Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш Республикин саккунӗ. "Вӗрентӳ ҫинчен" (СЛПЧЧС)

Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ

ЧӐВАШ РЕСПУВЛИКИН САККУНӖ
ВӖРЕНТӲ ҪИНЧЕН

6 статья. Вӗрентӳ чӗлхи (чӗлхесем)
1. Вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ чӗлхе политикин пӗтӗмӗшле ыйтӑвӗсенӗ Чӑваш Республикин "Чаваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен" законӗпе тата Раҫҫей Федерацийӗн "РСФОРти халӑхсен чӗлхисем ҫинчен" законӗпе йӗркелӗсе тӑраҫҫӗ.
2. Чӑваш Республики граждансене чӑвашла тата вырӑсла вӗренсе, ытти национальноҫсен представителӗсем йышлӑ пурӑнакан вырӑнта — хӑйсен тӑван чӗлхисемпе вӗренсе пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ илме условисем туса пама шантарать.
Граждансене хӑйсен тӑван чӗлхипе пӗлӳ илмелли правиле усӑ курмашкӑн тивӗҫлӗ вӗренӳ учрежденийӗсем» классем, ушкӑнсем кирлӗ чухлӗ, ҫавӑн пекех вӗсене ӗҫлеме юрӑхлӑ условисем туса хунипе пулӑшаҫҫӗ...
5. Патшалӑх тытса таракан вӗренӳ учрежденийӗсенче пуринче те Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисене вӗренессине Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен" законӗпе йӗркелесе тӑраҫҫӗ.
Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-04-22 21:12:06 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1468 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем