Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шакров Яков Дмитриевич

Шакров Яков Дмитриевич [14.10.1912, Хусан кӗпӗрнийӗн Ҫӗрпӳ уесӗнчи Тӑвай сали (халӗ Тӑвай районӗ) – 28.10.1994, унтах] – ачасене вӗрентекен, 1941–45 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин II степеньлӗ орденне, медальсене тивӗҫнӗ.

Кун-ҫулӗ

Канашри педагогика техникумӗнче (1932), Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (1940) пӗлӳ илнӗ. Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ (1934–36 ҫ.) 1932–34 ҫулсенче Чӳкҫырми шкулӗн заведующийӗ пулнӑ, 1937–1940 ҫулсенче Енӗш Нӑрваш шкулӗнче ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, шкул военрукӗ пулса ӗҫленӗ. 1940 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче комсостава лайӑхлатмалли курса (КУКС) вӗренме янӑ.

Балтиҫум патшалӑхӗсене тата Бессарабие ирӗке кӑларас ӗҫе хутшӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫӑва 1941 ҫӗртме уйӑхӗнче кӗнӗ. Тыткӑнра пулнӑ. Хирӗҫ тӑракан юхӑма хастар хутшӑнать.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Йӑнтӑрччӑ, Чутей, Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗсенче (1946–72) учительте ӗҫленӗ.

Ӗҫӗ-хӗлӗ

Нумай вӑхӑт хушши тӑнӑҫлӑха хӳтӗлекен область комитетӑн, Совет союзӗн тӑтӑҫлӑх фончӗн область уйрӑмӗн ӗҫне хастар хутшӑннӑ, «Тӑнӑҫлӑх кӗнеки» (хальхи вӑхӑтра вӑл районти музейре упранать) валли материалсене пухас ӗҫе йӗркеленӗ.

Унӑн публицистика, педагогика статйисем, ҫавӑн пекех тӗрлӗ ыйтусем ҫиклекен статйисем, интервьюсем, кулӑшла калавӗсем «Советская Чувашия», «Коммунизм ялавӗ» хаҫатсенче, «Капкӑн» журналта пичетленнӗ.

Вуламалли

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2024-01-06 16:12:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 558 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем