Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Туймӑрсан юлашки юрри (Туймӑрса)

Кӑвак кӑвакарчӑн ман пулас,
Карлӑк ҫине ларса юр юрлас,
Тертпе асап ҫинчи тӑвансене
Ыр сӑмахпа кӑштах пулӑшас.

Кӑвак кӑвакарчӑн пулайсан,
Ҫунат сулса вӗҫме пултарсан,
Вӗҫӗттӗмччӗ тӑван ҫӗршыва -
Атте-анне панӑ ҫӗршыва

Кунта, ютра, тусем хитре мар,
Кунта, ютра, ҫырми таса мар.
Пӗлӗчӗ те ялан хуп-хура,
Хуйхӑ-терчӗ пӗрмай хам ҫумра.

Ютра эпир телей тупас сук,
Ютра эиир канӑҫ тупас сук.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Туймӑрсан ытти сӑввисене пӑхма пултаратӑр


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-04-15 15:23:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2594 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем