Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Старосёлка

Старосёлка сали (выр. Старосёлка) — Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районне кӗрекен ял. Опытнӑй ял тӑрӑхӗн йышне кӗрет.

Географи

Кӗҫӗн Ҫавал юханшывӗн сулахай ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Шупашкара ҫитме — 41 км, район тӗпне (Ҫӗрпӳ) ҫитме — 4 км, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине ҫитме — 10 км.

Истори

Истори тӑрӑх кунта пурӑнакансем — вырӑссем, 1861 ҫулччен — Литоминсен, Рамсковсен, Селивановсен, Хрипуновсен, Рылеевсен, Лазаревсен, Колбецкийсен, Матюнинсен помещик хресченӗсем пулнӑ. Тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫӑнӑх авӑтакан шыв арманӗ ӗҫленӗ. 1930 ҫулта «Правда» колхоз йӗркеленнӗ. 1930-мӗш ҫулсенче тулли мар вӑтам шкул ӗҫленӗ.

Администрациллӗ пайлану тӗлӗшпе XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен Ҫӗрпӳ уесӗнчи Ҫӗрпӳ вулӑсне кӗнӗ, 1927 ҫултанпа — Ҫӗрпӳ районӗн йышӗнче пулнӑ.

Халӑх йышӗ

  • 1746 ҫул — 108 арҫын.
  • 1770-мӗш ҫулсем — 47 арҫын.
  • 1795 ҫул — 21 кил, 68 арҫын, 83 хӗрарӑм.
  • 1858 ҫул — 90 арҫын, 90 хӗрарӑм.
  • 1897 ҫул — 83 арҫын, 78 хӗрарӑм.
  • 1926 ҫул — 36 кил, 88 арҫын, 95 хӗрарӑм.
  • 1939 ҫул — 39 арҫын, 36 хӗрарӑм.
  • 1979 ҫул — 21 арҫын, 21 хӗрарӑм.
  • 2002 ҫул — 74 кил, 232 ҫын (115 арҫын, 117 хӗрарӑм).
  • 2010 ҫул — 74 уйрӑм кил хуҫалӑхӗ, 246 ҫын (123 арҫын, 123 хӗрарӑм).

Хальхи вӑхӑтра чӑвашсем, тутарсем тата ыттисем пурӑнаҫҫӗ.

Экономика

2010 ҫулта «Колос» ФГУП ӗҫленӗ.

Паллӑ ҫыннисем


 
Категорисем: Старосёлка
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-04 20:09:54 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем