Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Нӗрӗш

НӗрӗшҪӗрпӳ районӗнчи ял. Чиричкасси ял тӑрӑхне кӗрет. Шупашкартан 47 ҫухрӑмра, Ҫӗрпӳрен 10 ҫухрӑмра ларать.

Ялта виҫӗ урам — Васильев пӗртӑвансен урамӗ, Ҫемрӑксен урамӗ, Совет урамӗ — пур.

Тавралӑх

Юнашар ялсем

Ял кун-ҫулӗ

Яла XVIII ӗмӗрте Тупнер ял ҫыннисем никӗсленӗ.

1927 ҫулта районсене туса хуриччен ял Ҫӗрпӳ уесӗн Ҫӗрпӳ вулӑсне кӗнӗ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ районне кӗме пуҫланӑ.

1931 ҫулта кунта «Красный Октябрь» (чӑв. Хӗрлӗ Октябрь) колхоз йӗркеленӗ.

Ял ячӗ

Хут ҫинче яла Нӗрӗш Катек (1923) ятпа ҫырӑнни те тӗл пулать.

Халӑх йышӗ

1795 ҫулта Нӗрӗшре 18 кил пулнӑ.

Ытти ҫыравсен кӑтартӑвӗсем:

  • 1897: 201 арҫын, 185 хӗрарӑм;
  • 1926: 239 арҫын, 274 хӗрарӑм, 108 кил;
  • 1939: 225 арҫын, 286 хӗрарӑм;
  • 1979: 150 арҫын, 179 хӗрарӑм;
  • 2002: 129 арҫын, 161 хӗрарӑм, 114 кил.

Паллӑ ҫыннисем

Хуҫалӑх

Ял «Рассвет» ЯХПК (2008) тытӑмне кӗрет.

Ӗлӗк-авал ял халӑхӗ атӑ-пушмак хатӗрленӗ, ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫленӗ, выльӑх-чӗрлӗх тытнӑ. Ку ӗҫсемпе халӑх паянхи кун та аппаланать.

Хальхи вӑхӑтра ялта суту-илӳ киоскӗ, 2 лавкка пур. М7 ҫул хӗрринче АЗС ӗҫлет — ӑна 2011 ҫул вӗҫӗнче хута янӑ.

Культура

Ялта фельдшер пункчӗ, клуб, вулавӑш пур.

Ҫул-йӗр

Ял хӗррипе М7 (Ҫӗрпӳ–Хусан пайӗ) ҫул иртет.

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Чувашская энциклопедия, 3 том, 278 с.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Нӗрӗш
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-03-11 13:07:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5260 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем