Чӑваш чӗлхи орфографиӗн тӗп правилисен пайӗ.
82§. Сӑмахӑн пӗр йӗркене кӗреймен пайӗсене тепӗр йӗркене куҫарнӑ чухне сӑмах сыпӑксем ҫине мӗнле пайланнине асӑрхаса куҫармалла: ла-ша, са-ма-на, кӗ-не-ке, тух-тӑр, ҫӑ-кӑр, пӗ-лес-шӗн, ат-те, юр-ри, те-лӗн-тер-мӗш.
Асӑрхаттарни. Хупӑ сасӑ пӗрлешӗвӗсене тӗрлӗрен уйӑрма пулать: ҫӑр-ттан е ҫӑрт-тан, ыранч-чен е ыран-ччен, ҫӗнӗ-лле е ҫӗнӗл-ле.
83§. Пӗр сас паллине сӑмахран уйӑрма юрамасть.
84§.
Ъ, ь паллӑсене хӑйсен умӗнчи хупӑ сас паллисенчен уйӑрмалла мар:
тухья-па, мӑрь-ерен, шинель-пе, мӑкӑнь-лӗ.
Статья каҫми ::
Пичет версиӗ
Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-19 00:26:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4177 хут пӑхнӑ.