Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Умсӑмах (ГКЧХИ)

Тӗнчере темӗн тӗслӗ (тӗрлӗ) халӑх пурӑнать. Ҫав халӑхсем пурте пӗр пек мар: хӑшӗ мӑн йышлӑ, хӑшӗ сахал йышлӑ; хӑшӗ вӑйлӑ, хӑшӗ ырхан; хӑшӗ ӑста, хӑшӗ ӑстана пӗлмест; хӑшӗ нумай вӗренсе чапа тухнӑ, хӑшӗ теттӗмре пурӑнать; хӑшӗ пит авалранпа паллӑ тӑрать, хӑшӗ нумай пулмасть куса курӑна пуҫланӑ.
Кирек мӗнле халӑхӑн та пурӑнӑҫӗ пурӑннӑҫемӗн улшӑнса пырать: авал халӑх пӗр евӗрлӗ пурӑннӑ, халӗ вал урӑх евӗрлӗ пурӑнать. Епле пӗччен зтем ҫуралать, ҫнтӗнет, вӑй питти пулать, унтан ва-тӑлса вӑйсӑрлӑнать, кайрантан кайран вилсе каять, — ҫавӑн пекех халӑхсем те: шӑтаҫҫе, ӳсеҫҫӗ, вӑйланса пыраҫҫӗ, вӑйланса ҫнтеҫҫӗ, унтан малалла кайми пудаҫҫӗ, кайрантан кайран нӗтсе лараҫҫӗ, пӑ-чӑланаҫҫӗ. • ^
Епле пӗччен этем хӑй пурӑнӑҫне лайӑхрах нрттере.сшӗн, хӑйне хӑватлӑ, чаплӑ тӑвасшӑн, хӑй пурӑнӑеӗнче сӑвапа тухса, ытти эте-мс ырӑ курсе хӑварасшӑн, ~ ҫавӑн пекех кирек мӗнле халӑх та, хӑй кӑмӑлӗ туртнӑ тарах, чапа тухма, вӑйлӑланма, пур тӗнчерн халӑхсем асӑнмалӑх ырӑ ӗҫсем тӑвасшӑн тӑрӑшать. Халӑх епле ҫу-ралса ҫитӗнни ҫинчен, епле вал хӑй ӗмӗрӗнче лурэннн ҫи'мчен, епле чаплӑ япаласем, ырӑ ӗҫсем туни ҫинчен каласа кӗнекесем ҫыраҫҫӗ. Ҫавӑ халӑх ӗмӗрӗ ҫн'нчен каласа кӑтартакан кӗнекене «Халӑхӑн историй ӗ» теҫҫӗ.
Истори кӗнеки вал пур вӗреннӗ халӑх сен те пур. Епле пӗччен сын хӑйӗн иртаӗ пурӑнӑҫне аса илсе кӑмӑлнс пусарать, хӑй пурӑнӑҫӗ ҫинчен каласа ытти ҫынсене хӑйпе паллаштарать, вӗсене тӗ-лӗнтерет, хӗпӗртеттерет е хурлантарать, вӗсене епле пурӑнсан мӗн пуласса пӗлтерсе вӗрентет, — ҫавӑн пекех халӑхӑн историнӗ те ҫав халӑх ҫинчен ытти халӑхсеке каласа пӗлтерет, вӗсене пурӑнӑҫ йӗр-кине катартса парать. Епле кирек кам та хӑйен ятлӑ ват аслашшӗ-семпе, пӗлӗш-хурӑнташӗпе (рутнипе) мухтанать, ҫавӑд пекех халӑх та хӑйӗн иртнӗ иурӑнӑҫне аса илсе мухтанать, йывӑр самана* ра хӑйне хӑй лйнлантарать, малалли пурӑнӑҫӗ валли те вӑй-хӑват «лет.
Истори кӗнеки вал чуна пит с.авӑнтарака«4 1йдршке тярантаракан усӑллӑ кӗнеке. Ют халах исторнйӗ те чуна килентерет, харпӑр хӑй историйӗ тата пушшех пӗтӗм чуна ҫӗклентерсе вӗҫтерет: чӗре-ие хытӑрах таптарать, хӑш чухне куҫҫулӗ кӑларать. Истори кӗне-ки тата акӑ мӗнтен паха. Камӑн истори пур, ҫав халӑха ытти ха-лӑхсем те ытларах хисеплеҫҫӗ.Цурӑнӑҫа ҫӗнетаӗ чухне и< горилле халӑха ытларах хисеплесе аелӑрах вырӑн иараеҫӗ, ирӗк те ытла-! рах параҫҫӗ. Ҫапла ӗктӗ харпӑр хай халӑхӑн историке пӗлни, ҫав историе ҫырни пит кирлӗ. япала.
Пирӗн, чӑватӑн, авал хамӑр чӗлхепе ҫырнӑ истори кӗнеки цур-рине ку таранччев пӗлместцӗр эпир. Вырӑссе.м: чйиаш кӗнекине ӗне ҫисе Я'яӑ, теҫҫӗ. Ҫакӑ сӑмах те мӑгакӑл сӑмахӗ анчах, те чӑвашӑн авал кӗнеке пулняяе асгутарать. йв^'.:;
Чӑваш кӗнеки тени вал «чӑваш историйӗй тата «чӑваш халӑхӗн халапӗ-сӑвви (литература) е чӑваш ҫырӑвӗ» тени пулмалла. Кам пӗлет: тен^ ҫав сӑмахӑн чӑннийӗ те пуле, — чӑвашӑн та авал хӑ~ йӗн истори кӗяеки пулнӑ нуле, анчах ҫав кӗнеке вӑрҫӑсем вӑхӑтӗн-че пӗтме, ҫунса кайма пултарнӑ. Вырӑс чӗлхипе чӑвашӑн авалхи пурӑнӑҫӗ ҫинчен ҫыркалзнӑ, анчах «чӑваш историке» тепе ҫырнӑ кӗнеке пулман халӗ. .Чӑвашла «чӑваш историйӗ» тесе датнӗ ^улта (1917 ҫ.) «Хыпар» ятлӑ хаҫатра Турхан Энгри ҫьфчӗ. Анчах вал чӑваш историне ҫыраймарӗ: чӑваша ҫуратакан гӗп халӑхсем ҫинчен анчах каласа кӑтартрӗ. Ҫапла ӗнтӗ пирӗн хамӑр халӑхӑн историйӗ ҫинчен ҫырнӑ чӑвашла кӗнеке ҫук темелле.
Анчах хамӑр истори кӗнеки кирли пит лайӑх курӑнса тӑрать. Хамӑр халӑхӑн иртнӗ пурӑнӑҫне пӗлмесӗр ют халӑхсем мар, эпир хамӑр та хамӑр камне пӗлместпӗр, сӗм вӑрмантн пек пурӑнатпӑр. Хамӑр халӑхӑн авалхи пурӑ'нӑҫне пӗлмесӗр эпир хамӑра нимӗн вы-рӑнне те хуми пултӑмӑр, хамӑршӑн хамӑр ҫынсем умӗнче вӑтанса, «чӑваш» тесе чӗнесрен хӑраса ҫӳрекен нултӑмӑр.
Урӑх халӑхсен истори кӗнекисене вуласа вӗсене хисенлеме вӗре-нетпӗр; хамӑра пит мӗскӗне хурса хамӑр халӑха урӑх халӑхпа улӑштарма тӑрӑшатпӑр, хамӑр та, пӗчӗк ачасем пек, хамӑр камне пӗлмесӗрех часрах вырӑс, е тутар, е пушкӑрт пулм а тӑрӑигатпӑр.
Малалла пирӗн те чӑваш историне пӗлсе тӑмалла пултӑр, хамӑр чӑваш халӑхӗн истори кӗнеки пултӑр тесе; эпӗ ҫак кӗнекене сыра с терем. Анчах манӑн кӗнекене «чӑваш исгорпйӗ» тесен ытлашши сӑмах пулать, кӗнекене тнвӗҫсӗр мухтани пулать: хамӑр халӑхӑн " историне лайӑх хӑн ҫырас тесен пайтах ӗҫлемелле - тӗрлӗ чӗлхесем вӗренмелле, тӗслӗред кӗнекесем: пӑхса тукмилла, гӗрлӗ авалхи ҫы-русене шыраса гупса нӑхса туьмалла, тӗрлӗ халӑха сӑнаса чӑ-вашяа танлаштарса пйхмалла, темен чухлӗ чӑваш к»ррисене, авалхи ю'махеене, халапсене, авалхи пурӑняҫ ҫинчен калина чӑваш сӑ-маххисенс иуҫтарса, вӗсем мӗнс пӗлтермине, тӗггчемелле,
Ҫав ӗҫс пӗр сын туса ҫитереес ҫук. Дна тума аур ҫырӑва пӗляӗ-4 пел мел чӑвашӑн пулӑшмалла. Улӗмреи ҫав эйӗ каланине тусассӑн, чӑваш хушшинче чаплӑ кӗнекеҫӗсем тухӗҫ; вара весене чӑваш ис-торийӗн кӗнекине ҫырма аван пулать. Халӗ, ку кенекере, эпӗ ку таранччев чӑвашӑн иртнӗ пурӑнӑҫӗ ҫинчен мӗн пӗлвине анчах кӗс-кен ҫырас терем,
Хамӑр чӑваш историйӗ ҫинчен эпӗ. хам ҫав ӗҫе юратнипе анчах ҫыратяп. .Пайӑх тӗпчес.е. ҫырма нӑхӑт ҫитменни мана пит муталать. Ҫавӑнпа ҫакӑ манӑн кӗнекене вулакан пур ҫынна. та килӗшмӗ те. Ҫавӑн пек ҫынсем мана пи тех ан ӳпкелеччӗр.
Манӑн юрӑхсӑр кӗнеке хамӑр чӑваш халӑхне мӗн чухлӗ те пулин усӑ кӳрсессӗн эпӗ савӑннӑ пулӑттӑм. Кӗнекине тиркекен пулсан та кӗнеки мӗншӗн килӗшменнине мана каласан эпӗ ҫав ҫынна пит тав тӑвӑттӑм.

Ҫыраканӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-19 00:23:55 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3591 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем