Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ч (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ

Чек — анк. — Панкра укҫа пур ҫын, укҫине илме йут ҫынна хушшан ҫырса паракан хут.
Чеххо-словӑкки — Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пулнӑ, Йевроппӑн варринчи пӗчӗк патшалӑх: чехсемпе словаксен патшалӑхӗ.
Чемӗнт — лат. — Исвӗспе тӑмран тӑвакан, чулсене йе кирпӗчсене пӗр пӗринпе ҫыпӑҫтаракан йапала: сывлӑшпа типсен питӗ хытӑ пулнипе чулсене аван, тӗреклӗ ҫыпҫӑнтарать.
Ченттӑр — лат. — 1) Ҫаврашкан, йе шарӑн хӗрри ҫинчи пур пӑнчӑран та пӗр пек инҫе (катара) тӑракан пӑнчӑ, шӑп варри. 2) Опчествӑ пурӑнаҫӗн кӑш йенчен те пулин пуринчен вӑйлӑ вырӑнӗ: промышлӗннӑҫ ченттӑрӗ, культтурӑ ченттӑрӗ т. ы.
Чентралисатси — лат. — 1) Патшалӑхӑн тӗпри влаҫ пур ӗҫҫене те хӑй, вырӑнсене пысӑк ирӗк памасӑр, туса тӑракан ҫистемӗ; 2) пӗр вырӑна пухни.
Чентралисӑм — лат. — Чентралисатси.
Ченсурӑ — лат. — Кӗнеке-хаҫатсене, кирлӗмар шухӑшшем ҫапасран сыхлани; сыхлакан учрештени.
Ченсӑр — лат. — Кӗнеке-хаҫатсене ченсурлакан ҫын.
Червонтсӑ — Раҫҫейри Совет правиттӗлстви 1922-мӗш ҫула кӑларнӑ ылттӑн шучӗпе ҫӳрекен 10 тенкӗлӗх укҫа.
Числа — 1) Йапала ушкӑнӗн хисепӗ. Числасем: йатлисемпе йатсӑррисем, тӗрӗссисемпе троплисем, майлӑ шутлисемпе кутӑн шутлисем пур. Примерсем: ниме шутламасӑрах, ахалех 3, 4, 5 тесен, вӑл числасем йатсӑррисем, 3 лаша, 4 ҫын тесен вӑл Числасем йатлӑ пулаҫҫӗ; 2, 3 — тӗрӗс числасем, 1/2, 1/3 — тропла числасем; 1, 2—майлӑ шутлӑ числасем, —1, —2 — кутӑн шутлӑ числасем 2). Уйӑхӑн кунӗсен хисепӗ: пайан 20 числа тени — пайан уйӑх пулҫланнӑранпа 20 кун ҫитрӗ тени пулать.
Чирккульар — лат. — Пӗр-пӗр учрештени хӑйне пӑхӑнса таракан учрештенисене ҫырса йанӑ хушу, приккас.
Чирккульарлӑ — Чирккульар тесе шутламалла (чирккульарсен пуҫламӑшӗнче ҫыракан сӑмах).
Чивилисатси — Вӗренни, ҫутта тухни, культурӑ, малалла кайса пыни. Халӑхӑн тйскер йӑласем пӗтсе, культтурӑ малалла кайса пынине пӗлтерекен паллӑсем.
Член — Ушкӑнра пуринпе те пӗр тан ҫын.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-19 20:32:12 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3304 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем