Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чакӑлтӑм

ЧакӑлтӑмТутарстанӑн Теччӗ районне кӗрекен чӑваш ялӗ.
Ялтан район центрне ҫитме 45 ҫухрӑм, Хусана — 205, Пӑвари чукун ҫул патне — 30 километр.

Тавралӑх

Ял Теччӗ хулинчен кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле, Теччӗпе Пӑва районӗсен чиккинче, Сӗве шывӗнчен 2 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Хулату пуҫӗнче XVI ӗмӗрте чиркӳллӗ карман-хула пулнӑ теҫҫӗ. Паян ҫав тӗлте бронза укҫасем, кил-тӗрӗшре усӑ куракан ӗҫ хатӗрӗсем, этем шӑммисем тупаҫҫӗ. Ҫак вырӑна ӑсчахсем тӗпчемен.

Урамсен халӑхри ячӗсем: Питенкас (Чапаев урамӗ), Аялкас (Ленин урамӗ), Тутаркас (Газинур урамӗ).
Вырӑнсем: Анат пӗви, Ҫырмапуҫ, Кашкӑр ҫырми, Лаптӑк ай, Хулату пуҫ, Ырсен ҫырми, Сӑса ҫырми. Ҫырӑхри вӑрмана «вӑрман» теҫҫӗ.

Ял историйӗ

Сӗве шывӗн сылтӑм ҫыранӗнче XVIII ӗмӗрӗн ҫурринче Чакӑлтӑм ялӗ ӳссе ларнӑ. Ӑна таркӑнсем пуҫарса янӑ — икӗ тутар ҫемйипе пӗр чӑваш ҫемйи. Халӑхра ял ячӗ тутарсен «чакылдым» сӑмахӗнчен тухнӑ теҫҫӗ: «Кая килеп чакылдым?» — «Ӑҫта килсе ҫаклантӑм?»
Вӑхӑт иртнӗ май ялта чӑваш ҫемйисем нумайланнӑ, 1812 ҫул тӗлне 15 чӑваш ҫурчӗ пулнӑ, вӗсенчен ытларахӑшӗ вӑтам хресченсем пулнӑ. 1917 ҫулхи революци хыҫҫӑн ял совечӗ йӗркеленӗ, унӑн пӗрремӗш председателӗ Сэнгэт Мавлютов пулнӑ, секретарӗ — Алексей Жарков. 1933 ҫулта икӗ колхоз йӗркеленӗ: «Ленин ҫулӗпе» тата «Чулпан».
Чакӑлтӑмра XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче шыв арманӗ, 1990-мӗш ҫулсемччен ӗҫленӗ ҫӑм таптаракан машина тата тимӗрҫ лаҫҫи пулнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 103 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 63-шӗ вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑнайман. Паянхи куна (2010) ялта икӗ вӑрҫӑ ветеранӗ пурӑнать: 1927 ҫулта ҫуралнӑ Аркадий Степанович Симаков тата 1925 ҫулта ҫуралнӑ Иван Сергеевич Морозкин.

Халӑх йышӗ

2009 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне Чакӑлтӑмра 61 хуҫалӑх шутланнӑ, 40 кил хуҫалӑхӗнче 124 ҫын пурӑннӑ. Вӗсенчен 70 хӗрарӑм тата 54 арҫын. Ӗҫлеме пултаракан вӑйпитти ҫынсем Чакӑлтӑмра 44 ҫын, пенсионерсем — 51, 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем — 15, 16 ҫула ҫитнисем — 11, шкул ҫулне ҫитменнисем — ?.
Нумай пурӑнакансем: А.Андреева 90 ҫулта (2010 ҫул), И.Морозкин — 84-ра, А.С.Симаков — 82-ре, Е.Кузьмина — 85 ҫулта.
Пӗтӗмӗшле илсен, чакӑлтӑмсем вӑтам пӗлӳ илнӗ, специалистсем — ятарлӑ вӑтам пӗлӳ е аслӑ пӗлӳ. Ялта усламҫӑсем ҫук.

