Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Семёнова Алевтина Мефодьевна

Семёнова Алевтина Мефодьевна — чӑваш театр артисчӗ. Драма артисчӗ — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ертсе пыракан сцена ӑсти. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ.

Пурнӑҫӗ

Алевтина Мефодьевна Семёнова Чӑваш Республикинчи Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнче 1982 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

2005 ҫулта «Актёр ӳнерӗ» специальноҫпе Чӑваш патшалӑх культура тата искусство институтне вӗренсе пӗтернӗ. Курс ертӳҫи В. Н. Оринов пулнӑ.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 2003 ҫултанпа ӗҫлет. Вӗреннӗ вӑхӑтрах ӑна театрӑн пулӑшу йышне илнӗ.

Унӑн вокал даннӑйӗсем пур тата вӑл питӗ пластикӑллӑ. Пултарулӑх ӗҫӗ «Недоросль» камитри арӑмӑн — Еремеевнан — ролӗнчен пуҫланнӑ.

Чӑваш ҫамрӑксен театрӗ ҫумӗнчи театр студийӗнче пултаруллӑ ачасемпе занятисем ирттерет. Вӑл «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗн» дикторӗ тата сӑн-сӑпачӗ пулнӑ.

Пултарулӑхӗ

Театрти рольсем

  • Хӗр — В. Сигаревӑн «Вурдалак ҫемьи» (2001);
  • Фёкла — М. Бартеневӑн «Снегурушка» (2002);
  • Строгая, Маша — А. Вампиловӑн «Прощание в июне» (2003);
  • Еремеевна — Д. Фонвизинӑн «Недоросль» (2004);
  • Ульха — А. Зайцевӑн «Ҫунатлисем ҫӗре ӳкмеҫҫӗ» (2004);
  • Крошка — К. Сергиенко, С. Васильевӑн «Йытӑсем» (2006);
  • Рита — А. Пӑрттан «Качча каяс умӗн» (2006);
  • Дуняша — А. Чеховӑн «Чие пахчи» (2006);
  • Лариса — А. Зайцевӑн «Тӑвансем» (2007);
  • Нина — З. Долгован «Кӗпҫе шӑршиллӗ хуйхӑ» (2008);
  • Маринка — Н. Сидоровӑн «Ҫиччӗмӗш арӑм»;
  • Нина Андреевна — Н. Колядан «Баба Шанель»;
  • Людмила — С. Найденовӑн «Ванюшин ачисем».

Кинори рольсем

  • «Кивҫен илнӗ юрату»;
  • «Сансӑр тӗнче пушӑ»;
  • «Ехрем хуҫа».

Хисепӗсем

  • Пултарулӑхри уйрӑм ӑнтӑлушӑн ҫамрӑксемпе студентсене паракан Президент стипендийӗ (2003, 2008);
  • Пултаруллӑ ҫамрӑксем хушшинчи «Хӑй тӗллӗн хатӗрленӗ актёр, режиссёр ӗҫӗсем» ятлӑ VI Республикӑри конкурсра «Хӗрарӑм шӑпи» сӑвӑ композицийӗпе лауреат пулнӑ;
  • Чӑваш Республикин Культура министерствин Хисеп хучӗ (2015);
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ (2018);
  • Пултаруллӑ ҫамрӑксен Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн патшалӑх стипендийӗ (2020);
  • Раҫҫейри культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн Хисеп хучӗ (2023);
  • Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав хучӗ (2025);
  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2026);
  • «Чи лайӑх эпизодлӑ роль» номинацире «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр ӳнерӗн Республикӑри конкурсӗн лауреачӗ (2005);
  • «Драма театрӗсен актёрӗсем юрлаҫҫӗ» VII Республикӑри театр конкурсӗн лауреачӗ (2021).

Ҫемйи

Упӑшки — Николай Анатольевич Семёнов, ФГУП «ВГТРК» «ГТРК «Чӑваш Ен» филиалӗн телекуравпа радио информаци программисен службин режиссёрӗ. Пӗрле пилӗк ача пӑхса ӳстереҫҫӗ.

Семёновсен ҫемйи — «Пултаруллӑ ҫемье» номинацире «2022 ҫулхи ҫемье» регионти конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи. 2024 ҫулта ҫемье Мускавра «Раҫҫей» куравра иртнӗ «Тӑвансем — Юратнисем» Пӗтӗм Раҫҫейри форумра Чӑваш Республикине кӑтартнӑ. Ҫемье йӑх йывӑҫне пухас тӗлӗшпе тӗпчев ӗҫне ирттерет, унта сакӑр ӑру ҫинчен даннӑйсем пур.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-21 21:30:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем