тата Дон фрончӗсене кӗнӗ...»


1942 ҫулхи июнь пуҫламӑшӗнче пысӑк ҫухатусем тӳссе дивизи Дон ҫывӑхне чакать. М.Я. Яковлев офицерӑн ҫапӑҫури ӑсталӑхӗ ӳссе пыни Дон юханшывӗ урлӑ каҫса Клецкий районӗнче плацдарм тытса илнӗ чухне, унтан контрнаступление куҫсан уйрӑмах лайӑх палӑрать.

Ытти воинсемпе пӗрле пирӗн ентеш те, ҫак вӑхӑт тӗлне капитана ҫитнӗскер, тӳснӗ, чӑтнӑ, фашистсене хирӗҫ пӗтӗм курайманлӑхпа ҫапӑҫнӑ. Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе награлӑлаҫҫӗ. Кӑшт каярахпа унӑн кӑкӑрӗ ҫинче «Сталинграда хӳтеленӗшӗн» медаль ялкӑшма тытӑнать.

52-мӗш гварди дивизине (63-мӗш стрелковӑй дивизи пулнӑ) Белгород ҫывӑхне куҫараҫҫӗ, унта хӗрлӗ армеецсем 1943 ҫулхи март уйӑ-хӗнчен пуҫласа июньччен оборона тытаҫҫӗ. Михаил Яковлевич 151-мӗш гварди стрелковӑй полкӗнче разведка начальникӗ пулнӑ май полк командованине разведка даннӑйӗсемпе вӑхӑтра тивӗҫтерсе тӑрать.

Гитлеровецсем сасартӑк наступлени пуҫарса ярсан М.Я. Яковлев ертсе пыракан разведчиксен ушкӑнӗ нейтральнӑй тӑрӑха — икӗ вут хушшине лекет. Телее, сывӑ юлаҫҫӗ.

М.Я. Яковлев автобиографийӗнчен: «Вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑнӑ самантсем миҫе хутчен пулман-ши манӑн вӑрҫӑ ҫулӗсенче! Разведкӑран чӗрӗ таврӑнайӑн е ҫук — малтанах ӑҫтан татса калӑн-ха. Шанӑҫ — хӑвӑнта, юлташусенче. Чи кӑткӑс, чи йывӑр лару-тӑрура та ҫухалса каймалла мар. Шикленсе ӳкрӗн — пуҫ пӗтрӗ тесех шутла...

Мана дивизин разведка уйрӑмӗн начальникӗн пулӑшаканӗ пулма уйӑрса лартсан иккӗмӗш хут амантаҫҫӗ. Сипленнӗ хыҫҫӑн 29-мӗш стрелковӑй дивизие штабри оперативлӑ уйрӑмӗн начальникӗн пулӑшаканӗ пулма куҫараҫҫӗ. Ҫак должноҫра манӑн «Багратион» операцие хутшӑнмалла пулчӗ, командованин ответлӑ, чылай чухне пурнӑҫшӑн хӑрушӑ заданийӗсене пурнӑҫлама тиврӗ. Тӑтӑшах сӑнав пунктӗнче пулса, гитлеровецсен чаҫӗсем ӑҫталла кайнине тишкермелле кӑна мар, ҫӗнӗрен пырса ҫитнӗ подразделенисем умне оперативлӑ заданисем лартмалла. Вӗсемпе пӗрле хам та тӑшмана пӗтерме хутшӑннӑ...»

В.В. Михайлов пухса хатӗрленӗ «Уроженцы Чувашии на фронтах Великой Отечественной войны» (Сборник документов: извлечения из наградных листов) кӗнекерен (Шупашкар, 1987) М.Я. Яковлева награда пама 1944 ҫулхи июлӗн 14-мӗшӗнче ҫырнӑ характеристика. «В боях северо-западнее Витебска и юго-западнее Полоцка с 23 июня по 7 июля 1944 года гвардии капитан Яковлев находился на наблюдательном пункте от оперотделения 29-й СД, где держал в курсе всех командиров частей о продвижении и действиях про-тивника.

Для закрепления рубежа, захваченного танковыми частями в районе Дисна, гвардии капитану Яковлеву была поставлена задача: перебросить части 302-го СП на автомашинах. Поставленную задачу гвардии капитан Яковлев выполнил своевременно: 2 стрелковых батальона 302-го СП были высажены с автомашин в районе Дисна, и к исходу 30 июня 1944 года был захвачен плацдарм на западном берегу Дисна.

4 июля 1944 года с приданным танковым батальоном связь была прервана. Для установления последней гвардии капитан Яковлев с другими офицерами связи и группой автоматчиков выехал лично сам. Отбиваясь от группы немецких автоматчиков в лесах, в тылу передовых частей дивизии, разыскал танковый батальон, поставив последнему боевую задачу, тем самым было ликвилировано угрожающее положение на правом фланге дивизии, где противник до полка пехоты при подцержке танков контратаковал под-разделения 302-го СП».


Гвардин 6-мӗш армин командующийӗн 1944 ҫулхи августӑн 30-мӗшӗнчи приказӗпе М.Я. Яковлев гварди капитана хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин I степеньлӗ орденӗпе наградӑланӑ, 302-мӗш стрелковӑй полкӑн штаб начальникне лартнӑ. Ҫав вӑхӑтра 6-мӗш гварди армийӗ (малтан 21-мӗш арми пулнӑ). 1-мӗш тата 2-мӗш Прибалтика фрончӗсен составне кӗнӗ, тӑшманӑн Балтика тӑрӑхӗнчи пысӑк ушкӑнне Кенигсберг ҫывӑхӗнчи тӗп вӑйсенчен уйӑрса ярас тесе хастаррӑн ҫапӑҫнӑ.

М.Я. Яковлев генерал-лейтенантӑн автобиографийӗнчен: «1944 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче мана 29-мӗш стрелковӑй дивизин штаб начальникӗн ҫумне — оперативлӑ отделени начальникне лартрӗҫ. Ҫак должноҫра эпӗ вӑрҫа вӗҫлерӗм. М.В. Фрунзе ячӗллӗ Ҫар академине вӗренме кӗме рапорт ҫыртӑм. Академирен 1948 ҫулта вӗренсе тухрӑм та Воронежри ҫар округӗн оперативлӑ пайӗнче офицерта, каярах аслӑ офицерта службӑра тӑтӑм, ун чухне Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе наградӑларӗҫ.

1954–1956 ҫулсенче Генеральнӑй штабӑн Ҫар академийӗнче вӗрентӗм. Ун хыҫҫӑн — Тип ҫӗр ҫинчи ҫарсен Генеральнӑй штабӗнче аслӑ офицер, пай начальникӗн ҫумӗ. 1963–1966 ҫулсенче — Арми штабӗн начальникӗн ҫумӗ, Туркестан ҫар округӗн штаб начальникӗн пӗрремӗш ҫумӗ — оперативлӑ управлени начальникӗ. Округри ҫарсене пӗлтерсе тӑрас, вӗсене ертсе пырас ӗҫре тӗпрен лайӑхлатассишӗн нумай вӑй хума тиврӗ. Ҫавӑншӑн мана 1967 ҫулта Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе виҫҫӗмӗш хут наградӑларӗҫ, генерал-майор ятне пачӗҫ.

1969 ҫултанпа Вӑтам Азири ҫар округӗнче штаб начальникӗн ҫумӗнче, 1971 ҫулхи августранпа Германири совет ҫарӗсен ушкӑнӗн штаб начальникӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса службӑра тӑтӑм. 1974 ҫулта мана генерал-лейтенант званине панӑ. 1975 ҫулта СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйсен Генеральнӑй штабӗн оперативлӑ Тӗп управленийӗн начальник ҫумне лартрӗҫ. 1977—1987 ҫулсенче — Генштаб Академийӗнче стратеги кафедрин начальник ҫумӗ. 1987 ҫулхи июнӗн 1-мӗшӗнче отставкӑна тухрӑм. Академире ӗҫленӗ чухне мана тата тепӗр Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, 1 степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗсене парса наградӑларӗҫ. Ҫапла вара, манӑн I степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗсем иккӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсем тӑваттӑ, медальсем пурӗ ҫирӗм виҫҫӗ».


М.Я. Яковлев Мускавра пурӑнать. Унӑн икӗ ывӑлӗ те ашшӗ ҫулӗпе кайнӑ, ҫар ҫыннисем. Асли, Валерий — пӗрремӗш рангри капитан, Ҫурҫӗр флочӗн штабӗнчи пай начальникӗ. Кӗҫӗнни, Сергей — подполковник, танк полкӗн командир ҫумӗ. Хӗрӗ, Лариса, электронлӑ машиностроени институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, Раҫҫей Наукӑсен академийӗн институтӗнче ӗҫлет.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-06-05 14:25:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3152 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем