Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сасӑсен пулӑвӗ

Фонетика — чӗлхе наукин сасӑсем ҫинчен вӗрентекен пайӗ (phone — грек сӑмахӗ, «сасӑ» тенине пӗлтерет). Тӗпрен илсен, фонетика пуплеври сасӑсем епле пулни, илтӗнни, сӑмах ударенийӗ тата интонаци ҫинчен вӗрентет.
Час-часах сасӑпа саспаллине пӑтраштараҫҫӗ. Сасӑпа саспалли — пӗр япаласем мар: сасса эпир калатпӑр тата илтетпӗр, саспаллине ҫыратпӑр тата куратпӑр. Анчах та каланипе ҫырни хушшинче уйрӑмлӑх та пулма пултарать. Ҫав уйрӑмлӑхсене чӗлхе ыйтӑвӗсемпе ҫырнӑ наука ӗҫӗсенче (шкул учебникӗнче мар!) уйрӑм паллӑсемпе палӑртма йышӑннӑ, ӑна фонетика транскрипцийӗ теҫҫӗ. Транскрипцие пӑхӑнса ҫырнӑ сӑмахсене е сӑмахсен пайӗсене тӑваткал скобкӑна илеҫҫӗ. Ҫемҫе илтӗнекен хупӑ сасӑсене палӑртма саспалли тӑрне сылтӑм енчен хушма паллӑ — апостроф (") лартаҫҫӗ: пырат", мӑкӑн".
IV класра чӑваш чӗлхин фонетикине вӗреннӗ чух пуплев органӗсем шутне чӗлхе, тута, ҫӑвар хӑвӑлӗ, шӑлсем, сӑмса хӑвӑлӗ, сасӑ чӗлӗхӗсем, тип пыр тата ӳпке кӗни ҫинчен каланӑччӗ. Халӗ ҫак органсем мӗнле ӗҫленине пӑхса тухар.
Сасӑ кӑларма сывлӑш кирлӗ. Сывланӑ сывлӑша ӳпке вӗркӗч пек хӗссе кӑларать. Тип пыр витӗр хӗсӗнсе тухакан сывлӑш вӑйӗпе сасӑ чӗлӗхӗсем чӗтреме тытӑнаҫҫӗ. Сывлӑш юхӑмӗ, чӗлхепе тута тӗрлӗ майлӑ вырнаҫнине пула, ҫӑвар хӑвӑлӗнчен тӗрлӗрен сасӑ кӑларать. Ҫавна май эпир сасӑсене илтетпӗр.
Мӗн тӗрлӗ вылянса хускалмаҫҫӗ пуле чӗлхепе тута сасӑсене каланӑ чухне! Тӗслӗхрен, а, ӑ, ӗ, и, ы, е, у, ӳ, о уҫӑ сасӑсене каланине сӑнаса пӑхар-ха. Пӗрисене калана чух чӗлхе вӗҫӗ малалла (малти шӑлсем патнелле) туртӑнать, теприсене калана чух чӗлхе тӗпӗ каялла (пӗчӗк чӗлхе патнелле) туртӑнни палӑрать, урӑхла каласан, чӗлхе горизонталь майлӑ куҫса ҫӳрет. Уҫӑ сасӑсене калана чух вертикаль майлӑ куҫнине те туйма пулать. Акӑ, ы сасса калана чух чӗлхе ҫӑвар хӑвӑлӗнче чи ҫӳлте, а сасса калана чух вара вӑл чи аялта пулата. Ӑ сасса каланӑ чух вӑл вӑтам вырӑн йышӑнать.
Хупӑ сасӑсене каланӑ чух та чӗлхепе тута ӗҫлеҫҫӗ, анчах та кунта ӳпкерен тухакан сывлӑша пысӑк чӑрмавсем пӳлеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, т сасса каланӑ чух чӗлхе вӗҫӗ ҫӳлти шӑлсене перӗнет; к сасӑ пулнӑ чух чӗлхе тӳрчӗн кайри пайӗ ҫӑвар маччипе пӗрлешет, сывлӑш юхӑмӗ вара чӗлхепе ҫӑвар маччине сасартӑк уйӑрса ярать; ш сасӑ пулнӑ чух чӗлхе тӳрчӗн малти пайӗ ҫӑвар маччи патнелле туртӑнать, ӳпкерен килекен сывлӑш юхӑмӗ ҫӑвар хӑвӑлӗнчен хӗсӗнсе тухать.
Б, г, д, ж, з сасӑсем те ҫавӑн евӗрлех, анчах та вӗсем сасӑ чӗлӗхӗсем вӑйлӑ чӗтренипе пулаҫҫӗ.
Л сасса каланӑ чух чӗлхе вӗҫӗ ҫӳлти шӑлсем ҫумне перӗннӗ пирки сывлӑш юхӑмӗ чӗлхе ҫумӗпе хӗсӗнсе тухать. Ҫапла вара, чӗлхепе тута тата шӑлсем сывлӑш юхӑмне тӗрлӗ чӑрмавсем туса кӑларса янипе тӗрлӗ хупӑ сасӑсем пулнине куратпӑр. Пӗрре шутласан, питех те ансат пек. Чӑннипе, этем пуплев органӗсем кӑткӑсран та кӑткӑс сасӑ аппарачӗ пулса тӑраҫҫӗ. Пуплев органӗсене тӗрлӗ майлӑ вырнаҫтарса, эпир тӗрлӗ сасӑсем кӑларма пултаратпӑр.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш чӗлхи ҫинчен ытти статьясене


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-11-27 14:41:31 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4081 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем