Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XVIII пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Кӗтмесӗр ҫитрӗ пысӑк хурлӑх,
Кӗрсе вӑл тухрӗ пур киле.
Паян кунччен ҫын ас илет:
Ял-йыш пурӑнаймарӗ пурлӑ,
Хӑтӑлаймарӗ выҫлӑхран.
Пулмарӗ ҫумӑр: ҫӗр — тӑхлан,
Пӗр шит те суха пуҫ илмерӗ.
Хӗвелӗ тӑчӗ пит хӗртсе:
Ӳсен-тӑран ларать типсе.
Хиртен пӗр пӗрчӗ тыр кӗмерӗ.
Чӑнах, йыша мӗн ҫитерен
Тыр пулмасассӑн пӳлмере?

Йӗпе ҫанталӑк: сивӗ ҫил
Кумать ял тӑрӑх каллӗ-маллӗ —
Ара, халь вӑл урам хуҫи.
Юлашкине вӑл силлӗ, аллӗ —
Хӗрхенмӗ пурнӑҫ юхӑнсан.
Этемӗн ӗҫӗ пит ӑнсан,
Кунран-кун пурлӑх хутшӑнсассӑн,
Унран инкекӗ ютшӑнсассӑн,
Кӗтмесӗр ҫитӗ ӑшӑ ҫил:
Кӗрсе тух, тейӗҫ, ӗҫ те ҫи,
Ан пӑшӑрхан, ан тунхӑслан,
Кунта нимрен те ан сыхлан.

Ытла аптрарӗ мӗскӗн халӑх,
Ӑҫта пырса эс мӗн тӑван?
Йӗри-тавра пӗр пек ҫанталӑк:
Е тар, е ут эс, е йӑван.
Ишут пуян; ун йӑтӑнаҫҫӗ
Тыр-пулпала ампар, кӗлечӗ.
Ҫӳлтен, тен, пӳлӗхӗн тивлечӗ
Пӗр уншӑн ҫех анать? Тӑмаҫҫӗ
Кӗреш ҫынсем услапланса,
Анчах мӗн тӑвӑн ҫӗр ҫунсассӑн,
Хӑр ҫил пус-хирсенче кумсассӑн,
Уйри тыр-пулӑ ӑнмасан?

Ишутӑн ҫитрӗ майлӑ вӑхӑт
Хӑй шухӑшланине тума.
Вӑл ашшӗнчен те хытӑ, сӑхӑ:
Пӗлет мулне ӑҫта хума,
Ӑҫтан илме, кама пама —
Каймасть ун ним те харама.
Тавра аптранӑ, халӑх выҫӑ, —
Тӑранаймастӑн хывӑхпа.
Ишут кивҫен парать — вӑл уҫӑ;
Курас тет усӑ пурлӑхпа.
Ҫак чыслӑ хӑтланни пит тавсӑр,
Анчах пулман вӑл пӗр сӑлтавсӑр.

Авалтанпа ял хыҫӗнче
Выртать илемлӗ шурлӑ лакӑм.
Вӑл карталаннӑ пур енчен
Вӑрманпала — тӑмасть варакӑн.
Пӑхсан, куратӑн-ха сӑртран:
Кунта илемлӗх, тулӑх, хӑтлӑх,
Анчах чӗр чунӗ ӑнсӑртран
Кӗрсен, тухман-мӗн — ҫӑтнӑ путлах.
Сӑмах-юмах пур: «Хан чури те
Кӗрсен, ун витӗр тухайман.
Пӗччен юлсассӑн арҫури те
Шур тӑрӑх ҫӳреме хӑйман».

Ишут шутлать: «Ҫӗн ҫурт тӑватӑп,
Чесменский граф пек, кирпӗчрен:
Балкон, мансарда, коллонада,
Аглицкий сад пырать вӗҫрен.
Халь пурлӑх пур, — камран кайра эп? —
Тарҫи те, выльӑх та, утсем...»
Пӗлет вӑл: ырӑ ҫӑтмахри пек
Пурнаҫҫӗ вырӑс улпутсем.
Ҫын крепостла тӑк — япала;
Улпут — хуҫа: сутать, илет,
Ҫын пурнӑҫӗ унран килет:
Улпут сунарҫӑ, ҫын — пӑлан.

Пуҫра хӗлхемленни Ишутӑн
Халь кӑварланнӑ кӑкӑрта.
Шӑпи тӑрсан та уншӑн кутӑн,
Ҫине тӑрса вӑл ҫавӑртать
Ӑна хӑй майлӑ. Шухӑш пысӑк,
Асра йӗркен вқл ӳкерет:
«Кунта шырлан ан пултӑр урӑх,
Ҫӑл алттарас кӑшт леререх.
Чул ҫурт уявсенче кӗрлетӗр,
Чӗртес аллея тип варта,
Ют ҫын, ют сас пырса ан кӗтӗр —
Йӗри-тавра тытас карта».

Аптранӑ халӑх; хӑтӑласшӑн
Вӑл ӗнтӗ выҫӑ вилӗмрен.
Пӗр хуйӑх, пӗр-пӗрне ҫӑласшӑн —
Йӑли пырать-ҫке ӗлӗкрен.
Ах, пурнӑҫ, пурнӑҫ, эс пур ҫыншӑн
Е чи йӳнни, е чи хакли.
Тен, ҫавӑнпах пуль ӗнтӗ уншӑн
Ялан тухать ҫул тумхахли.
Пул сан та хурлӑх кӑкӑрта,
Хӑй шанчӑкне этем салатмӗ...
Чӗри ҫеҫ тулашса тӑрать-мӗн
Ытла ӗшеннӗ тапхӑрта.

Шуралчӗ пӗлӗт; ир тӗтри
Иртмест-ҫке кун сути ҫӗнмесӗр...
Ишут киленнӗ: «Ӗмӗтри
Пулать-ха; килчӗҫӗ чӗнмесӗр», —
Лӑк тулнӑ халӑхпа ҫурт умӗ:
Ирпе ирех пырса кӗрр! ларнӑ.
Ишут пӗлет — кам, мӗн кӑларнӑ
Ҫынна килтен ҫак ыр ҫу кунӗ.
Вӑл шухӑшлать: «Пӗр хирӗҫмесӗр
Пырать телейӗм хам умра —
Ман сӑмахпа халь килӗшмесӗр
Тӑрас ҫук — пурте парӑмра».

Ҫынсем кӗтеҫҫӗ: хупӑ алӑк...
Ак ҫитрӗ вӑхӑчӗ аран.
«Ишут, Ишут!» — шуйланчӗ халӑх.
Вӑл тухрӗ сӑрлӑ хапхаран.
«Эсир кунта, — тет, — иртенпех;
Эп сирӗн сехмете сисетӗп,
Паян вӑл маншӑн та усал.
Эп сирӗнпе пӗрле тӳсетӗп —
Тӑрать мана та хупласа.
Пӗлетӗр, пур ман сутлӑх тырӑ:
Пуҫтарнӑ Атӑла леҫме.
Сире тӑвасшӑн эпӗ ырӑ —
Тырра халь хушрӑм валеҫме».

Пуҫ тайрӗ халӑх. Парӑма
Кӗрес пулать ӗнтӗ — ан савӑн.
Чулпа тултармӑн хырӑма.
Каллех итле, каллех халь авӑн.
Вӑл, пурнӑҫ, — ҫул. Ытла сӗвеккӗн
Пырать-ҫке шутсӑр юхӑнсан.
Утсассӑн та унпа тӳлеккӗн,
Ҫӗре лач ӳкӗн эс шуса.
Шӑпи ырхан ҫав, пит ҫинҫе,
Вун ҫичӗ саплӑклӑ кӗпи.
Алла ҫак пурнӑҫ тилхепи
Паян Ишутӑн аллинче.

Чашламара халь Ишута
Пӗр ҫын та парӑмсӑр юлмарӗ.
Кашни ун патнелле утать —
Тырри ҫимелӗх те пулмарӗ.
Ишут пӗрне укҫа парать, —
Тӳлемелле ун куланай, —
Вӑл теприне шалт кӑкарать:
Ҫӗрне тара илет ҫав май.
Ҫапла вӑраххӑн парӑнтарчӗ:
Вӑл хушнипе е тар, е ут.
Ял-йыш Ишутшӑн халӗ тарҫӑ,
Ишут ял-йышшӑн — чӑн улпут.

Пырать Ишутӑн пысӑк ӗҫ:
Вӑл пуйрӗ халь — ун пурнӑҫ тулӑх,
Ӳсет вӑй-хал; пулать ун кӗҫ
Юман кати, ҫӑл куҫӗ, улӑх.
Тин ашшӗ халалне вӑл уҫрӗ:
Кӑларчӗ ылтӑн арчаран,
Ун аллине саккунлӑ куҫрӗ
Леш Атӑл варринчи ҫаран.
Ҫынсем ал пусрӗҫ: ҫуркунне
Ишут ҫӗрне акма шантарнӑ.
Ҫулла ҫул утӑ; кӗркунне —
Ҫӳлтен мӑн сулӑсем антарнӑ.

Авалтанпах хура ҫӗре
Юратасси хисеплӗ, чӗрӗ.
Ял-йышшӑн ӗмӗр-ӗмӗрех
Тӑрантакан чи лайӑх ҫӗрӗ
Выртать сӗткенлӗ улӑхра.
Унпа ял-йышӗ тулӑхра —
Вӑл пурӑнӑҫ, пуянлӑх, ырлӑх.
Илемлӗ вырӑн: шыв, вӑрман,
Сӑрт айккипе пырать сӗм хырлӑх,
Ак таран кӳлӗ, шыв армань,
Хурамасем тип айлӑмра,
Ав, хӑвӑлланнӑ ват йӑмра.

Ку вырӑна Ишут сӑнанӑ,
Вӑл сиснӗ унӑн ырлӑхне.
Шутланӑ вӑл: «Хӑва хунанӑ;
Вӑл усӑсӑр; леш шурлӑхне
Тасатмалла; ҫӗн пӗвине
Кӑшт хӑпартас — ҫӑл шывӗ тултӑр
Е тӳрлетес те киввине —
Кунта «Ишутӑн шурӗ» пултӑр.
Йӗри-тавра чие чӗртес,
Шур пултӑр хир пек — тем сарлакӑш,
Вун тӗрлӗ пулӑ ӗрчетес,
Шурта йышлантӑр шурӑ акӑш».

Те ӑмӑрту ку, те хастарлӑх,
Шутланипе, тен, йӑнӑшать,
Анчах та халӑхшӑн — чуралӑх:
Шӑла ҫыртать те йышӑнать.
Ӑна курмасть Ишут, илтмест:
Этемлӗхне сӳнтернӗ пилӗ —
Ун ҫурӑмне халь тар витмест,
Сурмасть ӗҫ хыҫҫӑн алӑ, пилӗк.
Вӑл кунсерен хӗвел тухсассӑн,
Шура пырать: ҫынсем пур-и?
Чӗри тапать-ҫке пит хавассӑн,
Ун кунӗпе ырмасть ури.

Пуҫланчӗ ӗҫ; кун-кунӗпе
Шурта тар юхтарать ял халӑх:
Ҫамка та ҫурӑм йӗп-йӗпе,
Пит-куҫ ҫума ҫук вӑхӑт халӗ.
Ӗҫлеҫҫӗ: ҫаралать ката,
Тӳнеҫҫӗ юмансем салхуллӑн,
Кунта кӑклаҫҫӗ тунката,
Лере этем сасси ҫӗр хумлӑн
Ҫитсе шур тӑрӑх янӑрать.
Унта ҫын кӑткӑ пек: алтаҫҫӗ,
Купа тӑваҫҫӗ, салатаҫҫӗ...
Пӑхсассӑн куҫ та алчӑрать.

Ишут, — пулсан та чаплӑ ҫын, —
Тытать хӑйне ытла та сапӑр.
Хыпар ҫӳрет-мӗн: кӗпӗрнаттӑр
Ӑна парасшӑн пысӑк чин.
Кӑна пӗлет вӑл, ҫавӑнпа
Васкать — пуласшӑн дворянин.
Кунта ун ҫуккӑ хӑрани.
Ишут сисет: мулла, ӑнпа
Улпутсенчен кая юлман,
Нихҫан хӑравҫӑ ҫын пулман...
Анчах та кирлӗ ҫав тепри —
Патша ал пусна Манускрипт.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-05-04 21:15:34 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2531 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем