Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сасӑ тата фонема

Сӑмах сасӑсенчен тытӑнса тӑрать, ҫавӑнпа та пуплеври сӑсӑсене сӑмах тумалли хатӗр теҫҫӗ. Сӑмахсене е сӑмах формисене пӗр-пӗринчен мӗнле уйӑрса илме пулать-ши? Акӑ, пар, пыр, пур, пӑр сӑмахсене илер. Пӗрремӗш тата виҫҫӗмӗш сасӑсем (п, р) кунта пӗр пекех. Иккӗмӗш сассисем ҫеҫ расна. Апла пулсан, ку сӑмахсем пӗр-пӗринчен уҫӑ сасӑсем (а, у, ы, ӑ) тӗлӗшпе ҫеҫ уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пер, пир, пӗр, пӳр сӑмахсене пӗр-пӗринчен уйӑракан паллӑ шутне е, и, ӗ, ӳ уҫӑ сасӑсем кӗреҫҫӗ. Туп, тун, тус, тул, тум сӑмахсене уйӑракан паллӑсем — сӑмах вӗҫӗнчи п, н, ҫ, л, м сасӑсем.
Е тата тепӗр тӗслӗх — лаша, лашу, лаши сӑмах формисене илсе пӑхар. Пӗри (лаша) ят падежӗнчи, пӗрреллӗ хисепри сӑмах, лашу — камӑнлӑх формин 2-мӗш сӑпатӗнче, лаши — камӑнлӑх формин 3-мӗш сӑпатӗнче. Ку сӑмах формисене пӗр-пӗринчен а, у, и сасӑсене пула уйӑрса илетпӗр. Ун пек сасӑсене ҫырура кашнинех уйрӑм саспаллипе палӑртаҫҫӗ.
Асӑннӑ тӗслӗхсенчи сасӑсем, ҫапла вара, сӑмахсемпе сӑмах формисене пӗр-пӗринчен уйӑрса, палласа илме пулӑшаҫҫӗ. Чӗлхе ӑслӑлӑхӗнче ун пек сасӑсене _фонемӑсем_ теҫҫӗ. Кашни фонемӑн хӑйӗн тӗп палли пур, вӑл сасса уйрӑм (пӗччен) каланӑ чух палӑрать. Тӗп паллӑсӑр пуҫне кашни фонемӑн иккӗмӗшле паллисем те пур. Вӑл паллӑсем пуплевре палӑраҫҫӗ.
Халӗ тепӗр тӗслӗх илсе пӑхар — турат тата турать сӑмахсене. Кусем икӗ расна сӑмах. Вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрса илмелли паллӑ — сӑмах вӗҫӗнчи т (хытӑ сасӑ) тата т' (ҫемҫе сасӑ). Эпир т тата т' сасӑсене уйрӑмшарӑн та лайӑх калама пултаратпӑр. Вӗсем чӗлхери пӗр сӑмаха тепринчен уйӑрса илме пулӑшаҫҫӗ, танл.: юрат — юрать, хал — халь, мӑкӑл (ев. сам.) — мӑкӑль, мӑкӑн (мӑк сӑмахӑн кам. пад.) — мӑкӑнь т. ыт. те. Ҫапла вара, чӑваш чӗлхинче л, т, н тата л', т', н' сӑмахсене пӗр-пӗринчен уйӑрса илмелли паллӑсем — уйрӑм фонемӑсем шутланаҫҫӗ. Ҫемҫе л', н', т' фонемӑсем (асӑрхӑр: ҫырура вӗсене хытӑ уҫӑ сасӑллӑ сӑмахсенче икӗ саспаллипе палӑртаҫҫӗ: л'— ль, н' — нь, т' — ть. Ҫемҫе сӑмахсенче хупӑ сасӑ ҫемҫе пулнине ҫемҫе уҫӑ саспаллисем пӗлтереҫҫӗ) хытӑ уҫӑ сасӑсемпе те юнашар, ҫемҫе уҫӑ сасӑсемпе те юнашар пулаҫҫӗ. Вӗсем хытӑ л, н, т хупӑ сасӑсемпе мӑшӑрлӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ тӗслӗх-енче вӗсем хытӑ уҫӑ сасӑсемпе юнашар тӑраҫҫӗ. Паллах, л', н', т' сасӑсем ҫемҫе уҫӑ сасӑсемлӗ сӑмахсенче ытларах тӗл пулаҫҫӗ: епле, лешӗ, пӗлӗт, кил, ӳлӗм т. ыт. те.
Пуплевре сасӑсем йышлӑ. Калаҫнӑ чухне эпир сасӑсен вак уйрӑмлӑхӗсене, тӗрлӗ тӗсӗсене чухласа, уйӑрса илейместпӗр те, ку вӑл кирлех те мар. Калаҫура илтӗнекен пур сасӑсене те ҫырура палӑртмаҫҫӗ, уйрӑм фонемӑсене пӗлтерекен саспаллисене ҫеҫ алфавита кӗртеҫҫӗ.
Пуплеври сасӑсем кашнине уйрӑм каланӑ чухнехи пек илтӗнмеҫҫӗ. Юнашар сасӑсен витӗмне пула кашни сассӑн палли кӑшт та пулин улшӑнать. Ӑна маларах асӑннӑ тӗслӗхсенчен те аван куртӑмӑр. Пар, пур сӑмахсенче п сасӑ хӑйне пӗччен, уйрӑм каланӑ пек мар, урӑхларах илтӗнет. Пур сӑмахра вӑл хытӑ тутана малалла тӑсса калакан сасӑ (транскрипцире ӑна п° паллӑпа кӑтартаҫҫӗ); пар сӑмахри п сасса каланӑ чух тута чӑмӑртанса малалла тӑсӑлмасть. Ҫапла вара, асӑннӑ сӑмахсенче п сасӑ улшӑнса, тӗрлӗрен илтӗнни лайӑх палӑрчӗ. Апла пулин те, кирек хӑш сӑмахсенче те эпир ӑна п сасӑ тесех калатпӑр, урӑх сасӑсемпе, тӗслӗхрен т, к сасӑсемпе, пӑтраштармастпӑр. Ку сассӑн тӗп палли ҫав-ҫавах юлчӗ. Ҫавӑнпа ҫырура пуплеври мӗнпур сасӑсене ҫырса кӑтартмаҫҫӗ, тата ӑна тума майӗ те сук.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш чӗлхи ҫинчен ытти статьясене


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-11-27 15:14:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3752 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем