Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Туркай — су(ӳ)рреалист

Турӑ кайӑкӗ пулма ҫӑмӑлах мар пулас. Ҫамрӑк поэтӑн тапса тӑракан туйӑмӗпе Маяковскилле ал-ура хусканӑвӗн хӗрӳлӗхӗ пӗрисене илӗртет (уйрӑмах сисӗнчӗклӗ чӑваш пикисене), теприсене тарӑхтарать… Урӑхла каласан, лӑпкӑ идиллин картине лармасть Туркай поэзийӗ, ансат сӑмахсемлӗ пулин те.

Нумаях пулмасть Туркайӑн чӑваш тӗнчине кисретнӗ ҫак йӗркесем янраса кайрӗҫ («АУ», 1992, 1 №):

Сурас килет мӗнпур тӗнче ҫине,

Унтан вара сысса хурас килет!...

Сӑвӑри ҫак йӗркесем пурне те шалт тӗлӗнтерчӗҫ: тусӗсене те, тус маррисене те. Раиса Сарпи, космосран килекен «сасӑсемпе» туслӑскер, хӑйӗн ҫӗр ҫинчи поэт ӗҫтешӗн ҫак йӗркисене питӗ сивлерӗ.

Ҫав териех кураймасть-ши хӑйӗн тӗнчине Туркай?

Ҫук пуль, ахаль ҫынран та хытӑрах юратать вӑл ӑна, ҫак тӗнчешӗн сӑвӑ ҫырас талантне кӑна мар, чӗрине кӑларса пама хатӗр. Тупсӑмӗ те ансат: поэт пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑма юратмасть, хӑйне шырать (туйӑм шайӗнче), ҫавӑнпах хальччен никам каламан сӑмахсене персе ярать (кунта ытти поэтсен пӗрпеклӗхӗнчен хӑтӑлас тени те пур-тӑр). Хӑй сисмесӗрех, Туркай сюрреалистла сулӑнчӑка туртӑнать (хальлӗхе туйӑм шайӗнче). Хушӑран Сальвадор Дали сюрреалист-художникран та вӑйлӑрах (паллах, хальлӗхе форма шайӗнче мар-ха). Хӗвеланӑҫ художникӗ пӗр ӳкерчӗкӗ айне, хӑйӗн амӑшне вилесле юратнӑ пулин те, ҫапла ҫырса хунӑ пулнӑ: «Эпӗ хамӑн анне ҫине сурса хуратӑп». Туркай вара малтан сурса хурать, кайран — …

Сюрреалист текенни яланах лӑпкӑлӑха, ҫывӑрттарса яракан пурнӑҫ килӗшӗвне хирӗҫ тухать. Луис Бунюэль кинорежиссер (каллех «ҫӗрӗк» хӗвеланӑҫӗнчен!) вӗсем ҫинчен ҫапларах калани паллӑ: «Сюрреалистсем литература е живопись историне кӗме пит тӑрмӑшмаҫҫӗ те. Чи малтан вӗсем, хӑйсен нимӗнех те пулман пулин те, пӗтӗм чунтан ҫут тӗнчене тата пурнӑҫа улӑштарас тесе канӑҫсӑрланаҫҫӗ».

Акӑ, чӑваш поэчӗсем мухтаса пӗтернӗ «шурӑ Шупашкар» Туркай сӑввинче («Аталану», 1992, 1№) каллех пирӗшти пек мар, урӑхларах, каллех «вӑрҫтармалла» хакланӑскер. Шупашкар сӑвӑҫӑн «айван», «чухӑн», «тамӑк», «чӑваш мӑшкӑлӗ, мухтавӗ» т. ыт. те. Некрасовла ӗнӗрлени те мар ку, поэтӑн «Эпӗ» тесе каланӑ ыратӑвӗ. Ҫав ыратӑва эпир хӑнӑхманла сӑнлать ҫеҫ Туркай. «Раҫҫей» сӑввинче те («Аван-и» 1992 ҫулхи, ахӑртнех, Ельцин Шупашкара килнӗ тӗле кӑларнӑ 33 №-ӗ) ҫакнашкал ырату-туйӑмпа ҫырнӑ йӗркесем:

Кирек ӑҫта та эс –

чӗнмен хӑна, Раҫҫей.

Шӑпах сюрреалистла шалт ураран ӳкерекен сӑмахсемпе уҫса панӑ та вӑл хӑйӗн социаллӑ-политикӑллӑ сӑввисенчи туйӑма.

Шарт сиктерет пурне те Туркай, ҫӗнӗ туйӑмне ҫӗнӗллерех калама тӑрӑшса.

Тен, шӑпах ҫакнашкал сюрреалистла ҫыркаланисем тапратӗҫ вулакана?

1993 ҫ.

Абрамов В.А. Туркай-су(ӳ)рреалист? // Абрамов В.А. Сӑмахпа сӑнар сипечӗ: Литература темипе ҫырнӑ статьясем. — Шупашкар: Чӑваш патшалӑх университечӗ, 1998. — 79–80 с.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-10-16 00:52:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3602 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем