Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хӗрлӗ Васан

Хӗрлӗ Васан (выр. Красный Вазан) — Чӑваш Республикинчи Шӑмӑршӑ районне кӗрекен поселок. Анат Чаткас ял тӑрӑхӗн йышне кӗрет.

Географи

Тутарстан Республикин чики ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Шупашкара ҫитме — 190 км, район центрне (Шӑмӑршӑ) ҫитме — 30 км, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине ҫитме — 105 км.

Истори

1929 ҫулта «Красный Вазан» ял хуҫалӑх эртелӗ пек йӗркеленнӗ. 1931 ҫултанпа — колхоз. Посёлок статусӗнче — 1931 ҫултанпа. 1929—1962 ҫулсенче тата 1965 ҫултанпа Шӑмӑршӑ районӗн йышне кӗнӗ. 1962—1965 ҫулсенче Патӑрьел районӗн йышӗнче пулнӑ.

Халӑх йышӗ

Ҫулсем тӑрӑх халӑх йышӗ:

  • 1932 ҫул — 28 кил, 138 ҫын.
  • 1939 ҫул — 59 арҫын, 94 хӗрарӑм.
  • 1979 ҫул — 57 арҫын, 72 хӗрарӑм.
  • 2002 ҫул — 23 кил, 49 ҫын (20 арҫын, 29 хӗрарӑм).
  • 2010 ҫул — 18 пайӑр кил хуҫалӑхӗ, 52 ҫын (25 арҫын, 27 хӗрарӑм).

Наци йышӗ — чӑвашсем.

Инфраструктура

Фельдшер пункчӗ пур.

Экономика

2010 ҫулта «Восход» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ ӗҫленӗ.

Паллӑ ҫыннисем


 
Категорисем: Хӗрлӗ Васан
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-03 22:19:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем