Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XXXI пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Чӑваш ҫӗршывӗ кӗр кӗрлерӗ
Ҫурхи ейӳ пек тапранса.
Ӗмӗрсенчи ӑшра вӗрерӗ...
Паян вал тухрӗ пӑтранса.
Тапранчӗ Энӗш, Сӑр та Ункӑ,
Пӑлханчӗ канӑҫсӑр Ҫавал,
Выла ҫӗкленчӗ, ункӑн-ункӑн
Ҫӗпре пек йӑтӑнчӗ Кавал —
Юхтарчӗҫ пухӑннӑ ҫӳпе.
Хӗп-хӗрлӗ тӗссемпе тӳпе
Час-час унта-кунта сӑрланчӗ,
Сем тӗтӗм йӑвӑ йӑсӑрланчӗ...

Вӑраххӑн ҫитрӗ йывӑр вӑхӑт,
Хӑрушӑлӑх тӑрать умра.
Тӑшман ытла та юншӑн сӑхӑ —
Тӑрать тискеррӗн вӑл ҫумра.
Ҫара алпа тухаймӑн хирӗҫ.
Апла пулсассӑн парӑнас,
Е ҫул ҫинчен халь пӑрӑнас?
Пуҫра пӗр шухӑш: ватӗҫ, сирӗҫ,
Сунарҫӑсем пек хупӑрланӑ,
Ҫул урлӑ ҫакнӑ шӑнкӑрав:
Ҫав Михельсон пит хӑваланӑ,
Йӗрне ӳкернӗ Панин граф.

...Мал енӗ шурчӗ; Алтӑр ҫӑлтӑр
Ҫӗре шыв тӑкрӗ ӳпӗнсе.
Тумлатрӗ ҫумӑр чӑлтӑр-чӑлтӑр —
Ҫаран нӳрленчӗ йӗпенсе.
Пӗр сас та ҫук; ҫӑра юманлӑх
Ир умӗн лӑпкӑн тӗлӗрет.
Шырланлӑ вар та уҫӑ янлӑх
Ир сассипе кӑшт ӗнерет.
Тӳлек те шӑп, анчах та чӑтлӑх
Мӑкӑртатать пек ҫур саспа.
Кунта такамшӑн пулнӑ хӑтлӑх:
Ҫӳпленнӗ вырӑн турпаспа.

Кавруҫ ҫӳренӗ каллӗ-маллӗ, —
Канман-мӗн ҫӗрӗпе сукмак, —
Хускалнӑ ӑс пин пӑт чул аллӗ
Ахах пӗрчисене тупма:
Нумай вӗрсе, ҫапса алларӗ,
Тасатрӗ, пӑхрӗ уйӑрса.
Пуҫтарчӗ, тӑкрӗ, сапапарӗ,
Ҫӗр хут суйларӗ сӑвӑрса.
Пӗр ӑс тумлам; вӑл кӗҫ типет.
Пӗр тумлампа ҫеҫ кӳлӗ тумӑр,
Анчах та халӑх ӑсӗ — ҫумӑр.
Вӑл ҫуратать те, вӑл сиплет.

«Мӗн тумалла, — тет вӑл, — пӗлместӗп,
Ӑспа ниме те тӗллейместӗп.
Те пуҫ каска пек хӑвӑлланнӑ
Те кӑкӑрта тем тӑлӑланнӑ? —
Тӑрать ӑшра чун пусӑрнса,
Ӑна касса ыраттарать пек. —
Тахҫантанпа туяп: пырать пек
Ман мӗскӗн пурнӑҫ юхӑнса.
Хӑш чух шутлатӑп савӑнсан та:
Ытла юлхав-тӑр ман шӑпа.
Тепле ӑна хӑваласан та,
Ҫук, васкатаймӑн пушӑпа».

Хӑйне мӗн пусмӑрланине
Кавруҫ, ак, куҫ умне кӑларчӗ;
Пӗччен ларса хурланнине
Асра виҫме анчах хӑварчӗ.
«Кама хам ӗмӗтӗм ҫинчен
Шанса калам — вӗри чун кантӑр.
Каясчӗ тусӑмпа инҫе —
Пулни-иртнисене ӑс мантӑр.
Чечек! Вӑл ҫӑлтӑр... Яланах
Куҫ умӗнче тӑрать сӳнмесӗр.
Ас илейместӗп ҫӳҫенмесӗр —
Чӗре чӗнет, шырать ҫавнах».


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-10 18:38:22 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2510 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем