Патша пуласси ҫӑмӑл мар. Патшан унӑн чи малтан халӑх тарҫи пулмалла.
Купрат патша каласа хӑварни.
Шерумпик ҫапла Пӳлере ахальтен таврӑнманнине Ылттӑнпик питӗ лайӑх ӑнланчӗ.
— Атя, каласа кӑтарт, мӗн хыпарпа ҫӳретӗн? — тӳрех ыйтрӗ вал каҫпа хӑй патне илсе кӗртнӗ найман ҫыннине.
— Монголсен тапӑрӗнче пысӑк вӑрҫа хатӗрленеҫҫӗ, — терӗ Шерумпик, тӳрех хӑй ҫапла Пӳлер хулине килнин тӗп сӑлтавне каласа. — Вӗсем хӑйсене парӑнман Кайьенчи ҫӗршывсене ҫӗнсе илесшен. Ҫапах та чи малтан Атӑлҫи Пӑлхарстана парӑнтармалла, теҫҫӗ. Сан патшалӑху, аслӑ патша, пысӑк хӑрушлӑх умӗнче. Эпӗ сана ҫакӑн ҫинчен каласа кӑтартас терӗм. Вӑхӑт нумай юлман. Мӗскер тума май пур, ҫавна ту.
— Ҫапах та пире валли мӗн чухлӗ вӑхӑт юлнӑ?
— Калама йывӑр. Эпӗ пысӑк вӑрҫӑ пирки калатӑп. Анчах вӗсем кӑҫал кӗркунне пӑлхарсем ҫине тепре килсе тапӑнаҫҫӗ. Эсӗ вара пӗл: ку вӑл пысӑк вӑрҫӑ мар. Ку вӑл пӑлхарсен вӑрҫӑ йӑли-йӗркине тӗнчени тата тапӑнса кӗмелли вырӑн шырани пулать.
— Кӑҫал кӗркунне, тетӗн? — килнӗ ҫынна куҫӗнченех тинкӗрсе пӑхрӗ Ылттӑнпик.
— Кӑҫал кӗркунне, — ҫирӗппӗн хуравларӗ Шерумпик.
Тепӗр кунне ирех Ылттӑнпик хӑй патне хулари пӗтӗм ҫара пӑхса тӑракан мӑрсана, Саврӑш-паттӑра чӗнсе илчӗ.
— Кӑҫал кӗркунне монголсем пирӗн ҫине тепре тапӑнса килесшӗн, — терӗ вӑл кӗнӗ ҫарпуҫне хӑйпе юнашар лартса. Анчах ку вӑл пысӑк вӑрҫӑ пуҫлани пулмасть-ха. Пысӑк вӑрҫӑ вӗсем каярахпа кӑларасшӑн. Пирӗн вара кӑҫалхи вӑрҫа та, пысӑк вӑрҫа та хатӗрленес пулать.
— Тамӑрсем хатӗрлес пулать. Вырӑссемпе килӗшӳ тумалла, — терӗ Саврӑш-паттӑр. — Кӑҫалхи варҫӑра монголсене эпир хамӑрах ҫӗмӗрсе тӑкӑпӑр. Пысӑк вӑрҫа хатӗрленеҫҫӗ пулсан, вӗсем хӑйсене валли юлташсем те, тамӑрсем те шыраҫҫӗ ӗнтӗ. Пӗтӗм пӑхӑнтарнӑ халӑхсене пӗрле пухаҫҫӗ. Пирӗн те уп нек пысӑк вӑрҫӑра пӗччен пулмалла мар.
— Ку тӗрӗс, — килӗшрӗ Ылттӑнпик. — Вырӑссем патне каяс пулать. Ресана, Улатимӗре. Вӗсемпе килӗшӳ тумалла, монголсене хирӗҫ пӗрле кӗрешме.
— Анчах кӑҫалах кайма юрамасть, — хӑй шухӑшне тӳрех калас терӗ Саврӑш-паттӑр. — Кӗркунне тепре тапӑнса кӗреҫҫӗ пулсан, пӗтӗм ҫара, аслӑ патша, санӑн хӑвӑн ертсе пымалла. Ку вӑл пӗтӗм халӑха пӗрлештерет.
— Эппин, вырӑссем патне манӑн ҫав вӑрҫӑ хыҫҫӑн каймалла, — те ыйту пачӗ, те хӑй шухӑшне ҫирӗплетсе каларӗ патша.
— Монголсене тепре ҫапса ҫӗмӗрнӗ хыҫҫӑн кайсан лайӑхрах пулать, — хӑй шухӑшне каларӗ Саврӑш-паттӑр. — Вырӑссем пӗлччӗр: эпир хамӑр вӑйсӑррипе мар, пысӑк вӑрҫӑра пӗрле пулмалла тенипе ҫеҫ тамӑр шыратпӑр.
— Тӗрӗс калатӑн, — килӗшрӗ кунпа Ылттӑнпик.