Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Эйпеҫ

ЭйпеҫЙӗпреҫ районӗнчи ял, Эйпеҫ ял тӑрӑхӗн тӗпӗ. Шупашкартан 100 ҫухрӑмра, Йӗпреҫрен 24 ҫухрӑмра ларать.

Тавралӑх

Камай хирӗнче вырнаҫнӑ. Хома шывӗ юнашар юхса иртет.

Ял кун-ҫулӗ

Яла 1768-мӗш ҫулта никӗсленӗ. Пӗрремеш куҫса килекенсем хальхи Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен пулнӑ.

Малтан Ҫӗрпӳ уесне, кайран, 1922 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнчен Патӑрьел уесне кӗнӗ. Ку пӗтӗм тапхӑрта ял Хурамал вулӑсӗнче шутланнӑ.

1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Йӗпреҫ районне, 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнчен Канаш районне кӗнӗ. 1965 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗнчен пуҫласа хальхи вӑхӑтчен Йӗпреҫ районӗнче шутланать.

XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ялта шыв арманӗпе ҫил арманӗ ӗҫленӗ, 2 тимӗрҫ лаҫҫи пулнӑ. 1931 ҫулта Калинин ячӗллӗ колхоз (халӗ Калинин ячӗллӗ ЯХПК) йӗркеленнӗ.

Халӑх йышӗ

Ялта 877 ҫын (2010) пурӑнать — 430 арҫын, 447 хӗрарӑм. Шкул ҫулне ҫитмен ачасен йышӗ — 75, 7-15 ҫулхисем — 142. 197 ҫын тивӗҫлӗ канура.

Пуҫламӑш пӗлӳ илнисен шучӗ — 83, тулли мар вӑтам пӗлӳ илнисен — 39, вӑтам пӗлӳ илнисен — 392. Профессилле вӑтам пӗлӳ илнисем — 119, аслӑ пӗлӳ илнисем — 26.

278 ҫын ӗҫлӗ шутланать, ытларахӑш пайӗ ял хуҫӑлӑхӗнче тӑрмашать.

Паллӑ ҫыннисем

Хуҫалӑх

Ял ҫыннисем ӗне (2010 ҫулхи кӑтарту — 200 пуҫ ытла), сысна (130 ытла), сурӑх (100 ытла), качака (8), лаша (7), кайӑк-кӗшӗк (1 600 пуҫ ытла) усраҫҫӗ.

Хуҫалӑхсенче пӗтӗмешле шутласан 5 трактор, 23 тиев машини, 26 ҫӑмӑл машина, 10 мотоцикл.

Эйпӗҫ ялне шыв, газ кӗртнӗ, асфальт ҫул кӗрет.

Культура

1899 ҫулта шкул уҫӑлнӑ.

Паянхи куна илсен кунта шкул, фельдшер пункчӗ, клуб, вулавӑш пур.

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Чувашская энциклопедия. 1 том. Чебоксары — 38 с.


 
Категорисем: Эйпеҫ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-09-12 20:39:26 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5083 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем