Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӑвайри чул палӑкӗсем

Тӑвай ял ҫывӑхӗнче чул палӑк пулнине В.Д.Димитриев профессорӑн "Чувашские исторические предания" кӗнекинче вулатпӑр: "... в урочище Чикету близ села Янтикова /того же района/ стоял намогильный камень, под которым якобы похоронен знатный человек" /с. 64/. Паянхи куна чул палӑк сыхланса юлман. Пӗр-пӗрне хирӗҫлекен статьясем ҫеҫ ҫак палӑк ҫинчен аса илтереҫҫӗ.
"Дела и люди Янтиковского района" кӗнекере ҫырнӑ тӑрӑх, 1948 ҫулта палӑк патӗнче чавнӑ, камсем чавнине асӑнман. Ҫав ҫулах Елчӗк районӗнче археологсем ӗҫленӗ, ҫавсем пулман-ши чавакансем /чӑнахах ҫав ҫул чавнӑ пулсан/? Асӑннӑ кӗнекерех чул палӑк 1940 ҫулччен ларнӑ тесе палӑртнӑ. Ун пек пулсан, 1948 ҫулта хӑш тӗлте чавнӑ? Пӗчӗк тӗпчев тунӑ хыҫҫӑн хальлӗхе виҫӗ вырӑнта чул палӑк пулнӑ пек курӑнать.
Пӗрремӗшӗ — хальхи Тӑвай масарне каякан ҫултан /халӗ ку ҫулпа усӑ курмаҫҫӗ/ Ҫӑлпуҫ ялӗ еннелле, сӑрт ҫамкинче. Ҫав вырӑнарах пӑр сирпӗтме илсе килекен ҫар хатӗрӗ тытмалли склад пулнӑ. Ҫак палӑк патӗнче чӑнах та чавнӑ иккен, анчах ҫак ӗҫ 1956 е 1957 ҫулсенче пулса иртнӗ. Чаваканӗсем Тӑвай ял ҫыннисем пулнӑ. Пӗри — Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче вӗрентнӗ П.А.Андреев. Хӑйне пулӑшма вӑл Н.Д.Димитриева /Мӗтри Кулине/ явӑҫтарнӑ /1929 ҫ. ҫ./. Шел те, Павел Андреевич пирӗнтен уйрӑлса кайни чылай пулать. Николай Димитриевич вара пӗлтӗр ҫапла каласа пачӗ:
— Палӑк патӗнче чавсан ҫын шӑммисем тупӑнчӗҫ. Пытарнӑ чух шӑтӑка тарӑнах чавман, 50 см яхӑн ҫеҫ. Йӑлтах чӑваш йӑлипе пытарнӑ, хӗвел тухӑҫ еннелле пӑхтарса вырттарнӑ.
Ҫынни вӑрӑм пӳллӗ, ҫамрӑк арҫын пулнӑ пулас. Павел Андреевич пытарнӑ ҫыннӑн ура шӑммисене хӑйӗннипе виҫсе пӑхнӑ та, вӑл ун ҫӳллӗшех пулнине палӑртнӑ /хӑй вӑл - 180 см/. Шӑлӗсем пурте вырӑнта пулнӑран ӑна ҫамрӑк тесе шутланӑ. Шӑмӑсем ҫӑка хуппи ӑшӗнче выртнӑ, тупӑк тавраш пулман. Тӗлӗнмелле, анчах ҫӑка хуппи ҫӗрмен. Унӑн шучӗпе, ҫак палӑк вырӑнне вӗсенчен маларах та такамсем чавса пӑхнӑ.
Чавнӑ вырӑнта 30-35 см тӑршшӗ ҫӗҫӗ тупнӑ. Ҫӗҫӗн аври пулман, ҫӗрсе
кайма пултарнӑ тесе шутлать. Ҫӗҫӗ тутӑхнӑ, япӑхнӑ /юри начар ҫӗҫӗ чиксе янӑ тесе шутлать/. Тепӗр япала — атӑ тӗпне ҫапмалли такан. Ҫынна атӑ тӑхӑнтартса пытарнӑ пулать. Тата тепӗр питӗ кӑсӑк япала тупӑннӑ: пӳрнене тӑхӑнтартакан ҫӗрӗ. Унта темиҫе сас палли, сӑмах сыхланса юлнӑ. Ҫӗрӗ ылтӑнран та, кӗмӗлрен те мар, анчах тутӑхман, сас паллисем те лайӑх курӑннӑ.
Чул палӑк ҫутӑ кӑвак чултан е хӑмӑртарах тӗслӗ кӑвак чултан пулни паллӑ. Палӑк сарлакӑшӗ 60-70 см, хулӑнӑшӗ 25-30 см, ҫӳллӗшӗ 140-150 см /ҫӗр ҫинчен 90-100 см тухса тӑнӑ, ҫӗр ӑшне 50 см тарӑнӑш чавса лартнӑ. Палӑк ҫырнӑ енӗпе тухӑҫалла пӑхса ларнӑ, ҫав еннеллех кӑштах тайӑлнӑ. Николай Димитриевич шучӗпе, палӑк айккисене тимӗр япалапа якатнӑ /карьертан кӑларсанах чул ҫемҫерех, кайран вара хытать/. Ҫырнӑ енӗ якарах пулнӑ. Палӑк ҫинче икӗ йӗркеллӗ ултӑ-ҫичӗ сӑмах пулнӑ, теҫҫӗ. Вӗсене тарӑнлатнӑ йӗрпе рамкӑна илсе ҫавӑрнӑ пулать. Павел Андреевич каланӑ тӑрӑх, сӑмахсене араб чӗлхипе ҫырнӑ /вӑл Шупашкарти пединститутран вӗренсе тухнӑ/.
Палӑкӑн ҫӳлти пайӗ тикӗс, ҫавракалатса туман. Анчах палӑкӑн ҫӳлти, ҫавракалатса тунӑ пайне ватма та пултарнӑ.
П.А.Андреев ҫакӑнта тупнӑ авалхи ҫӗрре Шупашкара кайса кӑтартнӑ. Ун чухне ҫӗрӗ ҫинче ҫырнӑ сӑмахсене вулайман. Ҫакна та палӑртас килет, Чӑваш Республикинче археологсем ҫӗрӗсем тупкаланӑ, анчах ҫӗрӗ ҫинче ҫырнине литературӑра кӑтартман.
Кайран, арӑмӗсем хирӗҫленине пула, тупнӑ япаласене шӑмӑсем патне каялла кайса чикеҫҫӗ. Чул палӑк ванман пулнӑ. Пӗр вӑхӑт сӑрт ҫамкинче выртнӑ вӑл, каярахпа ӑна ҫырманалла кустарса янӑ пулать. Палӑка Ҫӑлпуҫӗнчен Тӑвай шкулне 1956, 1957 ҫулсенче вӗренме ҫӳренӗ ачасем курма пултарнӑ. Вӗсем палӑк патӗнче вылянӑ та пулать. Палӑк ҫав тӗлтех ҫӗрпе хупланса выртма та пултарать. Тӑвайӗнче пурӑнакан пӗр-пӗр ҫын киле илсе кайма та пултарнӑ.
Тупнӑ япаласем археологи тӗлӗшӗнчен хаклӑ пулма пултараҫҫӗ. Мана ҫӗрӗ питӗ кӑсӑклантарчӗ. Мӗншӗн тесен ҫӗрӗ ҫинче тем ҫырнӑ, тата вӑл пӗрре те тутӑхман. Кун пек тӗслӗх Индире Дели хулинче Кувват-Уль-Ислам мечӗт /ХII ӗмӗрти/ картишӗнче пур. V ӗмӗрте индуссем тимӗртен колонна /юпа/ лартнӑ, кайран ҫав вырӑнта мечӗт ҫӗкленнӗ, анчах палӑк-юпана текӗнмен. Колонна ҫинче ултӑ йӗрке санскрипт чӗлхипе ҫырни пур. Колоннӑна 1500 ҫул каялла лартнӑ пулсан та вӑл хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса ҫеҫ ларать, пӗрре те тутӑхман. Паянхи кун та ученӑйсем хурҫӑ /тимӗр/ составне, ӑна мӗнле шӑратнине пӗлмеҫҫӗ. Тата мӗншӗн колонна 24 фут /731см 52 мм/ ҫӳллӗш?
Пирӗн ӗлӗкхи мӑн асаттесен пӗр йӑхӗ, Ашина йӑхӗсем, Алтайра /III-V ӗмӗрсенче/ руда кӑларса тимӗр шӑратнӑ. Тупнӑ ҫӗррӗн тимӗрӗ ҫак колонна тимӗрӗпе пӗр пек пулсан, чавнисем ӑҫтан тухнине ҫирӗплетекен чӗрчӗлӗх пулма пултарать. Ӗлӗк чӑваш патшисен ҫӗрӗ тӑхӑнса ҫӳрес йӑла пулнӑ.
Иккӗмӗш палӑк ҫинчен Тӑвайри тепӗр ҫын каласа пачӗ. Ана вӗсем ӑнсӑртран, ача чухне, вылямалла чавсан тупнӑ /1959-1960 ҫулсенче/. Шӑмӑ тавраш тупман. Палӑк халӗ те ҫав вырӑнтах варӑнса выртать пулмалла. Пӗрремӗш палӑкран ҫурҫӗререх, 500-700 метр инҫӗшӗнче, тимӗр-бетонран тунӑ аркӑллӑ склад ҫывӑхӗнче. Пӗрремӗш палӑкран лутрарах пулнӑ /100 см/, ҫӳхерех те /20-25 см/. Ҫырасса руно паллисемпе ҫырнӑ пулать /калакан ҫын та кайран пединститут пӗтернӗ/. Ҫавнашкал ҫырупа Алтайра усӑ курнӑ, ҫавӑнпа та ку палӑк чылай ватӑрах пулма кирлӗ. Ҫав вырӑнта масар пулнине никам та пӗлмест.
Икӗ ҫул каялла "Аниш" тӑрӑхӗнче /Тӑвай сӑртӗнчи/ ҫула тарӑнлатнӑ чухне ҫак палӑк экскаваторщиксен куҫӗ тӗлне лекет. Чӑнкӑ траншея хӗрринче "Йывӑҫ ӳкерчӗкӗ" курӑннӑ пулать. Ҫав ҫӗр айне пулнӑ йывӑҫ Чикетура ӳснӗ чӑвашсен Ама йывӑҫӗ пулман-ши? Чул палӑка та тӑшмансенчен сыхласа пытарнӑ пулӗ.
Икӗ палӑкӗпе ҫыхӑнса тӑма пултаракан тепӗр япалана та асӑнмалла. Пылак шыв кӑларакан цехран ҫӳлерех ҫӑл пур /тараса евӗр тунӑскер, тимӗр-бетон кӑшалпа/. Ҫав ҫӑлтан ҫӳлерех, "Аниш" ҫул ҫывӑхнерех экскаваторпа хура тӑпра илнӗ /пӗр 400-500 тӑваткал метр/. Хура тӑпра илнӗ ҫӗрте /30-50 см таранӑш/ кӗл йӗррисем ҫиеле тухнӑ /5-10 см хулӑнӑш вӗсем/. Ҫак вырӑн е Чикету-Киремет вырӑнӗ, е ӗлӗкхи чӑвашсем авалхи тӗн йӑлипе вилнисене асӑнса апатланнӑ вырӑн пулма пултарать.
Виҫҫӗмӗш палӑк /пулнӑ е ҫук/ Чӗкету /Чикету/ вырӑнӗпе ҫыхӑннӑ. Мӗншӗн тесен Тӑвайсем Чӗкету /Чикету/ тесе акшар чулӗ кӑларакан карьерпа Тӑвай ялӗ хушшинчи сӑрта та калаҫҫӗ. Анчах никам та унта палӑк пулнине ас тумасть. Сӑртран аялта, чӑнах та, ӗлӗкхи тӗне кӗмен чӑвашсен авалхи масар вырӑнӗ пур.
Пирӗнтен маларах пурӑннӑ ҫынсем те Тӑвайри чул палӑкпа кӑсӑкланнӑ. Вӗсенчен пӗри - Г.Г.Спиридонов /1900-1988 ҫ.ҫ./. Унӑн ашшӗ Тӑвайӗнче чиркӳ настоятелӗнче ӗҫленӗ, И.Я.Яковлевпа туслӑ пулнӑ. Геннадий Гаврилович Свердловск хулинче пурӑннӑ, 1930 ҫулччен Тӑвайӗнче пурӑннӑ, семинари пӗтернӗ. 1930 ҫулта ӑна виҫӗ ҫула ссылкӑна яраҫҫӗ. Кайран вӗренет, медицина наукисен кандидачӗ пулса тӑрать. 1983 ҫулта /хӑй 83 ҫулта пулнине пӑхмасӑрах/ Хусанти патшалӑх музейне чул палӑк пирки ҫыру ҫырать. Хусантан ӑна ҫакӑн лек пӗлтереҫҫӗ: "Чул юпа — Ылтӑн Урта е Хусан ханстви вӑхӑтӗнчи палӑк".
Хусанти патшалӑх музейӗн ҫавӑн пек хуравлама мӗнле те пулин документсем пулнӑ ахӑр. Ҫак палӑка Хусан университечӗн ӑсчахӗсем революцичченех килсе пӑхма пултарнӑ. Анчах мӗнле документсем ярса панӑ вӗсем патне Г.Г.Спиридонов? Районти музейра ҫак чул палӑкӑн сӑн ӳкерчӗкӗ те ҫук, мӗн ҫырнине те пӗлместпӗр.
Тӑвай сӑртӗнчи икӗ палӑк пирки Чӑваш патшалӑх гуманитари институтне кӗрсе пӗлтертӗм. Археологи уйрӑмӗн заведующийӗ Е.Г. Михайлов хӗле кӗриччен ҫынсем яратпӑр тесе шантарчӗ. Каярахпа Е.П.Михайлов ертсе пыракан археологсем Введени соборӗ ҫумӗнче чавнӑ пирки ҫынсем ҫитменнипе, 2006 ҫулта килме пулчӗҫ.
Ҫакӑ та пӑшӑрхантаратъ — вӑхӑт шӑвать, пӗлекен ҫынсем ватӑлса пирӗнтен уйрӑлаҫҫӗ. Кайран кам кӑтартӗ археологсене палӑксем пулнӑ вырӑна? Май килнӗ таран тӗпчев ӗҫне хӑвӑртрах туса пымалла.

В.АЛЕКСАНДРОВ.
Тӑвай ялӗ.
Хыпар, 2006, ҫӗртме, 28


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-03 12:23:41 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8361 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем