Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пучинке

ПучинкеЙӗпреҫ районӗнчи ял. Йӗпреҫрен 18 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Ял кун-ҫулӗ

Ӗлӗк вӑл Хусан кӗпернин Ҫӗрпӳ уесӗнчи Хурамал вулӑсне кӗнӗ. Ваттисем каланӑ тӑрӑх, ял XVIII ӗмӗрте пуҫланса кайнӑ. XIX ӗмӗрте ӑна хутсем ҫине Починок Чурашево Камаево поле ятпа ҫырнӑ пулнӑ. В.Д.Димитриев профессор хӑй кӗнекинче ҫапла ҫырса катартать: «В переписных книгах начала XVIII века указано «Починок» село Новое Чурашево (Пучинке), XIX веке называлось Починок — Чурашево — Камаево поле. Новое Чурашево переселилось из села Первое Чурашево (Маринско-Посадский район), позднее из Нового Чурашево выселились Сирикли».

В.А.Нестеров тӗпчевҫӗ те «Над картой Чувашии» кӗнекере ҫав шухӑшах ҫирӗплетнӗ. Вӑл ҫапла ҫырать: «Вырӑсла Починок (чӑвашла — Пучинке) Новое Чурашево Атӑл тӑрӑхӗнчен куҫса килнӗ.»

1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Йӗпреҫ районне, 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн Канаш районне кӗнӗ. 1965 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗнчен хальхи вӑхӑтчен Йӗпреҫ районне кӗрет.

Халӑх йышӗ

Паллӑ ҫыннисем

Хуҫалӑх

Культура

Каҫӑсем


 
Категорисем: Пучинке
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-03-20 13:27:31 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 14039 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем