Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хумма Ҫеменӗ

Хумма Ҫеменӗ — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ. 1903 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашра ҫуралнӑ. 1936 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче самай вӑхӑт хушши йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн вилнӗ.

1934 ҫултанпа СССР ҪП пайташӗ.

Пурнӑҫӗ

Ялти пуҫламӑш, Шӑхасанти икӗ класлӑ, ун хыҫҫӑн ялти икӗ сыпӑклӑ шкулсенче вӗреннӗ. 1920 ҫулта Хусанта тухса тӑракан «Канаш» хаҫат редакцине тӑлмач ӗҫне вырнаҫнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗр йӗркеленӗвӗн техникумӗн каҫхи уйрӑмӗнче вӗреннӗ.

Чӑваш автономине туса хунӑ хыҫҫӑн редакципе пӗрле Шупашкара куҫнӑ. Хаҫатӑн литература ӗҫченӗ, пай ертӳҫи, явӑплӑ секретарӗ тата редактор ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 1926 ҫулта Вӑтам Азипе Кавказ ҫӗрӗсене ҫитсе курнӑ.

Пӗр вӑхӑт Ашхабадра тухса тӑракан «Туркменская искра» хаҫатра вӑй хунӑ. 1927-1932 ҫулсенче Шупашкарти типографире тӳрлетекен ӗҫӗсене туса пынӑ. 1932-1936 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература кӗнекисене пичете хатӗрленӗ.

Пултарулӑхӗ

Хумма Ҫеменӗ калавсемпе сӑвӑсем, повеҫсем, роман («Йӳҫлӗ-тутлӑ» ятли), очерксемпе статьясем ҫырнӑ, чӑвашла Н. Некрасов, А. Кольцов, А. Фет, Ян Райнис, Г. Тукай, У. Уитмен, В. Гюго, Д. Рид, В. Короленко тата ытти ҫыравҫӑсен ӗҫӗсене куҫарнӑ.

Пӗрремӗш калавӗ, «Выҫлӑх ҫул» ятли, 1923 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Пурӗ 10 кӗнеке кӑларнӑ.

Кӗнекисем:

  • «Юрӑ-сӑвӑсем» (1922);
  • «Выҫлӑх ҫулсем» (1924);
  • «Ача чухнехи» (1931);
  • «Суйласа илнисем» (1960);
  • «Штрум» (1975);
  • «Пирӗн вӑй» (1982);
  • «Воскресение Орфея» (Орфей чӗрӗлни, вырӑсла, 1987).

Вуламалли

  • Чӑваш литературин антологийӗ. Шупашкар, 2003, ISBN 5-7670-1279-2.


 
Категорисем: Хумма Ҫеменӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-09-25 20:06:14 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2343 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем