Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашсен пӗрремӗш композиторӗ

Сирӗн умӑрта чӑвашсен малтанхи композиторӗсенчен пӗрин‚ Федор Павлович Павловӑн‚ сӑн ӳкерчӗкӗ тата ун хыҫне хӑйӗн аллипе ҫырнӑ сӑмахсем. Ку сӑн ӳкерчӗке вӑл хӑйӗн ҫывӑх юлташне — К. В. Иванова — парнеленӗ. Вӗсем иккӗшӗ те пӗр вӑхӑтра Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче ӗҫленӗ: Ф.П.Павлов пулас учительсене юрлама‚ К. В. Иванов ӳкерме‚ илемлӗ ҫырма вӗрентнӗ.

Кӑҫалхи сентябрь уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ф. П. Павлов ҫуралнӑранпа 120 ҫул пулчӗ. Вӑл Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ ялти юрлама‚ ташлама чи ӑста ҫынсенчен пӗри пулнӑ‚ халӑх юррисене кӗслепе калама юратнӑ.

Федор ялти пуҫламӑш шкула пӗтерсен Иккассинчи икӗ класлӑ шкулта вӗреннӗ. 1907 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ. Унта вӑл К. В. Ивановпа‚ Н.В. Шупуҫҫыннипе‚ П. В. Пазухинпа паллашнӑ‚ ҫывӑх туслашнӑ. 300 яхӑн чӑваш халӑх юррине ҫырса илнӗ‚ илемлетнӗ. Вӑйӑ‚ улах‚ туй‚ ӗҫ‚ ача-пӑча юррисем хывнӑ. Кам кӑна юрласа киленмен пуль вӗсене: «Вӗлле хурчӗ»‚ «Чӗнтӗрлӗ кӗпер»‚ «Ким чечек»…

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра 60 ҫынран тӑракан хор йӗркеленӗ. 1909 ҫулта вӑл ертсе пынипе Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗренекенсем Глинкӑн «Иван Сусанин» оперине лартса панӑ. Сусанин арийӗсене Ф. Павлов хӑй юрланӑ. Антонида арийӗсене — Капитолина Селиванова. Ҫак ӗҫ ҫинчен хулара нумайччен ырӑпа асӑннӑ‚ «Симбирянин» хаҫат пысӑк хак панӑ. Тӗлӗнмелле! «Иван Сусанин» оперӑна лартма сцена ҫинчи декорацие К. В. Иванов ӳкернӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче К. Ивановпа Ф. Павлов «Нарспи» поэма содержанийӗ тӑрӑх опера та ҫырма ӗмӗтленнӗ.

Музыка енӗпе тарӑнрах пӗлӳ илес тесе‚ Ф. Павлов 1913-1916 ҫулсенче Чӗмпӗрти тӗн семинарийӗнче вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл тӗрлӗ ӗҫре ӗҫленӗ: ялти шкулсенче‚ ҫут ӗҫ пайӗнче‚ музыка шкулӗнче‚ халӑх судйинче… Ҫав вӑхӑтрах Хусанти археологи институтӗнче вӗреннӗ‚ Шупашкарта — музыка техникумӗ уҫас тӗлӗшпе нумай тӑрӑшнӑ. С.Максимовпа тата В. Воробьевпа пӗрле Чӑваш хорӗ йӗркеленӗ.

Ф. Павлов пултаруллӑ композитор ҫеҫ мар‚ талантлӑ дирижер‚ музыка педагогӗпе тӗпчевҫи те. 1923 ҫулта вӑл ертсе пыракан хор Мускавра пулнӑ‚ тӗрлӗ ҫӗрте концертсем кӑтартнӑ‚ чӑваш халӑх юррине тӗнче умне кӑларнӑ. Музыка культурине ҫӗклес тесе мӗн чухлӗ статья ҫырман-ши тата! Паллӑ статйисем: «Чӑваш кӗсли»‚ «Чарӑннӑ сасӑ»‚ «Ҫырмари юрӑ»‚ «Чӑваш музыки»… Чӑвашсен пӗрремӗш «Сӑрнайпа палнай» симфонине те вӑлах ҫырнӑ.

Музыкӑра хастар ӗҫленӗ хушӑрах Ф. П. Павлов илемлӗ литературӑра та пысӑк пултарулӑх кӑтартнӑ. Вӑл сӑвӑсем («Тет хитре хӗр»‚ «Савнӑ хӗр»…)‚ калавсемпе шӳтсем («Ишекелле»‚ «Йытӑпа кушак»…)‚ драмӑсем ҫырнӑ. 1919 ҫулта «Судра» комеди‚ 1922 ҫулта «Ялта» драма пичетленсе тухнӑ. Вӗсенче те вӑл геройсен ( сӑнарсен) шухӑшӗпе кӑмӑлне уҫса пама юрӑ‚ ташӑ‚ такмаксем кӗртсе хӑварнӑ. Акӑ «Ялта» драмӑн тӗп геройӗ Елюк хӑйӗн пепкине «Нянине-тунине» сӑпка юррипе йӑпатать. Вӑрҫӑ хирне тухса кайма пуҫтарӑннӑ ҫамрӑксем хурлӑхлӑ юрӑ юрлаҫҫӗ:

Ман ҫул урлӑ каҫнӑ чух
Яштак хурӑн хуҫӑлчӗ‚
Симӗс ҫулҫи тӑкӑнчӗ.
Тӑвансенчен уйрӑлнӑ чух
Яштак пӗвӗм авӑнчӗ‚
Ҫемҫе кӑмӑл хуҫӑлчӗ.

Драмӑрах мӗн чухлӗ вӑйӑ‚ туй юррисем… Ахальтен мар ҫак пьесӑсем хӑйсен пӗлтерӗшне паян та ҫухатман.

Музыка ӗҫне тата лайӑхрах пӗлсе ҫитес тесе‚ 1930 ҫулта Ф.Павлов Ленинградри (Петербург) Н. А. Римский-Корсаков ячӗллӗ патшалӑх консерваторинче вӗренме тытӑнать. Туберкулезпа йывӑр чирленӗскер 1931 ҫулта Сочи хулинчи санаторие сипленме каять‚ ҫавӑнтах вилет. Ӑна Сочирех пытарнӑ.

Ӗмӗрӗ кӗске килнӗ пулин те‚ Ф. Павлов чӑваш культуринче анлӑ та тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ун юррисем‚ сӑввисем‚ шӳчӗсем‚ пьесисем ӗмӗр-ӗмӗрех халӑх ӑсӗнче упранӗҫ.

Римма Петрова.
«Урал сасси», 2012


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-09-24 13:23:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4462 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем