Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Поэтпа хан (Кӗмел Кӗпер)

Хӑйӗн хуйхи мар, халӑх асапӗ поэт чунне ытларах амантать.
"Поэт чунӗ" кӗнекерен.
>>
Тыткӑна лекнисем нумайӑн мар, пурӗ те тӑватҫӗр ҫынна яхӑн ҫеҫ. Ҫакна курнипе Кул Алин чӗри пӑчӑртана-пӑчӑртана ыратса кайрӗ.
Пӳлерти ҫӗр пин халӑхран вара эпир кӑна чӗрӗ-сывӑ юлтӑмӑр-ши? — кулянса каларӗ вӑл хӑйпе юнашар тӑракан эккеле. — Ылттӑнпик вилчӗ. Ун ҫарӗ пӗтӗмпех пӗтрӗ. Пӗтӗм хулана вутра кӗллентерчӗҫ.
— Ҫук, пурте пӗтмен, — терӗ эккел, аманнӑ сулахай аллине кӗпе татакӗпе ҫыхса. — Кӗҫен хулари текӗрт ҫеҫенхире тухса кайрӗ. Ӑна Ылттӑнчечпе Пачман ертсе пыраҫҫӗ.
— Ӑҫтан пӗлетӗн? — ӗненмесӗртерех ыйтрӗ Кул Али.
— Эпӗ хам ҫав текӗртрен. Вӗсем ырӑ-сывӑ чухне пирӗн халӑх пӗтмест-ха.
— Мӗнле лекрӗн вара кунта?
— Пӗтӗм хула вутра ҫунма тытӑнсассӑн, Пачманпа Ылттӑнчеч пире Кӗмӗл кӗпер урлӑ каҫса Аккермане илсе кайма тӑчӗҫ. Эпир пурте патшана пулӑшас тенӗччӗ. Анчах патша вилнине каларӗҫ. Хулара текех тӑма ҫукччӗ. Пур ҫӗрте те монголсем. Вара пире ҫеҫенхире тухма каларӗҫ. Хула хапхи патӗнче монголсен пысӑк текӗрчӗ тӗл пулчӗ.
Эккел чарӑнса тӑчӗ, мӑш-мӑш сывлакаларӗ.
— Вара... вара мӗскер? — васкатрӗ ӑна Кул Али. — Малалла мӗн пулчӗ.
— Пирӗн ҫӗрни монголсене хирӗҫ кайрӗ. Вӗсене эпир хӑмӑш туранӑ пек турарӑмӑр. Анчах вӗсен шучӗ те ҫукччӗ. Пӗр монголне касса пӑрахатӑн — тата виҫҫӗн сиксе тухаҫҫӗ. Сисмерӗм те, мана укрӑкласа илчӗҫ...
— Ылттӑнчечпе Пачман вара!.. — чӑтӑмсӑррӑн ыйтрӗ Кул Али.
— Вӗсем ҫеҫенхире кайса ҫухалчӗҫ. Упи-паттӑрта вӗсемпе.
— Эккелӗсем нумайччӗ-и?
— Пилӗк пине яхӑн пуҫтарӑнаҫҫӗ пулӗ.
— О-о, турӑҫӑм — савӑнса кайрӗ Кул Али. — Апла пирӗн вӑй пӗтӗмпе пӗтмен-ха. Сывӑ юлнӑ халӑх пӗтӗмпе ӗмпӳпе елик-пике тавра пуҫтарӑнать, тискер тӑшмана парӑнмасть.
Вӑрӑм ҫӑмлӑ лашисене хӑвала-хӑвала монголсен утлӑ текӗрчӗ ҫунакан ҫуртсем хыҫӗнчен сиктерсе тухрӗ те тыткана лекнӗ пӳлерсене Аслӑ лапа хуса кайрӗ.
Унта, патша керменӗ умӗнче, монголсен ҫарпуҫӗсем. Вӗсенчен пӗри, хушу туса, тем кӑшкӑрчӗ.
Вара пӗр монголӗ маларах тухрӗ те сулахаялла кӑтартса хыттӑн:
— Кам тимрӗҫ, кам чӳлмекҫӗ, ҫавсем ҫак еннелле килсе тӑрар! — терӗ. Виҫҫӗр ҫынна яхӑн ҫав еннелле кайрӗҫ. Утлӑ монголсем вӗсене ҫавӑнтах ҫавӑрса илчӗҫ те хула варринелле хӑваласа кайрӗҫ. Паҫӑрхи монголӗ сылтӑм еннелле кӑтартса:
— Кам эккел, ҫавӑ унта тӑрӑр, — терӗ. — Пирӗн аслӑ хан пӑлхарсенчен никам ҫӗнтерейми ҫар тума хушать. Ӑна сирӗн ҫӗнӗ патшӑр Парӑҫ-Пӑрӑнтай ертсе пырать.
— Парӑҫ-Пӑрӑнтай, — терӗ Кул Али ҫумӗнчи эккел, — унӑн пуҫне касмаллаччӗ-ха манӑн. Ҫӗршыва сутаканӗ ҫавӑ пулчӗ. Ун пуҫне касма майне тупатӑпах. Атя, пӗрле пулар...
— Ҫук, — терӗ Кул Али, — эпӗ унта пымастӑп. Эсӗ кай. Мана пӑхса ан тӑр... Кашнин хӑйӗн ҫулӗ, кашнин хӑйӗн ӑраскалӗ...
— Ҫук, апла эпӗ те кунтах юлатӑп!..
Лапра юлнисем пурте эккелсем пулни паллӑ. Вӗсем ним тума пӗлеймесӗр тӑчӗҫ. Монголсене ку вара килӗшмерӗ. Вӗсем хӗҫӗсене турта-турта кӑларчӗҫ. Халь тесен халь кӑралсӑр ҫынсене турама тытӑнмалла.
— Ан ухмахлан, — терӗ Кул Али хӑйпе юнашар тӑракан эккеле. — Атя, кайса тӑр кӑтартнӑ енне. — Юрӑҫӑ сассине хӑпартрӗ. — Илтетӗн-и? Эсӗ те, ыттисем те тӑван халӑха кирлӗ!.. Кай, атя, кай! Кул Али хушать сана!.. Хӑвна та, ыттисене те ҫӑл!
Эккел тарӑннӑн сывласа илчӗ те васкамасӑр сылтӑм еннелле, палӑртнӑ тӗле, кайса тӑчӗ. Ӑна курса, ытти пӳлерсем те пӗрерӗн-икшерӗн ҫав еннелле кая пуҫларӗҫ. Часах лап варринче пӗр-пӗччен Кул Али кӑна тӑрса юлчӗ.
— Ку кам? — хыттӑн кӑшкӑрни илтӗнчң чаплӑ тумланнӑ монголсен хушшинче.
Вӗсенчен пӗри Кул Али патне чупса пычӗ, саламачӗпе ҫапа-ҫапа чаплӑ тумланнӑ монголсем патне хӑваласа кайрӗ.
— Кам эсӗ? — хыттӑн ыйтрӗ вӗсенчен пӗри. — Эсӗ аслӑ та чаплӑ Батый хан умӗнче тӑратӑн!.. Ху камне кала!..
— Кул Али эпӗ. Поэт...
Батый монголсен аслӑ ханӗ иккенне поэт чухларӗ, ҫавӑнпа ӑна куҫран пӑхса калаҫма тӑрӑшрӗ.
— О-о, Кул Али, — терӗ Батый. — Пӗлетӗп. "Юсуфпа Сулейха кассайӗ" ҫыраканӗ. Тата "Кӗмӗл кӗпер" юрӑ ҫыраканӗ. Питӗ чаплӑ юра!.. Эсӗ ырӑ-сывӑ пулни мана савӑнтарать. Эппин, эсӗ ман ҫӗнтерӳ ҫинчен те чаплӑ юрӑ ҫыр!.. Эпӗ сана хамӑн летописец тӑватӑп!..
— Ҫук, Батый хан! — лапра тӑракан эккелсем пурте илтмелле хыттӑн каларе Кул Али. — Эпӗ тӑшман летописецӗ пулма пултараймастӑп. Сана мухтаса та юрӑ ҫырмастӑп!.. Эсӗ мӗн тери чаплӑ хан пулсассӑн та...
— О-о, алама! — кӑшкӑрса ячӗҫ Батыйпа юнашар тӑракан монголсем. Пӗрисем хӗҫӗсене туртса кӑларчӗҫ, теприсем саламачӗсене ҫӗклерӗҫ.
— Ан тивӗр! — хыттӑн каларӗ вӗсене Батый. — Кул Али — чаплӑ поэт!.. Поэт вӑл Ҫӳлти Тӳпе элчи. Эпир ӑна вӑйпа нимӗн тутарма та пултараймастӑр. Пуҫне кассан та... Ман юрттӑна илсе кайӑр ӑна!.. Вӑл ман хӑна пулать!..


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-09-17 13:02:44 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2840 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем