Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Умсӑмах (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ

Словар историйӗ акӑ мӗлле; 1922 ҫул ҫуркунне Опӗҫтӑвком пур учрештенисенче те хутсене чӑвашла ҫырмалла тесе текрет кӑларнӑччӗ/. Вӑл текрета ӗҫе кӳртсе пымашкӑн Тытӑм Пайӗ ҫумӗнче, Опҫутпайӗнче, тата чӑваш писсаттӗлӗсен ушкӑнӗнче Комиҫҫисем тунӑччӗ. Ҫав Комиҫҫисенче виҫҫӗшӗнче те епӗ ӗҫлекелерӗм. Ӗҫлеме пуҫласанах Комиҫҫисем пур те чӑваш чӗлхинче кӗнчелер терминӗсем ҫукки ҫине такӑнса ӳкрӗҫ, кайран-кайран ним тӑваймасӑрах саланса кайрӗҫ. Ҫав вӑхӑтра епӗ, кӗнчелер ӗҫне пӑртак пӗлекенскер, кӗнчелерте кирлӗ терминсене ҫырса тухрӑм. Вӗсенчен хӑшне чӑвашла куҫарма май килчӗ, куҫарма май килменнисене алхвавит тӑрӑх ҫырса тухрӑм: манӑн 600 сӑмаха йахӑн пухӑнчӗ. Анчах кайарах, чӑваш чӗлхине реалисатсилес ӗҫ сӳнсе ларсан, манӑн терминсем никама тӑ кирлӗ пулмарӗҫ. Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен словарӗ кунран-кунах кирлерех пулса пынине курса, "Канаш" хаҫат ҫинче те йут сӑмахсем нумайланса пынине кура, епӗ, пуҫланӑ ӗҫрен мӗн те пулин тухӗ тесе, словар ҫырма тытӑнтӑм. Словарсем ҫырас ӗҫ — манӑн ӗҫ мар вӑл, ку таранччен епӗ унпек ӗҫпе ҫыхланман ҫавӑнпа ҫак словарӑн айӑпӗсене нумайах шырама кирлӗ мар пулӗ тетӗп: вӗсем вӗреннӗ ҫынсене ахалех нумайӑн курӑнса тӑраҫҫӗ пулӗ. Кирлӗ сӑмахсем кӗмесӗр пулни, кирлӗмаррисем кӗрсе выртни те пури тен; мушӗт хӑшне-хӑшне ытла та йумӑш ӑнлантарса панӑ пулӗ — пелместӗп.
Хам ӗҫре епӗ пуринчен ытла икӗ словарпа усӑ куртӑм: пӗри „Популярный политический словарь" Волина, Кривцова и др., тепӗри — „новый карманный словарь иностранных слов" Майданова и Рыбакова. Ытти словарсем (Тавкина, Ефремова, Павленкова) сайра хутра анчах кирлӗ пулкаларӗҫ.
Малтан епӗ словар ҫине политтиккӑ сӑмахӗсене анчах мар, авалтанпах халӑх хушшинче ҫӳрекен сӑмахсене те кӳртме шутланӑччӗ, кайран вӗсене, ЧУС хушнипе кӑларса пӑрахмалла пулчӗ.
Словарӑн орхвокрахви айӑпӗсене пӗрне те хам ҫине илместӗп: епӗ мӗлле ҫырма хушнӑ — ҫаван пек ҫырнӑ.
Ман шутпа ҫак словар йалти шкултан вӗренсе тухнӑ ҫынна хаҫатсем, йе урӑх кӗнекесем вуланӑ чух питӗ кирлӗ йапала. Малашне ҫакӑн йышши словарсем татах та кӑлармалла пулӗ тетӗп, ҫавӑнпа ҫак словарпа усӑ куракансене словарӑн айӑпӗсем ҫинчен мана, йе чӑваш Кӗнеке Уйрӑмне (Чувашиздата) пӗлтерме ыйтатӑп.

Ванеркке.
Шупашкар, Опполитҫут. 1924 ҫ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-04 11:50:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3306 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем