Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Филиппов Пётр Филиппович

Филиппов Пётр Филиппович — совет саманин тата Раҫҫейӗн виолончелисчӗ, педагогӗ, дирижёрӗ. Чӑваш АССР-ӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Чӑваш АССР-ӗн халӑх артисчӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер.

Пурнӑҫӗ

Пётр Филиппов 1916 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Чикмӗ уесӗнчи Пӗчӗк Катраҫ ялӗнче (1963 ҫултанпа ял Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗн йышне кӗрет) ҫуралнӑ.

1937 ҫулта Шупашкарти музыка техникумӗнче Л. Э. Остен-Сакен класӗнче вӗренсе пӗтернӗ. 1948 ҫулта Ленинградри консерваторинче Г. С. Михалёв класӗнче вӗренсе пӗтернӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

1932 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх симфони оркестрӗнче артист пулса ӗҫленӗ, 1948 ҫултанпа — ҫак оркестрта солист пулнӑ. 1959—1999 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн (1993 ҫултанпа — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ) оркестрӗнче артист пулса ӗҫленӗ.

Ҫав вӑхӑтрах 1948 ҫултанпа Шупашкарти музыка училищинче преподаватель пулса ӗҫленӗ. 1959—1960 тата 1968—1976 ҫулсенче ҫак училищӗре директор пулса ӗҫленӗ. Унӑн вӗренекенӗсен шутӗнче — Е. Фещенко, А. Н. Виноградов, А. Н. Дворников, Э. В. Соловьёв, Е. В. Назарова виолончелистсем тата ыттисем те.

Филиппов музыка театрӗнчи балет, опера тата оперетта спектаклӗсенче, ҫав шутра Ф. С. Васильевӑн пӗрремӗш наци «Сарпике» балетӗнче, дирижёр пулнӑ. Ф. М. Лукин, А. Г. Орлов-Шуҫӑм, А. М. Токарев, В. А. Ходяшев композиторсем виолончель валли ҫырнӑ темиҫе хайлава пӗрремӗш выляса кӑтартнӑ.

1999 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССР-ӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1950)
  • Чӑваш АССР-ӗн халӑх артисчӗ (1990)
  • Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин II степеньлӗ орденӗ
  • Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ
  • медальсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-03 23:18:39 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 16 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем