Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗр йышши членсем хушшинчи запятой (ПП)

Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.

39§. Союзсӑр ҫыхӑнакан пӗр йышши членсене е вӗсен ушкӑнӗсене запятой лартса уйӑраҫҫӗ (точкӑпа запятой лартассине 31-мӗш параграфра, тире лартассине 67-68-мӗш параграфсенче ӑнлантарнӑ), тӗслӗхрен: Чухӑнлӑх, пуянлӑх, уй йӑранӗ Ирӗкпе ҫӗнелнӗ пурнӑҫран тарӗ (Ҫеҫпӗл М.).

Асӑрхаттарни. Союзсӑр ҫыхӑнакан пӗр йышши сказуемӑйсем хушшине подлежащи кӗрсе ларма пултарать. Сказуемӑйсене ун пек чух та пӗр-пӗринчен запятойпа уйӑраҫҫӗ, сӑмахран: Ирех тӑрать, тумланать, Нарспи ӗҫе тытӑнать (К. Иванов).

40§. Сыпӑнтаракан (та, те, тата) е уйӑракан (е) союзпа ҫыхӑнакан йышши членсене союзӗ пӗччен чухне запятойпа уйӑрмаҫҫӗ, сӑмахран: Салампи калать-калать те тем аса илсе шухӑша каять, йывӑррӑн сывласа ярать, сылтӑм куҫ харшине сӑтӑрса илет те каллех малалла калать (А. Артемьев). Сахрун патне Михха, Кавӗрле, Унтюк староста тата ҫӗн ҫӗре куҫакансем пуҫтарӑнса ларнӑ (Ҫ. Элкер). Вӗренме аппа Шупашкара е Мускава каясшӑн.

Асӑрхаттарни. Сыпӑнтаракан та (те) союзпа ҫыхӑнакан пӗр йышши сказуемӑйсем хушшине ытти сӑмахсем кӗртсе лартни вӗсем хушшинчи паузӑна вӑрӑмлатать, ҫапах та ун пек чух та вӗсене запятойпа уйӑрмалла мар, сӑмахран: Каҫҫан тинкерсе пӑхнӑ та ун ҫине кӑвакарса кайнӑ (Хв. Уяр).
Та (те) союзпа ҫыхӑнакан пӗр йышши сказуемӑйсем хушшине тире лартасси ҫинчен 63-мӗш параграфа вулӑр.

41§. Мӑшӑр тата икӗ е темиҫе хут калакан союзсемпе ҫыхӑнакан пӗр йышши членсене запятойпа уйӑраҫҫӗ (точкӑпа запятой лартассине 31-мӗш параграфра уҫса панӑ), сӑмахран: Ерҫӳллӗ вӑхӑтра Павӑла ҫынсем тӑтӑшах е хапха, е алӑк, е палтӑр юсама чӗнетчӗҫ (В. Сатай).

42§. Хирӗҫлекен (анчах, ҫапах, ахальлӗн, унсӑрӑн, атту) союзсем умӗн запятой лартаҫҫӗ (точкӑпа запятой лартасси ҫинчен 30-мӗш параграфа вулӑр), тӗслӗхрен: Уйӑх ҫутатать, анчах ӑшӑтмасть. Шӑши пысӑк мар, ҫапах тӑва шӑтарать.

Асӑрхаттарнисем. 1. Пӗр йышши членсем пулин те, пулсан та союзсемпе ҫыхӑннӑ чухне запятоя ҫав союзсем хыҫҫӑн лартаҫҫӗ, сӑмахран: Макар ӑна сайра хутра кӑна куркалать пулин те, кӑмӑллама ӗлкӗрнӗ (С. Аслан).
2. Пӗр йышши членсем хушшинчи хирӗҫлекен союзсем вырӑнне пирӗн чӗлхе урӑх формӑсемпе те усӑ курать, сӑмахран: Яка Илле туратлӑ пек курӑнсан та, йыт пулли пек йӑпӑлкка ҫын (Хв. Уяр).


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Çынăм тӳрлетнӗ, информацие 2022-07-10 11:05:27 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 825 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем