Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш Социализмлӑ Совет Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан декларацийӗн проекчӗ

Проект

Чӑваш Социализмлӑ Совет Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан Деклараци

(КПСС Чӑваш республика комитечӗ тӑратать)

Пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, КПСС республика комитечӗн яланхи комиссийӗсенче тата бюро ларӑвӗнче реслублика Верховнӑй Совечӗн Президиумӗ черетлӗ сессире тӑратакан Чӑваш АССРӗн патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацийӗн проектне пӑхса тухнӑ. Сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗ сессийӗнче патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен пӗлтермелли тата деклараци йышӑнмалли идейӑна ырлама йышӑннӑ. КПСС рескомӗ законсем кӑлармалли пуҫарулӑх йӗркипе реслублика Верховнӑй Советне Деклараци проекчӗн хӑй редакциленӗ вариантне тӑратать. Паян ҫак проекта пичетлетпӗр.

Чӑваш Автономиллӗ Социализмла Совет Республикин Верховнӑй Совечӗ,
чӑваш халӑхӗн ирӗкне тата интересӗсене палӑртса,
этем прависен пӗтӗмӗшле Декларацийӗн принципӗсене шута илсе,
Российӑри тата ССР Союзӗнчи мӗнпур халӑхсен суверенлӑ прависене хисеплесе, чӑваш нацийӗн нумай ӗмӗрсенчи культурине, чӗлхине, йӑла-йӗркине упраса хӑварма тата аталантарма кирлине шута илсе,
унӑн нумай нациллӗ халӑхне политика, экономика, социаллӑ пурнӑҫ тата ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен малалла аталантармашкӑн республикӑн право статусне палӑрмаллах анлӑлатни ҫав тери кирлӗ пулнине ӑнланса,
демократилле право патшалӑхӗ туса хумашкӑн ӑнтӑлса, ҫапла пӗлтерет:

Чӑваш Социализмлӑ Совет Республикин патшалӑх суверенитечӗ вӑл хӑйӗн пӗтӗм территорийӗнче республикӑн патшалӑх влаҫӗ чи малта тӑнине, хӑй тӗллӗн тата туллин пурнӑҫланса пынине пӗлтерет.

1. Чӑваш Социализмлӑ Совет Республики суверенлӑ наци патшалӑхӗ пулса тӑрать, чӑваш нацийӗ хӑйӗн никам та тытса илме пултарайман хайтӗллӗнлӗх правине пурнӑҫланин никӗсӗ ҫинче РСФСР тата ССР Союзӗн составӗнче федераци субъекчӗ шутланать.

Чӑваш ССРӗ чӑваш халӑхӗн наци патшалӑхӗн тытӑмне хӳтӗлет тата сыхласа тӑрать.

2. Республикӑри патшалӑх влаҫӗн суверенитетне палартса тӑракан вӑй тата унӑн пӗртен-пӗр ҫӑлкуҫӗ унӑн халӑхӗ пулса тӑратъ. Унӑн тулли влаҫне Чӑваш ССР Конституцийӗн никӗсӗ ҫинче тӳрремӗнех, ҫавӑн пекех республикӑн Верховнӑй Советне тата вырӑнти Советсене суйланӑ халӑх депутачӗсем урлӑ пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Пӗтӗм халӑх ячӗпе пӗртен-пӗр Чӑваш ССР Верховнӑй Совечӗ кӑна калаҫусем ирттерме пултарать.

Республикӑра пурӑнакан мӗнпур нацисен гражданӗсем Чӑваш ССРӗн халӑхӗ пулса тӑраҫҫӗ.

3. Чӑваш ССРӗ договорсен никӗсӗ ҫинче хӑй хутшӑннипе пурнӑҫлакан уйрӑм полномочисене хӑй ирекӗпен ССР Союзӗпе РСФСР аллине парать.

Россия тата Союз законӗсем, ЧССР Конституцийӗпе тата законӗсемпе ҫирӗплетнӗ чӑваш халӑхӗн суверенлӑ прависене хирӗҫлеҫҫӗ пулсан, унӑн территорийӗнче вӗсем вӑйра тӑрассине чарса лартаҫҫӗ. Тавлашусене вӗсем хушшинчи Договорсемпе палӑртнӑ йӗрке тӑрӑх татса параҫҫӗ.

4. Чӑваш ССРӗн территорине халӑх референдум ирттерсе хӑй ирӗкне палӑртмасӑр улӑштарма пултараймаҫҫӗ. Хӑйӗн администраци-территори тытӑмӗн ыйтӑвӗсене республика хӑй татса парать.

5. Законсем кӑлармалли тата ӗҫ тумалли влаҫсене, суд влаҫне тӗплӗн палӑртса хуни право патшалӑхӗ шутланакан Чӑваш ССРӗн пурнӗҫӗн никӗсре тӑракан принципӗ пулса тӑрать.

6. Чӑваш ССРӗ республикӑн мӗнпур гражданӗсене, вӗсем ӑҫта ҫуралнине, социаллӑ пурнӑҫ тата пурлӑх тӗлӗшӗнчен мӗнле вырӑн йышӑннине, хӑш раса тата наци ҫынни пулнине, арҫын е хӗрарӑм пулнине, мӗн чухлӗ вӗреннине, политика ҫине мӗнле пӑхнине, тӗне ӗненнине тете ӗненменнине, мӗнле ӗҫпе ҫыхӑннине, ӑҫта пурӑннине тата ытти уйрӑмлӑхсене пӑхмасӑрах пӗр тан правасем тата ирӗклӗх туса парать.

Чӑваш ССР территорийӗнче чӑваш тата вырӑс чӗлхисене патшалӑх чӗлхи туса хураҫҫӗ. Республика территорийӗнче пурӑнакан ытти национальноҫсен чӗлхисене ирӗклӗн аталантарма майсем туса параҫҫӗ.

7. Чӑваш ССР суверенитечӗн экономика гарантийӗсене туса хурас тӗллевпе республика халӑхӗ республикӑн наци пуянлӑхӗпе хӑй кӑна усӑ курмалли тата хӑй пӗлнӗ пек тытмалли право туса хураҫҫӗ.

Харпӑрлӑх обьекчӗсене ССР Союзӗ тата федераци субъекчӗсем хушшинче тӗплӗн уйӑрассине, ҫавӑн пекех республика пурлӑхне РСФСР тата ССР Союзӗн харпӑрлӑхӗ пулма (вӗсен аллинче тӑма) парассине харпӑрлӑх объекчӗсемпе чи лайах тупӑшлӑхпа усӑ курас тӗллевпе, харпӑр хай ирӗклӗхӗн принципӗн никӗсӗ ҫинче тивӗҫлӗ килӗшӳсен тата закон акчӗсен йӗркипе палӑртаҫҫӗ.

Республика тулашри экономика ӗҫне-хӗлне, ӑна ССР Союзӗн тата РСФСР панӑ полномочисен шайӗнчен тухса, хӑй тӗллӗн туса пырать, чикӗ леш енчи патшалӑхсемпе тӳрремӗнех экономика тата культура ҫыхӑнӑвӗсем тытать, харпӑр хӑйӗн валюта фондне туса хурать.

Чӑваш ССРӗ хӑйӗн территорийӗнче ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗсемпе тирпейлӗ усӑ курассине пурнӑҫа кӗртет, граждансен экологиллӗ хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тӑрӑшать.

8. Чӑваш ССРӗн ҫӗнӗ Конституцине, ытти законӗсене тата нормативлӑ акчӗсене йышӑниччен республика территорийӗнче Чӑваш ССРӗн, РСФСРӑн тата ССР Союзӗн Чӑваш ССР патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацийӗн принципӗсене хирӗҫлемен законӗсем тата законпа ҫыхӑннӑ акчӗсем вӑйра тӑраҫҫӗ.

Ҫак Деклараци федераци тата Союз договорӗсем тумалли никӗс пулса тӑрать.

«Коммунизм ялавӗ», 1990, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗ, 242 (20375) №


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-10-17 12:32:48 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1965 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем