Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш алфавичӗн историйӗ

Чӑваш алфавичӗн кунҫулӗ ҫапла пулнӑ:

Малтанхи алфавитсем

1. Чӑваш чӗлхин пӗрремӗш грамматикинче ("Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка", 1769 ҫ.) вырас алфавитӗнчен илнӗ 31 саспаллипе усӑ курнӑ: а, б, в, г, д, е, ж, з, и, i, к, л, м, н, о, п, р, с, т, у, х, ч, ш, ь, ы, ъ, ять, и, э, ю, я.
Унсӑр пуҫне, кӗнекере латин алфавитӗнчен илнӗ g саспалли пур.
2. С. Элпидин хатӗрленӗ букварь (1832 ҫ.) алфавитӗнче ҫакӑн пек саспаллисемпе усӑ курнӑ: а, б, в; г, гг, д, е, ж, з, и, i, iô, i^у, к, л, м, н, о, п, р, с, т, у, х, ч, ш, ъ, ы, ^ь, ь^и, я, ю, э.
(Алфавитра й саспалли ҫук, апла пулин те букварь тексчӗсенче вӑл саспаллипе усӑ курнӑ).
3. Н.И. Золотницкин "Чуваш кнеге" букварӗпе (1867 ҫ.) "Сöлдалык кнеге" календарӗнче 32 саспаллипе усӑ курнӑ: а, я, э, е, ы, i, o, ö, у, ӳ, ю, й, ь, п, б, с, з, т, д, ш, ж, к, г, х, i, в, р, л, н, м, ч.

И.Я. Яковлев алфавичӗ

1. Алфавитӑн пӗрремӗш вариантӗнче (1871 ҫ.) 47 саспалли:
Аа, Вб, Б"б", Вв, В"в", Гг, Г"г", Ff, F"f", Дд, Д"д", Д"д", Ее, Жж, Ж"ж", Зз, З"з", Ии, Йй, Кк, К"к", Лл, Л"л", Мм, М"м", Нн, Н"н", Оо, Пп, П"п", Рр, Р"р", Сс, С"с", Тт, Т"т", Т"т", Уу, Ӳӳ, фф, Хх, Х"х", Шш, Ш"ш",Ъъ, Ьь, Ыы.
2. Алфавитӑн иккӗмӗш варианчӗ (1872 ҫ.) 27 саспаллирен тӑрать:
Аа, Пп, Вв, Кк, Тт, Тт, Ћђ, Ее, Шш, Сс, Ҫҫ, Ии, Jj, Лл, Љљ, Мм, Нн, Њњ, Оо, Рр, Уу, Уӳ, Фф, Хх, Ъъ, Ьь, Ыы.
3. Алфавитӑн виҫҫӗмӗш варианчӗ (1873 ҫ.) ҫакӑн пек:
Аа, Ӑӑ, Уу, Ыы, Ее, Ӗӗ, Ӳӳ, Ии, Йй, Лл, Љљ, Мм, Нп, Њњ, Рр, Сс, Ҫҫ, Шш, Вв, Кк, Хх, Пп, Тт, Ťť, Ћђ.
Ку алфавитпа ним улӑштармасӑр 60 ҫул хушши усӑ курнӑ.

Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче алфавита улшӑнусем кӗртни

Хӑш ҫулта
Мӗнле улшӑнусем
1923
О саспалли кӗртнӗ
1926
Ф саспалли кӗртнӗ
1933
б, г, д, ж, з, ц саспаллисене хушнӑ, Ћ саспалли вырӑнне Ч ҫырма йышӑннӑ
1938
э, ю, я, щ, ъ, ь саспаллисене кӗртнӗ, Љ, Њ, Ť саспаллисене кӑларнӑ
1949
ё саспалли кӗртнӗ

Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи», 1994 кӗнекине усӑ курнӑ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-03-03 11:47:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7342 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем