Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пысӑк Упакасси
  • Пысӑк Упакасси
    Ҫак ял вырӑнӗнче малтан пулнӑ: шӗшкӗлӗх, ҫырла йываҫҫисем нумай пулнӑ теҫҫӗ. Вӑрман чӗр чунсӑр пулманнине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, ытларах ку вырӑнтан упасем нумай пулнӑ. Ҫав вырӑна малтанах Ишек ялӗнчен икӗ кил куҫса килнӗ, вӗсем упасенчен хӑраманскерсем пулнӑ теҫҫӗ. Ҫак вӑхӑталла Пахом банди ялсем тӑрӑх ҫаратса ҫӳренӗ, хӑйсем вӑрманта пурӑннӑ. Упакассине ҫывӑх ялсем пӗчӗккӗ пулнӑ, Пахома хирӗҫ тӑма вӑй ҫитмен, тӗрлӗрен ялтан пухӑнса ҫак Упакассине пырса ҫитнӗ. Пахом питӗ хӑрушӑ ҫын пулнӑ, вӑл малтанах пӗлтерӳсем ярса тӑнӑ. «Ҫав вӑхӑтра ҫав килте укҫа хатӗрлесе хуччӑр, хатӗрлесе хумасан кут айне вут хуратпӑр»,- тесе малтанах пӗлтерсе хунӑ. Ҫапла вара Упакасси ялӗ чӑмӑртансах пынӑ. Пахом банди ҫӳренӗ вӑхӑталлах тутарсем ялсем тӑрах концерт лартса ҫӳренӗ теҫҫӗ. Концертра упасем ташланӑ теҫҫӗ.
    Тутарсем Курнӑҫ Микули патне хваттере кӗреҫҫӗ, вӑл кӗртесшӗн те пулман, мӗншӗн тесен Курнӑҫ Микули патне ҫав кун укҫа хатӗрлесе хума пӗлтерӳ янӑ. Каҫ пулсан, ҫурҫӗр тӗлнелле, Курнӑҫ Микули патне пырса шаккаҫҫӗ, анчах тутарсем часах кӗртмеҫҫӗ, уписене уртарса яраҫҫӗ те вӗсем ҫине кӑларса яраҫҫӗ, вара Пахомка банди тарнӑ тет. Вӑрманта Пахомкӑн шашкине те тупнӑ кайран, анчах та ҫухатнӑ теҫҫӗ. Шашки ҫине Пахомка хайӗн ятне ҫырса хунӑ пулнӑ.

    1976ҫ. ЧР Муркаш р-чи Карамалькассинче
    Т.О. Осиповӑн Н.О. Осиповран Т.В. Волкова ҫырса илнӗ.


     
    Статья каҫми :: Пичет версиӗ

    nasta@yandex.ru тӳрлетнӗ, информацие 2017-04-07 09:04:34 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1405 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
    Orphus

    Баннерсем

    Шутлавҫӑсем