Хуҫалӑх

Ял ал ӑстисемпе пуян теме пулать:

  • Алексей Тихонович Михайловӑн аллисем пуртӑ-сава тыткалассипе ылтӑн: ҫунасем те тӑвать, ача-пӑча валли йывӑҫран лаша каскаласа кустӑрмасем ҫине лартать, паллах, ут хатӗрӗсем те тӑвать.
  • Степан Никифорович Морозкин — ӑста платник;
  • Михаил Егорович Яркин — ҫӗвӗҫ;
  • Евгений Павлович Иванов — металпа, йывӑҫпа ӗҫлеме ӑста. Вӑл тата ҫӑматӑ та йӑваланӑ;
  • Луиза Степановна Семенова — хӑйӗн хитре тӗррисемпе ырӑ ят илнӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, ял халӑхӗ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетет, пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла ӳстерет. Кил-ҫурт ҫумӗнчи ҫӗр лаптӑкӗ 0,31-1 гектар. Колхоз салансан кашни ӗҫчене 4 гектар ҫӗр пайӗ уйӑрса панӑ. Ялта паянхи куна 10 кил хуҫалӑхне никам та пӑхмасть, пачах хуҫасӑр. Ӗҫлеме пултаракан ял халӑхӗ Х.А.Измайлов ертсе пыракан «Алга» тулли мар яваплӑхлӑ обществӑна ӗҫе кӗрӗшет. Хӑшӗсем вахта меслечӗпе ӗҫлесе Раҫҫей регионӗсене туха-туха каяҫҫӗ. Ял-йыш 26 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх, 21 сысна, 97 сурӑх, 6 лаша тытать (2010 ҫул кӑтартӑвӗсем).
Ялта лавкка, сысна самӑртакан комплекс пур.
1970-мӗш ҫулсенче яла шыв кӗртнӗ, урамсене колонкӑсем лартнӑ. Чакӑлтӑмра икӗ ҫӑл пур, вӗсене халӑх пӑхсах тӑрать. 1996 ҫулта яла газ кӗртнӗ, телефон кӗртнӗ ҫынсем ялта 15-ӗн.

Ҫыннисем

Культура

Ялти пуҫламӑш шкулта 4 ача вӗренет, клуб, фельдшерпа акушер пункчӗ пур.

Ялӑн престольнӑй праҫникӗ Михайла кунӗ — чӳкӗн 21-мӗшӗ. Ҫӑварние пӗтӗм халӑхпа ирттереҫҫӗ: лашасемпе катаччи чупаҫҫӗ, камитле сӑрланса конкурссемпе вӑйӑсене хутшӑнаҫҫӗ. Ҫимӗке те пурте пӗрле ирттереҫҫӗ.

1960 ҫулсем пуҫланиччен пысӑк уявсене ирттерме Теччӗ, Пӑва районӗсенчи ҫывӑх ялсенчен пур чӑваш та вӑрман уҫланкине пухӑннӑ. Паянхи куна массӑллӑ уявсене ял варринчи клуб умӗнче ирттереҫҫӗ. Клуб ҫумӗнче «Пилеш» фольклор ушкӑнӗ ӗҫлет (ертӳҫи Л.С.Семенова). Кунти драма кружокне Л.Е.Морозкина йӗркелесе ертсе пырать. Ҫак икӗ коллектив кашни уява хутшӑнать.

Ҫул-йӗр

Тархан–Пӑва трассинчен 500 метр асфальт сарман ҫулпа утсан Чакӑлтӑма ҫитме пулать. Эрнере пӗрре Теччӗрен рейслӑ автобус ҫӳрет.

Ҫыхӑну

Почта адресӗ: 422384, Тутарстан Республики, Теччӗ районӗ, Бакрчи ял тӑрӑхӗ.

Хушма каҫӑсем



 
Категорисем: Чакӑлтӑм
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-10-14 15:22:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3300 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем