Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пугач Денис Николаевич

Пугач Денис Николаевич (сцена ҫинчи ячӗ — Денис Пугач) — Раҫҫейри чӑваш эстрада юрӑҫи.

Пурнӑҫӗ

1991 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче Беларуҫ Республикин тӗп хулинче Минскра ҫуралнӑ. 1993 ҫулта (икӗ ҫулта чухне) Чӑваш Республикинчи Канаш районне кӗрекен Малтикасси ялне куҫса килнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ҫамрӑклах ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ, Дениса кукамӑшӗ ҫитӗнтернӗ.

Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула, Н. В. Никольский ячӗллӗ Шупашкарти педагогика колледжа (2011) вӗренсе пӗтернӗ.

2011 ҫултанпа харпӑр концерт ӗҫне йӗркелесе пырать.

Пултарулӑхӗ

Пӗрремӗш концертне 2013 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Алина Фёдоровӑпа пӗрле ирттернӗ.

Юррисем: «Телейӗм», «Эс манран тараймӑн», «Эс нумай, нумай», «Ан ман эс мана», «Пурнӑҫ ани», «Юлашки хут» тата ыттисем.

Ытларах Алина Фёдоровӑпа дуэтпа юрлать: «Ӗҫ ҫынна илем кӳрет», «Санран хакли ҫук», «Уйӑх», «Юратать — юратмасть», «Сан валли», «Тепӗр хут юрату ҫинчен», «Юратнӑ Шупашкар», «Ай-яй-яй», «Юрату турри» тата ыттисем. Ҫавӑн пекех Алексей Московский, Любовь Афанасьева, Катя Петрова, Андрей Кузнецов юрӑҫсемпе дуэтпа юрлать.

Юррисен авторӗ — Алина Фёдорова.

Ҫитӗнӗвӗсем

  • «Ҫеҫпӗл йыхравӗ», «Ҫеҫпӗл кӑвайчӗсем» конкурс-фестивальсен лауреачӗ;
  • Михаил Живагин ячӗллӗ ҫамрӑк юрӑҫсен конкурсӗн лауреачӗ;
  • Республикӑри чӑваш эстрада юрӑҫисен «Вирьял шевлисем» фестиваль-конкурсӗн лауреачӗ;
  • Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсӗн I степеньлӗ лауреачӗ («Ан ман эс мана» юрӑпа, 2009);
  • «Канаш ен», «Янра, юрӑ» конкурссен лауреачӗ;
  • «Ҫамрӑк талантсем» конкурс лауреачӗ (2010);
  • Ҫамрӑк дирижёрсен республика конкурсӗн лауреачӗ (2010).

Ҫемье

  • Ашшӗ — Николай Антонович Пугач.
  • Амӑшӗ — Любовь Григорьевна Пугач.
  • Пиччӗшӗ — Николай, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫне хунӑ.
  • Пиччӗшӗ — Александр Вячеславович Степанов.

Обществӑлла ӗҫӗ

  • Чӑваш эстрада артисчӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ.
  • Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене пулӑшас тӗллевпе ирттерекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-23 17:17:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 40 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем