Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Тури Кӑмаша

Тури КӑмашаҪӗмӗрле районӗнчи ял.

Тавралӑх

Тури тата Анатри ялсен хушши виҫӗ ҫухрӑм. Йӗри-тавра вӑрманлӑх, пысӑках мар уйсем варрипе вӑрмантан темиҫе юханшыв пӗрлешсе Кӑмаша тӑрӑх Сӑра юхаҫҫӗ.

Ял кун-ҫулӗ

Сӗм авал ку вырӑнта ҫармӑссем пурӑннӑ пулас, ял ячӗ те вӗсен чӗлхипех ҫыхӑннӑ. Кумыжял — хурӑн хуппи хатӗрленӗ вырӑнти ял е тата шампӑлтаклӑ юханшыв ҫумӗнчи ял.

Халӑх йышӗ

Тури Кӑмашара, аслӑрах пулинте 150 кил ҫеҫ.

Хуҫалӑх

Малтанхи колхоз-совхоз — СХПК хуҫалӑх тӗпренех арканнӑ хыҫҫӑн, 2008 ҫулта Туриялсем ҫӗнӗрен «Пӗрремӗш май» колхоз йӗркеленӗ.
Яла таврӑннӑ хӑш-пӗр предпринимательсем тӑрӑшнипе ҫулсене юсанӑ, икӗ ҫӗнӗ лавка хута янӑ, артскважина чавтарса водопровод хурса халлӗхе (2011) вунпилӗк киле шыв кӗртнӗ.

Ҫул-йӗр

Тури Кӑмаша мӑн ҫулсенчен, хуларан аякрах ларать.

Культура

Виҫӗ хутлӑ социокультура керменне хӑпартаҫҫӗ, унта кӗҫех клуб, вулавӑш, фельдшер пункчӗ, таврапӗлӳ музейӗ, бассейнлӑ мунча тата ытти учрежденисем пулӗҫ.

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Тури Кӑмаша
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-01-26 20:27:15 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2729 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем