Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XXXIV пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Вӑраххӑн ҫитрӗ кӗр: ҫил сулхӑн,
Ӳкет ҫӗре вил тӑм ирпе,
Иртет сив ҫумӑр пуш хирпе...
Тавра ҫапах тӑрать пит сумлӑн.
Сар чӗнтӗрпе пӗркенчӗ хурӑн,
Ав, ҫулӑмланчӗ вӗрене;
Йӑванчӗ пӗлӗт урӑм-сурӑм,
Хупларӗ тарӑн тӳпене.
Вӑрман итлет тӑра-тӑра,
Унта-кунта ҫеҫ пайӑк-пайӑк!
Пусра ҫара, тапранчӗ кайӑк —
Ҫул тытнӑ ӑшӑ кӑнтӑра.

Каяҫҫӗ кайӑксем... Этем
Салхулланса куҫпа ӑсатрӗ, —
Ытла та хумхантарчӗ тем, —
Тӑрна карта чуна хумхатрӗ.
Кавруҫӑн шухӑшӗ пит йывӑр:
«Ҫитет-мӗн хӗл... Халь мӗн тӑвас?»
Тен, кун та хурланать: кас-кас
Ҫӑвать вӗт ҫумӑр шӑпӑр-шӑпӑр.
Паян Кавруҫӑн хурлӑх килнӗ, —
Те систерни, те йыхӑру, —
Юлташӗнчен кӗҫех вӑл илнӗ
Чуна хумхатакан ҫыру.

Саркуш ҫырать: «Чи малтанах
Сана эп ырӑ кун сунатӑп.
Сана курасшӑн пит ҫунатӑп.
Хӑвах пӗлетӗн, пӗр танах
Халь пирӗн пурнӑҫ ӑраскалӗ:
Паян вӑл ӑшшӑн йӑл кулкалӗ,
Ыран кӗтмен ҫӗртен юнтарӗ
Е чӗрене хурпа ҫунтарӗ.
Сан кӑмӑлна хуҫас теменччӗ
Усал, илемсӗр хыпарпа.
Ҫук, чӑтаймарӑм, чун хӗмленчӗ
Пайлас теп шухӑша санпа.

Иртмест, иртмест сехмет, мӗн тӑвӑн -
Хӑваласан та ҫулӑхать.
Тем чухлӗ куҫҫульпе эс ҫӑвӑн,
Вӑл тасатаймӗ хуйӑха.
Пугачева укҫасӑр сутрӗҫ,
Сутӑнчӑксем вӑй-хал пухса,
Этемӗн чыҫӗнчен тухса,
Ултавлӑх ҫулӗпеле утрӗҫ.
Этемлӗх — тавҫӑрма ҫук сӑн,
Унра упраннӑ ҫирӗп пӗрлӗх:
Ачашлӑх, юрату, ӑс-тӑн, —
Хӑйне хӳтӗлеме, — тискерлӗх.

Ыр чап хӑварчӗ Емельян,
Вӑл тыткӑнра та парӑнмарӗ,
Ӑраскалне те пуҫ таймарӗ —
Вӑл пулчӗ чунӗпе пуян.
Ӗнер ӑсатрӗҫ Мускава.
Ах, намӑс! Паттӑр ҫине сурчӗҫ...
Леш ҫӑхансем ытла та урчӗҫ,
Кӗҫ пӗтересшӗн хускава.
Ман шанчӑклӑ, юратнӑ тусӑм,
Ӑсра пулсан та ыталам.
Юман пул, хурӑн пек ан усӑн.
Тен, юлашки ҫыру... Салам».

Кавруҫ ӑнланчӗ: ҫӗн хыпар
Ӗмӗтленнишӗн вичкӗн ҫӗҫӗ.
«Ах, суранланӗ Шуршувар,
Юнланӗ-ҫке хускавӑн вӗҫӗ.
Чӑнах та сӳнчӗ-ши вара
Пӑлхавлӑ кун-ҫӗрсен хӗлхемӗ?..
Ҫунса кӗлленнӗ кӑвара
Тепле вӗрсессӗн те чӗртеймӗн».
Салхуллӑ кун... Мӗн пулӗ кӗҫӗр?
Хускалчӗ чун, ӑс-тӑн, чӗре.
«Мӗнле пулать-ши пурнӑҫ вӗҫӗ?
Ахаль ирттертӗм ӗмӗре...»

Кӗрхи пӑч тӗттӗм нӳрлӗ каҫ,
Хӑйне хураллакан сив шӑплӑх...
Ним сасӑ-чӗвӗ кӑлармасть.
Ҫырма, уҫланкӑ, тӑчӑ чӑтлӑх —
Теме кӗтеҫҫӗ. Вырттармарӗ
Ыйха ҫӗтернӗ тарӑн вар —
Тин ҫитнӗ ырӑ мар хыпар
Куҫа пӗрре те хуптармарӗ.
Кӳрсе мӗн парӗ шиклӗ ир,
Ҫитес ҫут кун мӗнле тӑрланӗ,
Мӗн илтӗ сисӗмлӗ вӑрманӗ,
Мӗн курӗ аслӑ, анлӑ хир?

Ҫӳрет ҫӑхан пек Череватов
Тин ҫеҫ «лӑпланнӑ» ялсенче.
Пӗлмесӗр — ҫамрӑк-и е ватӑ,
Илет вӑл «парӑм» вӗсенчен.
Ӗнер татах-мӗн Панин пачӗ
Хӑрушӑ, вӑрттӑн пӗр хушу:
«Тумашкӑн кирлӗ улӑшу...
Прокофьев капитан отрячӗ
Каять пӑлхавлӑ Чӑваша...»
Ашра баронӑн юн чӳхенчӗ:
Вӑл пурӑнӑҫлама пикенчӗ
Хӑй ҫитӗнтернӗ шухӑша.

Ӗмӗтленсе кӗтни ӳт-пӳсӗр,
Ялан вӑл юмӑҫла пӑхни,
Суя тимпе пулсассӑн ӳсӗр,
Вӑл чун канмашкӑн антӑхни.
Анчах Кавруҫӑн чун асапӗ —
Вӑл халӑх чирӗ, чӗр суран.
Вӑл ҫавӑнпа пӗчӗк ача пек
Кӗтмест пач ырлӑх Турӑран.
Каллех ҫыру ак. Кӳрекенӗ —
Чӑн-чӑн тус, шанчӑклӑ Ваҫлей.
Хутне таса пирпе чӗркенӗ,
Ҫине тем ҫырнӑ нимӗҫле.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-10 19:32:00 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2506 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем