Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑрачкав районӗ

Пӑрачкав районӗ, — Чӑваш Енӗн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ район. Район администрациӗ Шупашкартан 150 ҫухрӑмра ларакан Пӑрачкав салинче вырнаҫнӑ. Район лаптӑкӗ 1116,9 км2 танлашать, ку вӑл республикӑн 6,1%.

Пӑрачкав районӗн чикки Чулхула облаҫӗпе Мордва Республикин ҫумӗпе иртет. Ҫавӑн пекех Пӑрачкав районӗпе юнашар Ҫӗмӗрле районӗ_Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ районӗ_Йӗпреҫ тата Улатӑр районӗ_Улатӑр районӗсем вырнаҫнӑ.

Ҫутҫанталӑк

Район чӑваш платоӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Чи ҫӳллӗ вырӑн районӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче тинӗс шайӗнчен 243 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ. Ҫӗр айӗнчи пурлӑхсенчен кунта торф, керамика япалисене кӑларма юрӑхлӑ суглиноксем, кирпӗч тума юрӑхлӑ тӑмсем, стройкӑсенче усӑ куракан хӑйӑр, доломитсем пур.

Районӗн тӗп юханшывӗ — Сӗве. Сӗве района икӗ пая пайлать. Сӗве хӗрринче нумай кӳлӗ пур.

Халӑх йышӗ

1999 ҫул пуҫламӑшӗнче районта 18,6 пин ял ҫынни пурӑннӑ. 1 тӑваткал ҫухрӑм ҫине 15,1 ҫын ҫеҫ килет. 74% — вырӑссем, 21% — мордва халӑхӗсем шутланаҫҫӗ. Ытти халӑхсем сайра тӗл пулаҫҫӗ. Районта пурӗ 39 ял, вӑтамран вӗсенче 493 ҫын пурӑнать.

Паллӑ ҫыннисем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Пӑрачкав районӗн ялӗсем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2021-09-19 21:18:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 16981 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем