Алина Савельева (паспортри чӑн ячӗ — Савельева Алина Геннадьевна) — паллӑ чӑваш эстрада юрӑҫи.
Вӑл 1976 ҫулхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Елчӗк тӑрӑхӗнчи Патреккел ялӗнче ҫут тӗнче курнӑ.
1994 ҫулта Патреккелти вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, 1995–2000 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ.
ӗҫӗ-хӗлӗне Елчӗкри культура керменӗнче тата Патреккелти культура ҫуртӗнче пуҫланӑ. 2002 ҫулта Шупашкара пурӑнма куҫнӑ. Тӗп хулара вӑл 2003 ҫултан пуҫласа 2013 ҫулччен 89-мӗш ача пахчинче вӑй хунӑ. 2013–2020 ҫулсенче вара харпӑр концертсемпе тӗрлӗ мероприятисене йӗркелесе ертсе пынӑ. 2020 ҫултан 2025 ҫулччен Шупашкарти 79-мӗш ача пахчинче тӑрӑшнӑ. 2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа — Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял пултарулӑх ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫи.
Юрӑ-кӗвӗ тӗнчипе Алина пӗчӗкренех ҫыхӑннӑ. Патреккелти халӑх хорӗн ертӳҫи Геннадий Борисов хӗрачана пилӗк ҫултанах юрлама хӑнӑхтарнӑ, концертсене хутшӑнтарнӑ. Ӳссе малтан ача-пӑча хорӗнче, кайран Патреккел халӑх хорӗнче тата ялти «Асамат кӗперӗ» вокалпа инструмент ансамбльте юрланӑ.
Чӑваш эстрадине вӑл 2011 ҫулта «Тӑван тавралӑх» юрӑпа (сӑвви — хӑйӗн, кӗвви — Сергей Ивановӑн) ҫирӗппӗн утса кӗнӗ, ҫавӑн пекех «Телеюрӑ» проекта хутшӑннӑ. 2012–2014 ҫулсенче Анатолий Никитин ертсе пыракан «Янташ» ушкӑнра юрланӑ.
2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Агрегат савучӗн культура керменӗнче юрӑҫӑн «Юратап сана чунтан, тӑван» ятлӑ пӗрремӗш харпӑр концерчӗ иртнӗ. Кайранхи ҫулсенче тата тӑватӑ пултарулӑх каҫӗ йӗркеленӗ:
2026 ҫулхи раштав уйӑхӗнче «Ҫамрӑк ӗмӗр иккӗ мар» ятлӑ ҫӗнӗ концерт ирттерме хатӗрленет. Палӑртмалла: кашни пултарулӑх каҫӗ хыҫҫӑн ҫав ятсемпех видеодисксем кӑларса пынӑ.
Халӑх юратса итлекен юрӑсем: «Асамат кӗперӗ», «Анне», «Вӑрман уҫланкинче», «Ҫамрӑк ӗмӗр иккӗ мар», «Чи телейлӗ кун», «Ҫуралнӑ кун», «Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле», «Эпӗ сансӑрах санпа», «Турӑҫӑм, илтсем мана...», «Хут купӑс», «Илемлӗ Шупашкар», «Тӗлӗнтермӗш пурнӑҫ», «Тӗттӗм каҫ», «Малта телей кӑна», «Ташлар пӗрле», «Икӗ чун», «Пурнӑҫ шав малалла», «Савӑнар мӗн пуррипе», «Сехет шаккать», «Туссӑр ҫын туратсӑр йывӑҫ», «Эс кӑна», «Яшлӑх килмӗ каялла», «Ай, тӑванӑм», «Чун ӑшши», «Шурӑ юр», «Юратап сана чунтан, тӑван», «Илсе ан кай телее», «Савни», «Чун ҫунтармӑш», «Тӑван тавралӑх» тата ыттисем те.
Дуэтпа шӑрантарнӑ юрӑсем те чылай: вӑл Михаил Ӑраскалпа, Николай Кузьминпа, Данила Ленскийпе, Егор Матвиевскийпе тата Александр Филипповпа пӗрле юрланӑ.
Ӑна пулӑшакан авторсем — Валерий Раштав, Альбина Юрату, Василий Шихранов, Владимир Рыбкин сӑвӑҫсем; Александр Павлов, Сергей Марков, Константин Рязанов, Александр Софронов, Радий Иванов, Радий Семёнов, Евгений Раськин аранжировщиксем.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 